Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3519719 Пурĕ пăхнă

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1306.1.6971
2015.04.03 11:16
Agabazar
Хăйĕн мăнукĕсене "кузькина мать" кăтартасшăн пулнă пек пулса тухать....
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.03 11:19
Ӑҫта пирӗн хастар журналист Акташ?Ӑҫта пирӗн Акасапар?Пире, ухмахсене ӑнлантарма пултараҫҫӗ и Йеменпа Украинри йӗркесӗрлӗхсем хушшинчи уйрӑмлӑхсене?Ӑҫта Йеменри бомбешкӑсене сивлени,сӗмсӗр террористсене питлени?
Agabazar // 1306.1.6971
2015.04.03 11:27
Agabazar
Йемен пирки çыриччен малтан çав патшалăха карттă çинче шыраса тупас пулать. Унтан — ятарла тема уçмалла...
Ют Ҫын // 2565.91.4787
2015.04.03 15:45
Манӑн Agabazar-сан умӗнче ҫавӑн пек ыйту лартас килет.Вырӑс тенӗ сӑмаха кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре чиксе хума юрать иха? Куккурус выраканни вырӑс мар,хахул пулнӑ.Кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре "Чӑваш" сӑмаха рифмӑ вырӑнне чиксе хума пуҫласан мӗнле юрлӑпӑр. Ҫав хӑйсене Сувар текеннисем ахальтен мар чӑваш сӑмахран ютшӑнасшӑн пулмарӗҫ пулӗ?
Псаки // 2565.91.4787
2015.04.03 15:58
Г.Никитина ҫырнипе-10.Ан хурла.Йеменре нумай-и,сахал-и-25 млн ҫын пурӑнать.Ку сирӗн Украинран пӗр10 млн.ҫеҫ чухӑнрах.P.S.Сана, столица Йемена,считается одним из старейших городов в мире.Сана стала главным исламским центром страны в7-м веке,в городе находится 103 мечети,14 хаммамов(традиционные бани)и более 6000 домов,датируемых до 11-го века.В связи со всем этим старая часть города Саны внесена в список объектов всемирного наследия ЮНЕСКО в 1986 году.Шутларах калаҫма ыйтас килет.
Agabazar // 9163.4.2819
2015.04.03 16:45
Agabazar
Ют Ҫын // 2565.91.4787 2015-04-03 15:45: <<Манӑн Agabazar-сан умӗнче ҫавӑн пек ыйту лартас килет.Вырӑс тенӗ сӑмаха кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре чиксе хума юрать иха?>>

Çав тери лайăх ăнлантăмăр:

"Третья заповедь: Не поминай имени Господа Бога твоего всуе" http://lib.eparhia-saratov.ru/books ... lay/decalogue/4.html
Agabazar // 9163.4.2819
2015.04.03 16:50
Agabazar
Ĕнтĕ халĕ вырăсăн куккурус вырма та юрамасть-шим ĕнтĕ? Н.Х. юлташ "хоххол" мар, вырăс пулнă. Халь ĕнтĕ ку тĕлĕшпе те "идеологи" тума пуçларăмăр-и?

"В коллекции донецкого краеведческого музея хранится уникальный документ — анкета участника окружной сталинской конференции Н. С. Хрущева, где черным по белому молодой слесарь обозначил свою национальность — великоросс." http://otvet.mail.ru/question/49614040
Ют Ҫын // 2565.91.4787
2015.04.03 17:54
Agabazar-сан текенӗн ансат теорипе Ленин-вырӑс,Сталин-чӑн-чӑн вырӑс,Маленков,Троцкий,Берия пирки каламасан та юрать.Вӑт-вӑт,ку Agabazar-сан хӑйне мӗнле меллӗ, ҫавӑн пек ҫавӑрттарать.
Agabazar // 2800.79.6496
2015.04.03 23:02
Agabazar
Мда.... Анранăçем анрасах пыратпăр иккен! Ăçта унта хуçаланасси-хуçаланмассисем пирки калаçма! Мĕн теорийĕсемпе ăс-тăнне пăтратать-ши ку? Аслă Турă, пире паян пурăнмаллăх çăкăр пар... — акă вăл пĕтĕм "теори"! Унсăр пуçне тата мĕнле "теори" кирлĕ-ши çынсене?
Ют Ҫын // 2365.71.5408
2015.04.04 18:57
Agabazar // 2800.79.6496-Аслă Турă, пире паян пурăнмаллăх çăкăр пар.Пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫине кӑна куҫса ӳкрӗмӗр пулсан пӗтрӗмӗр вара,леш ҫӑтмаха анса каймалли ҫеҫ юлать.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj