Pri la retejo
Novaĵoj
Ĉuvaŝio
Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
Tradicioj
Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Эй, мăнтарăн чăваш!
Эй, тĕнче!
Чăваш иккен-ха ку, пĕтĕм тĕнче пурлăхне тăпăлтарса пурăнаканни! Чăн-чăн харампыр! Тĕрĕссипе вара чăваш чи чухăн пурăнакан халăхсенчен пĕри! Вăл шутра, чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе те укçа çав тери сахал тăккаланать. Атилăн, авă, чăваш пуйса каясран сехри хăпнă!
Укçа сахал-тăк, аталану та начар. Нивушлĕ çак анасат япалана ăнланса илме çав тери йывăр? Мĕншĕн чăвашăн кĕсйинчи укçана çеç шутлатар? Ыттисенне ма пач шутламастăр?
Тымарлан хăйĕн кĕсйинчен укçа тăкнипе ним мухтанмалли те çук. Тымарлана та тимĕртен туман. Вăл та пирĕн пек çынах. Унăн та пуранмалла. Ăна пула унăн тăванĕсене еплерех йывăр килнĕ пирки шутланă-и эсир?
Халь тата Акапасар пуйса каясран хăраса ÿкнĕ. Ан хăрăр, унăн пуяссисем аякра-ха. А хăвăра вара, Атила, пуймах сунатăп. Кĕсйĕр тулли ылттăн-кĕмĕл пултăр!