Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3519726 Пурĕ пăхнă

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 2945.91.5289
2015.03.29 09:15
Agabazar//2628.52.2553:Немццоф 15 талăк тĕрмере ларса тухнă теççĕ.Паллӑ лармалла, ытларах та лармалла "по понятиям". Унсӑрӑн кам укҫа парать.Ак кунта ҫырса ларан,кам сана кунта ҫырнипех укҫа парать?
Agabazar // 2454.94.6601
2015.03.29 09:58
Agabazar
Пыккăф сирĕнпе те, пирĕнпе те хуçаланма нихăш енчен те пултараймасть.

Мĕн пур ун? Полицисем, спецслужбăсем, судсем пур-и пирĕнпе хуçаланма? Кĕсъере прокурорсемпе следовательсем лараççĕ-и? Е выранти пуçлăхсем Пыккăф приказĕсене пурнăçа кĕртеççĕ-и? Тĕрлĕрен Роснадзорсем ун аллинче-и?

Шет Игнатьев Эльтепер те çав Пыккăфăн çумçаккийĕ?

Тата мĕнле тĕлĕнтермĕшсем илтĕпĕр-ши кунта?
Agabazar // 2454.94.6601
2015.03.29 09:58
Agabazar
Ют Ҫын // 2945.91.5289 2015-03-29 09:15: <<Agabazar//2628.52.2553:Немццоф 15 талăк тĕрмере ларса тухнă теççĕ.Паллӑ лармалла, ытларах та лармалла "по понятиям". Унсӑрӑн кам укҫа парать.>>

Аха! Немцова тытса кайнă милиццисем хайхи уншăн пиар пекки тăвассишĕн ĕçленĕ иккен! Ахăртнех каллех мĕриккансем илĕртнипе! Эппин вĕсем те, ку милиццисем, Америка йыттисем темелле-ши?

Мĕне кирлĕ пире унашкал сутăнчăк милицисем, Америк хушнипе ĕçлекенсем? Немццофсене пиар туса паракан милиццисем мĕне кирлĕ?
Псаки // 2945.91.5289
2015.03.29 12:47
Пыкӑф псевдоним пулас у.Тӗплӗнрех ячӗ-шывӗ ҫапла,Ют ҫын-"Родился в семье Льва Моисеевича Зильбельтруда".Сирӗнпе вӑл хуҫаланнӑ,хуҫаланать те.Сенкер экран ҫинчен,Эхо Москвы радиоран,собеседник хаҫатран ытти журналсенчен тухма пӗлмеҫ вӗт.
Agabazar // 2730.58.7031
2015.03.29 16:00
Agabazar
Пыккăх еплерех хуçаланни çинчен каласа парам-ха.
Вăт пирĕн пурнăçра пур пропагандистсем. Путина каçса кайса мухтаççĕ, Пĕрлĕхле Раççее, Партипе Правительство политикине, тата ытти çавнашкал япаласене. Анчах та халăх ухмах мар. Вăл яланах влаç пирки юратмасăр калаçма хăнăхнă. Унашкал çынсене тÿрĕ пропаганда витереймест.
Витерме пултараççĕ Пыккăх пеккисем çеç. Влаç пирки тÿррĕн мар, хăяккăн, чеен, шахвăртуллăн мухтакансем. Пыккăхсем те тĕрĕссипе çав мухтав юрринех юрлаççĕ.

Вăт эсир хăвăра "шитсене", "эмерĕксене" юратман çын пек кăтартма хĕрĕнетĕр. Çав вăхăтрах... шахвăртуллă ник Псаки. Кам арманне авăртатăр?
Ют Ҫын // 2984.37.3441
2015.03.29 17:33
Мӗн ҫинчен ҫырать ку Agabazar.Вӑл Быков камне халӑха ӑнлантарасшӑн-и? Быковсем пирки чӑвашсем те,вырӑссем те ҫапла каланӑ:--вӗсем "пӗр чустаран" е "из одного теста".
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.29 22:29
Agabazar, сэр и вӑл,пан-и,пӗлмес?Куй железо,пока Обама. Майул Вом, амерӗкӑн Мускаври журналисчӗ ҫырать:"Обама не очень активный во внешней политике,он не болеет за то,чтобы США приносили добро,демократию по всему миру.Его приоритет–сами США,и медицинское страхование,и социальное положение США.У него нет миссионерства,чтобы спасти мир, как другие республиканцы,как у Буша было.Но следующий президент может болеть за это,и мало не покажется".Ав мӗнле иккен, леш Бушпа Клинтӑн тӗнчере вӑрҫӑ пуҫлаканнисем миссионерсем, тӗнчене "добро" парнелекеннисем иккен.
Agabazar // 3849.36.6173
2015.03.29 22:41
Agabazar
Псаки // 2945.91.5289 2015-03-29 12:47: <<Пыкӑф псевдоним пулас у.Тӗплӗнрех ячӗ-шывӗ ҫапла,Ют ҫын-"Родился в семье Льва Моисеевича Зильбельтруда">>

Псаки юлташ,

Иосиф Давидович Кобзон текенскĕрĕн чăн ятне-шывне тупса парăр-ха пире. Шет Иван Иванович Иванов?


Çитет пуль кунта Эмерĕк майлă çаптарса!
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.29 23:27
Иосиф Давидович Кобзон по праву занимает особое место в российском эстрадном искусстве. Певец, бизнесмен, политический деятель, обладающий талантом, мастерством, и огромным трудолюбием, родился 11 сентября 1937 года в городе Часов Яр Донецкой области Украинской ССР.
Agabazar // 1152.51.6853
2015.03.30 12:04
Agabazar
Тĕрлĕ сайтсенчен ăпăр-тапăрсем сĕтĕрсе килесси тĕлĕшпе ăмăрту пуçарнă пулмалла. Çавă пулать-и хайхи 12 пункта пурнăçа кĕртни? Çиччас Псаки персе çитет.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj