Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5315499 Пурĕ пăхнă

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-22 16:17
Эсӗ,Акасапар хӑта,предложить ту-ха. Сан хевтю ҫитеть.
Ют Ҫын // 2675.28.7413
2015-04-22 17:56
Agabazar текеннине тахҫанах Микулай Ваҫилч патне ӗҫлеме кайма сӗннӗччӗ, каймарӗ хӑямат. Паян кая юлтӑмӑр, советникра ун штат ҫук. Те Микулай Василчча шелллемелле, те Agabazarне.
МИккуль // 4292.84.0894
2015-04-22 22:04
Agabazar текенни ывӑнчӗ пулмалла,ҫырма пӑрахрӗ,канма кайнӑ. Эсир ӑна Мускава ӗҫлеме ярасшӑн. Мускавра кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлемелле пулнине пӗлет вӑл. Ухмах мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-23 10:07
Акасапар хӑта,патриотизм ҫинчен ак кунта нумай ҫырнӑ:"Федоров в мемуарах рассуждает об экономическом развитии республики. "Если Чувашия не хочет оказаться на обочине,то ей необходимо более фундаментально перестраивать структуру своей экономики, которая все еще является утяжеленной, несовременной", - цитирует РИА Новости Федорова, который руководил республикой четыре срока подряд.".Эсӗ те чӑвашлӑх ҫинчен нумай рассуждать тума юрататӑн.
Ют Ҫын // 1062.99.8702
2015-04-23 18:08
Agabazar юлташ, Николай Василчӑн чин- Государственный советник чинӗ, санӑн та манӑн та ун пекки ҫук.Ҫавӑнпа иксӗмӗре хуралҫӑ пулма хӑвалаҫҫӗ.Эсӗ ҫамрӑк пулсан ӗлкӗрен советник чинне йышӑнма.
Agabazar // 3732.19.3834
2015-04-23 19:42
Agabazar
Вара мĕн?

"Патшалăх канашçи" текен чин хуралçă пулма хăш енчен чăрмантарать?


Ют Ҫын // 1062.99.8702
2015-04-23 21:58
Тӑванӑм,Agabazar, ухмаха ан пер ха. Обиҫян и то ӑнланать, что госсоветникӑн ҫӳллӗ долшноҫ йышӑнма правӑ пур пулсан вӑл хуралҫӑ вырӑнне ӗҫлеме каймаҫ. Вара пирӗн асӑннӑ персонажӑн мӗншӗн каймалла хуралҫӑ вырӑнне ӗҫлеме?
Agabazar // 9881.0.8348
2015-04-23 22:21
Agabazar
"Патшалăх канашçи" чин пурри хуралçă пулма çеç мар, кочегар пулма та пачах та чăрмантармасть! Ним чухлĕ те! Хуть те хăш вырăнта та патриот пулма пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-24 20:23
Акасапар:"Патшалăх канашçи" чин пурри хуралçă пулма çеç мар, кочегар пулма та пачах та чăрмантармасть!"-пит тӗрӗс,Акасапар хӑта.Анчах кунта пӗр уйрӑмлӑх пур-"Патшалăх канашçи"-не хуралҫӑ пулма чӗнекенсем валли черет ҫитместь, "Патшалăх канашçи"-не социаллӑ лифтри чылай ҫӳллӗрех картлашкасенчен Ӗҫ вырӑнӗсем сӗнеҫҫӗ.Ҫакна пулӑма та ӑнланмана перен эсӗ, Акасапар хӑта.Кун пек ухмаха пеме юрамасть.
Ют Ҫын // 1052.5.4754
2015-05-04 20:07
Agabazar тете, Крымра та , Чӑваш Еньре те пит хӳхӗмлӗ должноҫсем пур Патшалӑх тытӑмӗнче. Анчах та ҫав вырӑнта тар юхтарса ӗҫлемелле, форумра кнопка пусса лармалла мар. Килӗшетни вырӑн йышӑнма?

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru