Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3519777 Пурĕ пăхнă

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2132.30.1351
2015.03.22 19:52
Agabazar
"Вся беда в том": Чăвашла калаçакан Акапасарпа тава кĕрем пекки туса ăна вырăс сăмахĕсемпе çăварне хупма хĕрĕнеççĕ "полĕччĕксем".

Пурнăç кун пекех кайсан, Маккар пирки хамăн тема пекки уçма тиветех пуль...

Тĕнче юхăмĕ майăн авăнмалла-и, авăнмалла мар-и?

Ту би орр нот ту би?

Хăвăрпа хуçаланма ирĕк памалла-и е памалла мар-и?
МИккуль // 4292.84.0894
2015.03.22 22:02
Уҫма тӑрӑш-ха,тӑванӑм,Маккар пирки витӗмлӗ тема. Тепӗр тесен,Политикӗ те тӗрӗс каланӑн туйӑнать.Тӗнче юхӑмне юраса авӑнмалла-и тесе ҫырни Раҫей патшалӑхне тӳрремӗнех пырса тивнӗн туйӑнать.
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 09:25
Админ текен юлташран ыйтасшӑн эпӗ. Макаревич тата ун пек публичнӑй ҫынсене телевизӑр калӑпламан-имха? А эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн Микуль текен юлташӑн е Макаревичӑн шалти туйӑмӗсене, вӗсен пурнӑҫ шӑнӑрне, тытӑмне?Ҫынсем вуншар ҫул пӗр ҫулпа юнашар утаҫҫӗ,анчах та кашнин пурнӑҫ ӑнланӑвӗ расна пулнине йывӑрлӑха кӗрсе ӳкмесӗр те пӗлимаҫҫӗ.
Agabazar // 1880.64.4369
2015.03.23 11:34
Agabazar
Маккаревичран хăпасси пулмасть иккен кунта.... :-(
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 12:16
Хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр тени суя сӑмах мар,Никитина тӗрӗс ҫырать.Пӗчӗк Ҫӗршывсем те кӗрешеҫҫӗ иккен:-Одиннадцать стран Боливарианского альянса для народов Америки (АЛБА),в состав которого входят Куба,Венесуэла,Боливия, Эквадор,Никарагуа,Доминикана,Сент-Винсент и Гренадины,Сент-Люсия,Гренада,Антигуа и Барбуда,Федерация Сент-Китс и Невис,призвали президента Соединенных Штатов Барака Обаму отменить декрет о Венесуэле.Речь идет о документе, расценивающем страну как "новую и чрезвычайную угрозу" безопасности США.
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 13:33
Тахҫанах калатӑп,пире Сингапурӑн пӗрремӗш премьерӗ Ли Куан Ю пек диктатор кирлӗ.Вӑрларӑн-тӗрме,налук тӳлеместӗн-ӗмӗрлӗх штраф,наркотик валеҫен-эшафот е виҫелицӑ,пирус туртатӑн е пирус тӗпне пӑрахатӑн-уйӑхлӑх тӳлевсӗр урам шӑлмалли хура ӗҫ, малалла ҫавӑн пекки.Паян вӗсем тӗнчере малтисен ретӗнче.Макаревич е Пукачӗвӑ патне налук илме пырсассӑн мӗнле кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ пирӗн "кумирсем",Э?Тӳллес килместь вӗт. Вӑт тоттӑ.
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 14:04
Кун пек ҫырни те "Хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр" текен темӑпа ҫывӑх тесе шутлатӑп:-" Спасти свою экономику Украина может, только продав земли Западу. Такую точку зрения в пятницу озвучил известный американский эксперт Пол Крейг Робертс.". Ав мӗнле иккен.Ҫитменнине украин оликархӗсем пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ, тӳпелешеҫҫӗ.Оликарх-бандюгӗсен пурӑнмалли те нумаях юлман ӗнтӗ,ҫапах та хӗвӗшеҫҫӗ. Ай, тӗнче.
Agabazar // 4026.00.3509
2015.03.23 15:24
Agabazar
Кунта сăмах тĕрĕс йĕрпе кайма пуçларĕ иккен. Аран-аран....
Макар ачи // 6409.8.3869
2015.03.23 21:02
Иртнӗ ҫултах нумай калаҫаттӑр национал-патриотизм ҫинчен.Паян ку темӑ хурлӑхлӑн илтӗнет.Кичемлӗн хура халӑхшӑн.Ҫакӑн пекрехпулать=Пока ясно только одно.На сцене украинского политического театра после непродолжительного антракта начинается новое действие.Главные роли исполняют Порошенко и Коломойский.В массовке-батальоны вооруженных людей с обеих сторон.В большом интервью собственному телеканалу «1+1» Коломойский неожиданно призвал киевский режим признать факт существования ЛНР и ДНР и начать с властями этих республик прямые переговоры, что Порошенко упорно отказывается делать. Олигарх, годом ранее бывший самым активным сторонником силового подавления Донбасса, сегодня призвал киевские власти искать с Донецком и Луганском разумный компромисс.

Agabazar // 2593.85.4631
2015.03.23 23:45
Agabazar
Ну, çапаççĕ те халлапа!

Макар ачи, вырăс чĕлхи хыçне пытанни те çăлаймасть сире. Бред!

Ан пăрăнăр темăран! Халлĕхе култарса вĕлерекен сăмахсем çеç калатăр!

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj