Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Сывлӑхшӑн усӑллӑ хӑлха ҫакки

Таисия Ташней22.11.2014 18:462178 Пурĕ пăхнă

Ювелир капӑрлӑхӗ илемлисӗр пуҫне сывлӑхшӑн та усӑллӑ пулать иккен.

Ӑсчахсем ятарлӑ датчиклӑ ылтӑн хӑлха ҫакки шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав япала хуҫин сывлӑхне сӑнаса тӑрать. Хатӗре смартфонпа ҫыхӑнтармалла, вӑл кирек епле хӑлха ҫакки валли те юрӑхлӑ.

Датчиксем хӑлха ҫаккин хуҫин хастарлӑхӗн шайне виҫеҫҫӗ, вӑл мӗн чухлӗ калори пӗтернине, чӗре епле ӗҫленине.

«Ӑслӑ» хӑлха ҫакки iOS тата Android никӗсӗллӗ сматрфонсемпе ӗҫлет. Вӗсемпе Bluetooth 4.0 урлӑ пӑралуксӑр меслетпе ҫыхӑнать.

Капӑрлӑха шухӑшласа кӑларнӑ Канадӑри BioSensive Technologies компани ҫав хатӗр пирки тӗнчери пӗрремӗш «ӑслӑ» хӑлха ҫакки тесе пӗлтерет. Унтан та ытларах: компани хӑйӗн хӑлха ҫаккийӗпе ҫумра ҫӳрекен ытти хатӗрпе – фитнес-трекерсемпе тата смарт-сехетсемпе – рынокра пӗр тан вырӑн йышӑнма ӗмӗтленет.

Хӑлха ҫакки ячӗ – Ear-o-Smart. Ӑна шухӑшласа кӑларакансем «ӑслӑ» капӑрлӑхпа усӑ курма меллӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫитменнине хӑлхан аялти вӗҫӗ чӗре ритмне виҫме питӗ лайӑх-мӗн.

Гаджет 110 доллар тӑрӗ. «Ӑслӑ» хӑлха ҫаккине шухӑшласа кӑларакансем «ӑслӑ» ытти ювелир капӑрлӑхне хӑй тӗллӗн палӑртмалли ятарлӑ пухӑ та сӗнеҫҫӗ иккен.

Kickstarter сайтра ҫӗнӗ проект производство валли кирлӗ укҫана пухайсан «ӑслӑ» хӑлха ҫаккине килес ҫулхи нарӑсра сутлӑха кӑларӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru