Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Мĕн çинине кала та кăмăлна пĕлем

Галина Никитина30.03.2015 17:443744 Пурĕ пăхнă

Ĕненетĕр-и е çук-и, анчах хăш-пĕр ăсчах çын кăмăлне вăл мĕн çиме юратни тăрăх пĕлме пулать тесе шухăшлать иккен. Швейцарири ученăйсен ушкăнĕ пине яхăн çынна сăнава хутшăнтарнă та çавăн пек пĕтĕмлетнĕ.

Атьăр-ха эппин хамăра тата хамăрăн çывăх çыннăмăрсене сăнаса пăхар. Кам мĕнле апат юратнине аса илер те Швейцарири Биологи инсититучĕн ăсчахĕсем йăнăшнипе йăнăшманнине палăртар.

Таса чунлă та тӳрĕ кăмăллисем сиенлĕ апат-çимĕç çиме кăмăллаççĕ имĕш. Усаллисенчен тата мăкăртатма юратаканнисенчен чылайăшĕ усăллă апат-çимĕçе суйлаççĕ пулать.

Хĕрӳ кăмăллисем хăвăрт тата çăткăнла çиеççĕ имĕш. Лăпкисем тата васкаманнисем апата та майĕпен чăмласа çиеççĕ теççĕ.

Экстравертсем апатланнă вăхăтра эрех ĕçме юратаççĕ.

Нумай пĕлме ăнтăлаканнисем ӳсенттăран апат-çимĕçе кăмăллаççĕ.

Ну, мĕнле? Килĕшмелле пек-и Швейцари ăсчахĕсемпе е эсир урăхла шухăшлатăр-и?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.31 07:27
Килӗшмелле, ман шутпа. Анчах та ку сӑнав пӗтӗмлетӗвӗ Гороскопри пекех, 50 % ҫине 50 %. Унталла та кунталла шуҫтарма пулать. Точь в точь лекекенни те пур ,паллах.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj