Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Вӑхӑт чарӑннӑ 9 утрав

Аçтахар Плотников16.02.2015 12:403830 Пурĕ пăхнă

«Тӗнчере тӗлрӗрен кӗнчеле» — тенӗ чӑваш. Чӑн та, тӗлӗнмелли япаласем Ҫӗр чӑмӑрӗнче сахал мар. Ҫав шутра илемлисем те пайтах. Паян вара сире ҫынсем пӑрахса кайнӑ 9 утравпа паллаштарасшӑн — халӑх пурӑнма пӑрахнӑ хыҫҫӑн вӗсенче вӑхӑт чарӑннӑн туйӑнать.

Сӑлтавӗсем тӗрлӗрен пулнӑ теҫҫӗ — пӗр утравпа малтан ҫар валли усӑ курнӑ, теприсене ҫутҫанталӑк вӑйӗсем пӑрахса кайма хистенӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем вара хӑтлӑрах пурнӑҫ шыраса утрава тӑлӑхлантарса хӑварнӑ.

1. Хиртта (Шотланди)

Хиртта — Шотландин тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Сент-Килте архипелагри чи пысӑк утрав шутланать. Халӑх кунта мӗн сӗм авалтанпах пурӑннӑ. Историксен шучӗпе утрав ҫине ҫынсем 2 пин ҫул каяллах килнӗ. Ҫавах та йышлах пулман вӗсем, пӗр 180 яхӑн пурӑннӑ. 1851 ҫулта миҫен пурӑнни паллӑ — 100 ҫын патнелле.

1930 ҫулта вара халӑхӑн утрава пӑрахса кайма тивнӗ — кунта чир-чӗр эпидемийӗ пуҫланнӑ мӗн. Унтанпа кунта никам та пурӑнмасть, пӗр пулӑшуҫӑсемпе (волонтер) ӑсчахсем кӑна ҫуллахи вӑхӑтра вӑхӑтлӑха килсе каяҫҫӗ.

2. Холланди утравӗ, Мэриланд (АПШ)

Ку пысӑках мар шурлӑ утрав Мэриландри Чесапик тинӗс кукринче (бухтӑра) вырнаҫнӑ. Ӗлӗк унта фермерсемпе кимӗҫӗсем пурӑннӑ, анчах хальхи вӑхӑтра утрав пуш-пушӑ. 1910-мӗш ҫунсенчех кунта 360 ҫынна яхӑн ҫын пурӑннӑ пулать, анчах та ҫилсемпе шыв юххисем утравӑн анӑс пайне тинӗҫелле юхтарса кайма пуҫланӑ. Ҫуртсенчен ытларах пайӗ унтарах вырнаҫнӑран ҫынсен утрава пӑрахса материкалла куҫма тивнӗ.

3. Нью-Йоркри Норс-Бразер утрав (АПШ)

Ку утрав Ист юханшывӗнче Бронкспа Рикер утравӗсем хушшинче вырнаҫнӑ. 1885 ҫулччен, утрав ҫине Риверсайд хостипале куҫариччен, кунта никам та пурӑнман. Сиплев ҫуртӗнче чечче тата ытти чир-чӗртен сыватнӑ — чирлекен ҫын ыттисене ан ерттӗр тесе вӗсене ҫак уйрӑм утравра сипленӗ. 1940 ҫулта хоспитале хупнӑ. Унтанпа утравра никам та пурӑнмасть. Ҫуртсем вара юлнӑ. Анчах та никам та пӑхса тӑманран вӗсем майӗпен ишӗлеҫҫӗ.

4. Бикини атоллӗ (Маршал утравӗсем)

Бикини атоллӗ Лӑпкӑ океанри Маршал утравӗсен йышне кӗрет. Халӑх кунта икӗ пин ҫул ытла пурӑннӑ. 1946–58 ҫулсенче вара кунта АПШ ҫарӗ вуншар ядер бомби сирпӗтнӗ. Унта пурӑннӑ халӑха Кили утравне куҫарнӑ. Малтанлӑха ку вӑхӑтлӑх тенӗ, анчах та радиаци халь ту пуррине пула халӑха унта каялла куҫарман. Утрава ЮНЕСКО упракан йыша кӗртнӗ.

5. Хасима утравӗ (Япуни)

Хасима утравӗ (тепӗр ячӗ — Гункадзима — «Ҫар карапӗсен утравӗ») Накасакирен 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. 1887–1974 ҫулсенче кунта кӑмрӑк шахтисенче ӗҫлекенсем пурӑннӑ. Чылай вӑхӑт хушши вӑл чи йышлӑ пурӑнакан утрав шутне кӗнӗ, анчах та кӑмрӑк пӗтме пуҫласан ҫынсем унтан пӑрахса кайма тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра утраври бетонран тунӑ ҫыртсем туристсене кӑна илӗртеҫҫӗ.

6. Грейт Бласкет утравӗ (Ирланти)

Ӗлӗк-авал кунта Ирлантин чи ҫурҫӗрти ялӗ пулнӑ. Пулӑҫсем пурӑннӑ, вӗсен йышӗ нихҫӑн та 150 ҫынран иртмен теҫҫӗ. Халӑх ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пурӑннӑ. 1953 ҫулта вара вӗсем хӑйсен килӗсене пӑрахса кайнӑ.

7. Струм утравӗ (Шотланти)

Ӗлӗкрех кунти халӑх йышӗ 550 ҫынна ҫитнӗ. 1901 ҫул тӗлне 375 ҫын таран чакнӑ. XX ӗмӗр хушшинче халӑх майӗпен утрава пӑрахса кайса пынӑ, юлашкисем 1960-мӗш ҫулсенче электростанци тӑвакан ҫӗре тухса кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра утрав пӗр фермерӑн шутланать, вӑл унта сурӑхсем ерчетет.

8. Грейт Айсек Кей (Пакас)

Грейт Айсек Кей пӗчӗкҫӗ кӑна утрав, Бимини утравӗсенче 32 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чи паллӑ ҫурт — 1859 ҫулта туса лартнӑ 46 метр ҫӳллӗш маяк. 1969 ҫулта маяк ҫинче ӗҫлекен икӗ ҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ, ун хыҫҫӑн кунта никам та пурӑнман. Утрав ҫине ҫулҫӳревҫӗсем тӑтӑш килсе каяҫҫӗ — вӗсемшӗн маяк тата ун тавра вырнаҫнӑ ишӗлекен ҫуртсем кӑсӑклӑ-мӗн.

9. Пӗлепел утравӗ (АПШ)

Ку пӗчӗк утрав Гутсон юханшывӗнче Нью-Йоркран 80 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле ларать. Чи паллӑ вырӑнӗ — малтан ҫак склачӗ евӗр усӑ курнӑ Баннерман керменӗ. Хальхи вӑхӑтра кермен ҫурма ишӗлнӗ — унӑн тулаш стенисем кӑна сыхланса юлнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Галина // 3495.44.9137
2015.02.22 08:28
Чӑннипех те кӑсӑклӑ!
Agabazar // 4059.44.3508
2015.02.22 16:43
Agabazar
Чăннипех! :-)

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj