Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Тӗнчери чи ҫӳллӗ ҫын

Софья Савнеш21.12.2014 19:424001 Пурĕ пăхнă

Гиннесс рекорчӗсен кӗнеки чи ҫӳллӗ ҫын йышне Султан Кесена кӗртнӗ. Вӑл 1982 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн алли те, ури те чи пысӑкки. Султан Турцире пурӑнать.

Султан валли саккаспа чи пысӑк пушмак ҫӗлеттернӗ. Ҫавӑн пекех перчетке, шӑлавар, футболка та саккаспа хатӗрленӗ. Чылайӑшӗ тума универмаргра суйлать, анчах Султанӑн унта кайни усси ҫук. Тӗлӗнмелле те, Султан темиҫе ҫул каялла та ӳснӗ. 2011 ҫулта вӑл 8 фут та 2 дюйм ӳснӗ.

Султан 246,5 сантиметр ҫӳллӗш. Унӑн ҫӳллӗшне Анкарара пӗрремӗш хут виҫнӗ. Кесен 2012 ҫулта Вирджини университетне пырса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Усал шыҫҫа пула унӑн соматотрин тата гигантизм ытлашши пулнӑ. Тухтӑр ӑна сипленме вырттарнӑ. Джейсон Шиан гамма ҫӗҫӗпе усал шыҫҫа касса кӑларнӑ. Ҫӳллӗ ҫын валли ятарлӑ хатӗре Швецирен илсе килнӗ. 2012 ҫулта тухтӑрсем Султан ӳсме пӑрахнине ҫирӗплетнӗ.

Чи ҫӳллӗ ҫын вӗренсе пӗтереймен, анчах вӑл фермерта ӗҫленӗ, ҫӗмйине пулӑшнӑ. Унӑн виҫӗ пиччӗшӗ тата йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӗсем ҫӳллӗшӗпе йӗркеллех пулнӑ. Султан вара 10 ҫулта, усал шыҫҫа пула, ӳсме тытӑннӑ. 2008 ҫулта ӑна касса кӑларнӑ-ха, анчах вӑл малалла ӳснӗ. Ҫапла тепӗр операци тунӑ. Султан ура ҫинче нумай тӑраймасть – ывӑнать.

Султан тӗнчипе палӑрсан Аслӑ Британире, Германире, Австрире, АПШра, Исландире, Испанире Нидерландра, Бельгире, Румынире, Кубӑра, Гонконгра, Таиландра, Бразилире ҫулҫӳревре пулнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj