Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1343174 Пурĕ пăхнă

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4160.61.3368
2015.01.21 13:23
Agabazar
Николай Карачарсков ăсталанă Никольский портретне те кăларса пенĕ-шим вара?
Ача // 4117.51.7078
2015.01.21 15:42
Унран тем те кӗтсе илӗпӗр-ха ак. Хыпарта Чӑваш пичечӗ умӗн мӗнлешшӗ кӗрлерӗмӗр тата. Укҫа сахал тӳлет, 6 ҫум (каҫартӑрах Туркай, халь Хыпарпа ун хаҫачӗсенче заместитель тесе ҫыртараҫҫӗ), тӗпбухпа пӗрле. Гонорар тӳлемест, преми памасть. Критиклеме юрамасть.
Карачарсков прортречӗ хальлӗхе пур. Кам пӗлет...

Paĝoj: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj