Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Эрех мулран та вăйлăрах

Таисия Ташней16.06.2015 21:323383 Пурĕ пăхнă

«Çакă çутă тĕнчере Вăйли çук та этемрен. Шывсем çинче, çĕр çинче Хуçа пулса вăл тăрать. Анчах вăйлă этем те Хăй тĕнчине пăхăнать. Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать», – шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă вилĕмсĕр «Нарспире» темшĕн çак йĕркесем асăмра çырăнса юлнине хам та пĕлместĕп.

Укçапала эрехех çынна ăсран кăларнине кунсерен тенĕ пек курса ĕненме тивет. Чăн та, иккĕшĕ те – мулĕ те, эрехĕ те – çыннăн шалти тĕнчине çиеле кăлараççĕ. Эрехĕ, тепĕр тесен, укçинчен те вăйлăрах-тăр: вăл темле пултаруллă, ăслă-тăнлă, пуян çынна та тĕп тăвайрать. «Эрех ĕçсех çын пулчĕ», – тесе никам пирки те каланине илтмен. Эрехе пулах пĕтни вара вăрттăнлăх мар.

Тахăçан, Шупашкар район хаçатĕнче ĕçленĕ чухне, ун чухне района ертсе пынă пуçлăхсенчен пĕринпе, Анатолий Князевпа, вĕçĕмех ял-ял, ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăх çӳреттĕмĕр. Ӳсĕр арçынсем хăш чухне тем шавлама, пурнăçа вăрçма кăмăллакансене те курма тиветчĕ. Ун пеккисене Анатолий Пантелеймонович: «Сахалтарах ĕçмелле. Эрехе хальччен никам та çĕнтереймен», – тесе те калакалатчĕ.

Эрех сиенĕ пирки каласан, хăвна кăна тĕп тусан юрĕччĕ темелле-ши? Ара, ун пеккисем ашшĕ-амăшĕн, арăмĕн, ачи-пăчин чунне мĕн чухлĕ çимеççĕ-ши тата?! Теприсем, ав, ют çын пурнăçне те тĕп тăваççĕ. Ӳсĕрле руль умне ларакансем пирки-ха эпĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем ун пек тĕслĕхсене сахаллатас тесе рейдсем те ирттереççĕ. Нумаях пулмасть кăна, иртнĕ канмалли кунсен тĕлĕнче, «Урă мар водитель» профилактика рейчĕ йĕркеленĕччĕ. 2 кунта йĕркене пăсакан 68 водителе тупса палăртнă вĕсем. Çулталăк пуçланнăранпа вара ун йышшисене 2 пин ытла хĕрĕнкĕ водителе тытса чарнă. Маларах каланă 68 çын хушшинче наркотикпа пуçне минретнисем те тупăннă. Ун пеккисем иккĕн пулнă. «Ӳсĕр водитель» рейд вăхăтĕнче Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та çакланнă. Ун пирки Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕччĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.21 09:37
Тӗнчери синдикат хуҫисем Эрех бизнесӗпе укҫа ҫапаҫҫӗ, ку питӗ илемсӗр бизнес, бизнес та мар-чи нӗрсӗр ултав. Каллех хамӑр ушкӑнпа, социумпа Кар-р хирӗҫ тӑмасан ним те пулмасть.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj