Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353800 Пурĕ пăхнă

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 6049.8.1992
2015.07.12 18:08
Agabazar
Аппа тенинче те ним усалли те çук.
Эппин "Миккуль аппа" теер пуль Миккуль текенскере те.
Agabazar // 6049.8.1992
2015.07.12 18:08
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.12 19:27
Миккуль текенни хӗрарӑм пулсан ӑна "Аппа" теме юрать ӗнтӗ. Анчах та арҫынна аппа тенине илтсех кайман. Юрать, ку чӗлхе темипе ҫыхӑнсах кайман тӑр. А,тепӗр тесен, Акасапар мӗнле куҫарать сӑмаха чӑвашла ҫапла пулать те. Эпир манса кайнӑ виртуаллӑ Акасапар "законодатель языка" пулнине.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.16 18:08
Тен, Agabazar чӑвашне Аппа тесе чӗнме пуҫламалла. Agabazar чӑвашне хуть хӑта,пичче,тете,аппа, йӑмӑк тесе чӗн, уншӑн пурпӗрех пулмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 10:10
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: темӑпа ҫыхӑнман!
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:33
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: темӑпа ҫыхӑнман!
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:33
Agabazar

Раççейри чĕлхесене хÿтĕлемелле иккенне Путин та йышăнать ав!

Атила // 3913.58.4645
2015.07.21 14:42
Путин тахҫанах хӳтӗлет чӗлхесене.Чӑваш кӑна хӑйӗн ачине ҫуралсанах папа-мама вӗретет те кайрӗ вара великий русский язык.Пӗтӗмпех йӗркеллӗ.Акапасара аппа тесе чӗнмелли пирки хӑш-пӗри хирӗҫ мар.Миккуль ӑҫтан пӗлет кун пек вӑртӑнлӑха.
Agabazar // 2174.53.5099
2015.07.21 14:56
Agabazar
Вăт эпĕр Путина хурлатпăр.

Тĕрĕсех хурлатпăр-ха.

Апла тума чарать, капла тума чарать....

Анчах та Путин юлташ чи кирлине каланă! Раççей чĕлхисене чăнах та хÿтĕлес (!) пулать. Курăсăн, ВВП шăпах хайхи çав глаголпа усă курать!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 16:41
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: темӑпа ҫыхӑнман!

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 23

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj