Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Тӗнчери чи ҫинҫе ҫынсем

Софья Савнеш28.12.2014 21:375675 Пурĕ пăхнă

Пукане евӗр Лючия

Гиннесс рекорчӗсен кӗнекипе килӗшӳллӗн тӗнчери чи ҫинҫе ҫын Лючия Сарате шутланать. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте Мексикӑра пурӑннӑ. Лючия 1863 ҫулта ҫуралнӑ, лилипути чирӗпе чирленӗ. 17 ҫулта вӑл 43 сантиметр ҫеҫ пулнӑ, йывӑрӑшӗ – 2,3 килограмм. Хӑшӗ-пӗри ӑна пукане вырӑнне йышӑннӑ. 12-ри ачана АПШри курава илсе килнӗ. Ҫапла вӑл палӑрнӑ, каярахпа ӑна цирка та чӗннӗ.

Лючия акробатика номерӗсене хатӗрленӗ. Вӑл сехетре 20 доллар ӗҫлесе илнӗ. Ку пысӑк укҫа пулнӑ. Каярахпа хӗр 5,9 килограмм тайнӑ. Анчах Лючийӑн пурнӑҫӗ тӑрук татӑлнӑ. Пуйӑс тусем хушшине кӗрсе ларнӑ. Чылайашӗ унта шӑнса вилнӗ. Ҫав шутра – Лючия та.

Изабель Каро – тӗнчери чи ҫинҫе хӗрарӑм

Чи ҫинҫе ҫынна Изабель Карона йышӑннӑ. Вӑл 1982 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗр 13 ҫултанпа анорекси чирӗпе аптӑранӑ. Амӑшне пула. Унӑн упӑшки килте тӑтӑш пулман, командировкӑсене ҫӳренӗ. Вӑл пӗчченлӗхрен хӑранӑ. Хӗрӗ ӑна пӑрахасран шикленнӗ те ӑна урама тухма чарнӑ. Ача амӑшне юратнӑ, урама тухман, сахал ҫиме пуҫланӑ. Каярахпа Каро «Мӑнтӑрланма хӑранӑ пӗчӗк хӗр» кӗнеке ҫырнӑ. Вӑл хӑйӗн йӑнӑшӗсене ӑнланнӑ, ҫынсене кун пирки асӑрхаттарнӑ. Тӗслӗх вырӑнне хӑйӗн кӗлеткине рекламӑланӑ.

Ҫинҫе кӗлеткеллӗ Лиззи Веласкес

Вӑл Техасра пурӑнать. Лиззи 157 сантиметр ҫӳллӗш. Анчах 28 килограмм ҫеҫ таять. Вӑл, тӗлӗнмелле те, анорексийӑпа аптӑрамасть. Чире палӑртайман. Вӑл хӑйне аванах туять. Лиззи кашни 15 минутра ҫиет. Ҫитменнине, пысӑк калориллӗ ҫимӗҫпе апатланать.

 

Чи ҫӳхе арҫын

Вӑл Хопкин Хопкинс. Вӑл 18-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Хопкин хандродистрофийӑпа аптӑранӑ. 7 ҫулта вӑл 8,6 килограмм тайнӑ. 17 ҫулта, вилес умӗн, 6 килограмм пулнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj