bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.13 09:38 | |
Акташа валли,хутран-ситрен те пулин вулатӑр Робертс каланине: ни Россия, ни Китай уже не станут частью "вассалитета" США. "Президент США Барак Обама,комментируя 70-летие капитуляции нацистской Германии,упомянул только американские войска,что ложится в строку с попытками переписать историю.В отличие от Обамы,президент России Владимир Путин выразил благодарность народам Великобритании,Франции и США за их вклад в общую победу",—отмечает Робертс.Кун пек каланине хам та лайӑх илтрӗм.
| |
Конми // 2517.91.0065
2015.05.14 00:31 | |
Чăваш çыравçисем нихçан та Çĕршыв ертÿçине мухтас тĕлĕшпе ытти халăхсеннинчен ÿксе юлман. Вăрçă ачисем пулнă май (41-мĕш çулта 1-мĕш класа кайрăм) вĕсен шедеврĕсене ирĕксĕрех нумай пуçа хывма тÿр килчĕ пирĕн. Мĕне тăрать сăвăллă "Чăваш халăхĕ Аслă Сталин патне янă çыру"! Унăн сыпăкĕсем "Тăван сăмах" кĕнекере пурччĕ, вĕсене пăхмасăр калама, юрлама вĕрентетчĕç. "Çут хĕвелĕмĕрçĕм Сталин, Эсĕ юрă, юрă Эсĕ, Эс ялав!"- янрататтăмăр урокра çеç мар,кашни уявра. | |
Конми // 2517.91.0065
2015.05.14 00:54 | |
Ăмсанăр,сăвă-юрă ăстисем. "Пурнăç лайăх, пурнăç ырă, Пуласси татах та лайăхрах!" Тер моядерлă вăрçăран шикленер мар: хăрушлăха сиссенех эпир тÿрех тăшмана тĕп тума хатĕр. Çапла та, анчах пирĕн несĕлсем: "Мухтанакан туйĕнче пăсарнă" тенĕ. Хĕçпăшал тăвассипе тÿпелешсе ăмăрттарни Совет Союзне аркатрĕ теççĕ политика ăсчахĕсем. Экономикăпа культурăна манмалла мар никама пăхăнмалăха çухатас мар тесен. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.14 06:14 | |
Вӑрҫӑ ачине Конми тетене вӑрӑм кунҫул,сывлӑх тата иксӗлми вӑйхал сунас килет. Чтобы Высокий Дух,который был присущ Вашему поколению Вы могли преподать молодому поколению. Борпа Agabazar,Ют Ҫынпа Пасар кӑшт канччӑр. | |
Ют Ҫын // 9015-5670
2015.05.14 13:24 | |
Конмипе килӗшмесӗр май ҫук. Экономикӑпа культурӑ пӗрремӗш вырӑнта.Ҫав вӑхӑтрах Хĕçпăшал тăвассине те манса каймалла мар ӗнтӗ. Пропорципелен аталанса пырсан пит шет пулмалла. | |
Agabazar // 3542.22.4235
2015.05.14 17:08 | |
Мунчара çынсем пурте пĕртан. Пĕрле мунча кĕрекенсем хушшинче наччальниксем çук. | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.14 21:45 | |
Ку Agabazar текенни Путинпа пӗрле мунча кӗресшӗн ҫунат пулмалла, сауна мар-мунча.Пӗрмаях пӗртан тет.Ӑҫтан пӗртан пулма пултарат. Малтанласа Игнатьевпа,кайран-Н.Федоровпа кӗмелле,вара малалла ӑнтӑлма юрат. | |
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 22:28 | |
"Ку Agabazar текенни Путинпа пӗрле мунча кӗресшӗн ҫунат пулмалла, сауна мар-мунча.Пӗрмаях пӗртан тет.Ӑҫтан пӗртан пулма пултарат. Малтанласа Игнатьевпа,кайран-Н.Федоровпа кӗмелле,вара малалла ӑнтӑлма юрат."
Çакăнта асăннисенчен Путинпа Игнатьева çеç манăн "наччальник" теме пулать. Фёдоров кам вăл? Канашçă. Паллах, канашçăн та хăйĕн оффисĕ, канцелярийĕ пулма пултарать. Анчах та эп Фёдоров канцелярине кунсерен çÿрекен "планктон" мар. Эппин эпир унпа пĕртанах. Пуçлăх мар вăл маншăн. Хăй патне ĕçе илсен — вăт ун чухне пуçлăхах. Паллă ĕнтĕ, кам пыйтлă, çав мунча çинчен шутлать тесе те сăмаха малалла тăсма пулать.... | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.14 22:40 | |
Ют Ҫын,тен,тӳрех пропорци шайне кӑтартӗ?.Пӗр танк 300 мӗльюн тӑрать.Тав пуҫлӑхсене,пирӗн чи хаклӑ та лайӑх танксем.Вӑт чӑваш лицей валли ҫур танк укҫине парӗҫ-ши?.Е тата пирӗн ялта клуб ишӗлнӗ.Ӑна тума танкӑн пӗр гусеница хакӗ кӑна ҫитӗччӗ,анчах укҫа ҫук теҫҫӗ.Суймаҫҫӗ ӗнтӗ. | |
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.15 00:28 | |
"Армата" танк 400 миллион тенкĕ тăрать. http://news2.ru/story/432360/ |