Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145126 Пурĕ пăхнă

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Михаил Волков // 1270.53.6458
2015.06.14 22:54
Йĕплеме кирлĕ мар. Вырăс чĕлхинче çав тымарморф ГЛА, ГОЛ пулса тăнă: ГЛАГОЛ, ГЛАСИТЬ, ГОЛОС т.ыт.те. Акăлчансен ГЛОССАРИ - сăмахсар, интернаци чĕлхеçĕсен терминĕсем ГЛОСЕМАТИКА, ПОЛИГЛОССИЯ, ПОЛИГЛОТ. Çапла, КАЛ(а) тымарморфран К сасса янравлă Гпа ылмаштарса чĕлхесен тымарсăмах никĕсне ÿстернĕ. КАЛ, КЛА тымарморфсене ытти пĕлтерĕшсем пама май килнĕ. Ку юмах мар.
Михаил Волков // 1270.53.6458
2015.06.14 23:11
Умĕнхи поста çĕнĕрен çыртартăр. Унчченхине хуратса çухатрăр. Ан манăр: Европăри халăхсем флективлă чĕлхесемччен ТĔРĔКЛЕ калаçнă. Çакна Н.В.Дроздов (йăнăшмарăм пулсан, ăссăн çыратăп) хăйĕн ĕнентерÿллĕ тĕпчевĕсемпе яруççăн кăтартса панă. Кутăнланнипе чăнлăха хуплани - вăхăтлăх çĕнтерÿ, вăл пурпĕрех çиеле тухатех.
Agabazar // 1509.46.3616
2015.06.15 13:59
Agabazar
"Кала" сăмах пирки Михаил Романович Федотовăн Этимологи Словарьне пăхăр. 214-215-мĕш страницăсем. Пĕрремĕш том.
Agabazar // 7490.3.1156
2015.06.15 15:27
Agabazar
"...Ан манăр: Европăри халăхсем флективлă чĕлхесемччен ТĔРĔКЛЕ калаçнă...."

Çав тери хытă тĕлĕнмелле, çакнашкал анкă-минкĕлĕхсене юхтарма çынсене мĕн хистет-ши? Мĕнле нуша? "Кала" сăмахăн тымарĕсем пит авала каяççĕ теме май пур. Урал-Алтай пĕрлĕхне, унтан Ностратизм пĕрлĕхне. Чĕлхесен генеалоги классификацийĕпе килĕшÿллĕн. Анчах та Алтай пĕрлĕхĕ те, Урал-Алтай пĕрлĕхĕ те, Ностратизм пĕрлĕхĕ те чылай енчен гипотеза шайĕнчи япаласем çеç. Ну, çапах та, çав шайсенчи пĕрлехи сăмах тейĕпĕр. Вара мĕн? Европăсен тĕрĕклĕхĕ пирки калаçма хăш енчен сăлтав парать ку? Тĕрĕклĕх вĕт асăннă пĕрлĕхсенчен чылай çамрăкрах! Нотратизм тапхăрĕнче, паллах, нимĕнле тĕрĕклĕхсем те пулман! Историе тÿнтерле çавăрса хума кирлĕ мар. Ун пек япаласене çырма кăштах вăтанас пулать. Сăпайлăх тени кирлĕ. Тĕнчене култарар мар.

Чаваш Ашак // 2637.94.8479
2015.06.15 19:24
Волковпа килӗшмеллех,Агабазар. Кала,голос т.ыт - пӗр тымарлӑ."Ахӑлтат" сӑмаха илтнӗ-и?"Хӑлха" тени те КАЛА сӑмахпах ҫыхӑннӑ мар-и?
Михаил Волков // 4210.86.3593
2015.06.15 20:09
Мана çырма чăрмантарма хăтланатăр. Поста вĕçлеме памарăр, хуратса тăкрăр. Çакна манатăр: хăш тавçăру тĕрссине фактсем çирĕплетеççĕ. ЭСИР каланисем нимĕнпе çирĕпленмен тавçăрусемех. М.Р.ФЕТОТОВăН ЭСЧЯ-2не тытса пăхсамрччĕ КАЛА пирки. НУМАЙРАХ ВУЛăР Интернетри çĕнĕ материалсене.
Agabazar // 7079.8.5275
2015.06.15 20:24
Agabazar
Чаваш Ашак // 2637.94.8479 2015-06-15 19:24: <<Волковпа килӗшмеллех,Агабазар. Кала,голос т.ыт - пӗр тымарлӑ."Ахӑлтат" сӑмаха илтнӗ-и?"Хӑлха" тени те КАЛА сӑмахпах ҫыхӑннӑ мар-и?>>

Шел пулин те, кунта тепĕр "анкă-минкĕ" персе çитнине констатацилеме тивет.

Шыраса пăхăр-ха малтан, çав "хăлха" тенине ытти тĕрĕк чĕлхисенче епле каланине!

Чĕлхе пĕлĕвне шĕкĕлчес пулать. Кунашкал япаласене урамран ăнсăртран пÿрте кĕнĕ çын катаймасть. Мĕн "пĕртымарлăх" пирки калаçатăр? Пĕлтертĕм вĕт çÿлте шултăра шрифтпа: чăнах та апла пулсан та, ку ĕнер-виçĕмкунхи пĕртымарлăх мар. Ностратизм тапхăрĕнченех пырать. Вара мĕн? Унпа никама та тĕлентерейместĕн! Ăçта пруф?
Agabazar // 7079.8.5275
2015.06.15 20:24
Agabazar
"НУМАЙРАХ ВУЛăР"

тепĕр хут калама тивет: мĕн алла лекет çавна тытса вуланипе никам та ăсла тухса курман-ха халиччен
Михаил Волкоов // 4210.86.3593
2015.06.15 20:27
Эсир ИНДОЕРОПА чĕлхисенчен илсе кăтартнă тăслĕхсене курсанах сехĕрленсе ÿкетĕр. Вĕсем пурте сĕм авалхи чĕлхерен папкалантарса уйăрнă конструктсем. Çакна эпĕ алтаистика секцийĕнче (иртнĕ конференци тăхтавĕнче ирĕк илсе) чылай анлăн каласа патăм. Иртнĕ форумра МАЙРА чĕлхемĕр пирки сăмах уçма та парасшăн марччĕ. СИРĔН позицие ăнланмастăп.
Agabazar // 7079.8.5275
2015.06.15 20:36
Agabazar
"М.Р.ФЕТОТОВăН ЭСЧЯ-2не тытса пăхсамрччĕ КАЛА пирки."

Иккĕмĕш томра мар, пĕрремĕшĕнче. 214-214-мĕш страницăсем. Каларăм вĕт паçăрах!


Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj