Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫинҫе е Иван Купала?

Аçтахар Плотников07.07.2015 22:3816762 Пурĕ пăхнă

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. Сӑлтавӗ — вӑл уяв пирки халӑх ытларах пӗлет. Пирӗн пурнӑҫа телекурав ярса илнӗ пирки вырӑс культури ҫинчен эпир пурте тенӗ пекех сахал мар пӗлетпӗр. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки пирки вара сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Ак, пӗр пӗлӗш хӗре тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать (йӑмӑк упӑшкин йӑмӑкӗ). Вӑл хӑйӗн ушкӑнне, ҫулӑмпа тӗрлӗ номерсем хатӗрлесе кӑтартаканне, вырӑс туррин ятне панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш. Хӑй те чӑваш. Анчах чӑваш йӑли-йӗрки пирки пач илтменрен уншӑн вырӑс вут-ҫулӑм турри ҫывӑхрах пулса тӑнӑ...

Юрать, Акатуйӗ хӑлхаран тухмасть, анчах «Ҫинҫе» текен уявсем пирки пи-и-итӗ сахал чӑваш пӗлет. Вулавӑшри кӗнекесене илес пулсан та, пӗлсех тӑратӑп, Иван-Купала пирки ҫырнисем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракассинче ытларах. Тен, Ҫинҫе пирки каласа паракансем те пур пуль те, анчах вулавӑш ӗҫченӗ вӗсене шаларах пытарса хунӑ пулинех…

«Хыпар»-тан тата ЧНК-ран ыйтиччен ҫак уяв пирки малтан хамӑртан пуҫлас терӗм. Ҫапла вара ятарласа Ҫинҫе уявӑн страницине ҫырса тултартӑм — вулаччӑр, пӗлччӗр. Кунта ман Владислав Николаевӑн «Асамат & Шевле» журналне ырӑпа асӑнас килет. Пӗлтӗрхи 7-мӗш номерне вӑл шӑп та лӑп ҫак уяв статьипе пуҫланӑ иккен. Кӗскен пулин те уяв пирки туллин ҫырса кӑтартнӑ. Шел, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак журнала сахал ҫырӑнса илеҫҫӗ пулас...

Ҫинҫе уявӗ вара чӑваш йӑли-йӗркинче уйрӑм вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш мар. Вӑл — канмалли уяв. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йраш шӑркана ларсан уявлама пуҫланӑ. 12 кун тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑл. Уяв вӑхӑтӗнче ҫӗр чавма, ҫум ҫумлама, шӑтӑк алтма юраман. Кану вӑхӑчӗ пулнӑ вӑл — малалла утӑҫи тата вырма пуҫланмалла-ҫке. Шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ. Улине тӑхӑнсан ятланӑ, хывтарнӑ та.

Ҫинҫе уявне халӑх пачах та манса кайман. Статья валли информаци шыранӑ май Шупашкарта вӑл уява пӗрре (пӗлтӗр) ирттерни пирки те тупрӑм. Тата 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле ачисем ӑна уявлани пирки хыпар пур. Кусем вара ятарласа шурӑ кӗпесемпех тухнӑ.

Тӗрӗссипе, Ҫинҫе йӑли-йеркине хальхи саманара та тытса пыма май пур ӗнтӗ. Ара, икӗ эрне хушши «отпуск» тума кам чарать? Хулара пурӑнакансем унсӑр та ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемеҫҫӗ, 12 кун ним мар «дачӑна» каймасӑр ирттерме пултараҫҫӗ. Шурӑ тум та тӑхӑнса ҫӳреме йывӑр мар.

 

Ҫинҫе уявне манар мар! Ӑна паянхи саманара ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2263.94.1538
2015.07.13 12:09
Agabazar
"АКАПАСАР ХӐТА ТАВТАПУҪ." Темех мар. Эп хам сĕнÿсене "тавтапуçсăрах" пама хатĕр!
Agabazar // 2263.94.1538
2015.07.13 12:26
Agabazar
" УН ПЕК ВӖРЕНТМЕН АТТЕ-АННЕ" Акапасар сирĕн ни аçăр, ни аннĕр мар.

"ӐНЛАНАЙМАРӐМ МӖНШӖН МАНӐН САНА ЭСИР ТЕМЕЛЛЕ" Ак çаксем пирки шутласа пăхăр тата:
1)Мĕншĕн эсĕр хула урамĕсĕм тăрăх йĕмсĕр çÿреместĕр? Сăмахран, шăрăх чухне?
2)Мĕншĕн пуçлахсен кабинетне кĕриччен малтан алака шаккатăр унтан "кĕме ирĕк парăр!" тесе ыйтатăр? Тен кабинет алăкне урапа тапса уçмалла?
3)Мĕншĕн бор алă тăсса парсан хăвăр аллара çурăм хыçне тытса айккинелле пăрăнса утмастăр?
4)Мĕншĕн килтисем çывăрма выртсан хыттăн кăшкăрашса çÿреместĕр?
5)Мĕншĕн бор сире "Здрасчĕ!" тесен хирĕç "И вам не хворать!" тетĕр (Чăннипе лешĕ частарах ураран ÿкессе ĕмĕтленетĕр пулсан та...)?
6)Мĕншĕн машшинапа сулсем çинче йĕркевсене пăхăнса çÿретĕр?
7)Мĕншĕн ирсерен шăлсене щёткăпа тасататăр?
8)Мĕншĕн, чылай чухне майсем пулсан та, вăрра каймастăр?
......................................................................
2015.07.13 22:33
Аçтахар Плотников
Мӗншӗн темӑна пӑхӑнмалла мар?
Victor // 1532.83.8352
2015.07.14 10:16
Victor

bor1959 // 1039.8.4424.85.234.6.181 2015-07-13 09:28
Тимӗр йӗркелекен уявсене тиркесе шӑл йӗрсе ларатӑн


Тимĕр мĕнле уявсем йĕркелет?
Agabazar // 3214.93.8928
2015.07.14 13:13
Agabazar
"Мӗншӗн темӑна пӑхӑнмалла мар?"

Тĕрĕссипе ак çапла калас пулать:
...............................................
9)Мĕншĕн, пит хытă "кĕçтет" пулин те, темăран пăранмасăр калаçма тăрăшатăр?
..............................................
Agabazar // 3214.93.8928
2015.07.14 13:17
Agabazar
"Тимĕр мĕнле уявсем йĕркелет?"

Тимĕр талăкра 24 сехет, çулталакра 365 кун ним чарăнмасăр уявсем ирттерсе çÿрес пулсан та, çакă патшалăх ку тĕлĕшпе илсе пыракан политикăна пÿлме пултараймасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.14 14:14
Victor щӑллӑм, эсӗ те Акасапар пекех ухмаха пеме пуҫлатӑн.
хуть Ҫӑварни, хуть Сурхури,хуть Кӗрсӑри,хуть Акатуй йӗркелеме тӑрӑшать май килнӗ таран. Мӗн те пулин йӗркелӗр-ха, шӑллӑмсем. А эсир хатӗрленӗ пулӑмсене те кӗрсе савӑнасшӑн мар, шӑлйӗренсем!
Agabazar // 3053.79.6904
2015.07.14 15:24
Agabazar
Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров йышши çынсене чăваш пулма пулăшать Тимĕр, çавсем валли йĕркелет чăвашла уявсем. Эппин хайхи Станьял, Мадуров йышши çынсем чăвашлăхран уйрăлмасса шанма пулать кăштах , çавна кура.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.14 16:20
Эсӗ ухмах-им,Акасапар хӑта. Тимӗр йӗркеленӗ уявсем эсӗ асӑннӑ ҫынсене валли мар, ҫак уявсем чӑвашсем тӗнчере пуррине, несӗлсене манса кайманнине, ҫамрӑксене ҫав авалхи пулӑмсен тӗшшине ӑнланма пулӑшнине пӗлтереть.
Agabazar // 1505.50.8817
2015.07.14 20:43
Agabazar
Мускав варринче, Çĕнĕ Арбатра, çулсеренех ирландцăсен Сăваплă Патрик уявне уявлаççĕ.

Раççейре миçе ирландцă пурăнать?

Камсем уявлаççĕ ку уява?

Вăт çапларах япала вăл "эс ухмах-им" тени...

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj