Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аксар Чунтупай: "Хыпар": Тӑван чӗлхе кирлӗлӗхӗ нульпе танлашмӗ-и?

Аксар Чунтупай23.10.2014 20:308470 Пурĕ пăхнă

Шкулӑн паянхи программинче наци компоненчӗ валли вырӑн хӗсӗнсех пырать.

Раҫҫейри вӗренӳ тытӑмӗ тӗрлӗ саманара темӗнле реформӑна та тӳснӗ. Улшӑнусен усӑлӑхӗ яланах пулнӑ-и - татса калама йывӑр. Паян мӗн пулса иртни вара - куҫ умӗнче. Пахалӑхлӑ вӗренӳ патне ӑнтӑла-ӑнтӑла «модернизаци» сӑмах асӑннӑ тытӑмӑн ведомство пуҫлӑхӗсен анчах мар, ахаль вӗрентекенӗн чӗлхи ҫинчен те кайми пулчӗ. Ҫӗр-шывӑмӑрта та, республикӑра та пӗлтӗр «Вӗренӳ ҫинчен» саккун ҫӗнелчӗ. Пӗлӳ паракан учрежденисем федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗсене пӑхӑнса хӑйсен ӗҫне йӗркелесе пыраҫҫӗ...

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме патшалӑх ҫирӗп никӗс хывать тӗк ытти - профессионалӑн ӗҫӗ. Анчах никӗс витӗмӗ кутӑнла килсе тухсан?..

Вулаканӑн пуҫне минретсех ятӑм пулас. Калас сӑмахӑм - шкулӑн паянхи программинче наци компоненчӗ валли вырӑн хӗсӗнсех пыни, ҫакнашкал лару-тӑрура тӑван чӗлхе, литература пӗлӗвне ӳстерме майсем мӗнле тупмалли ҫинчен.

Республикӑри темиҫе районта /Элӗк, Тӑвай, Ҫӗрпӳ/ хӑш-пӗр шкул сӑнав шайӗнче 5 кунлӑх вӗренӳ эрни ҫине куҫнӑ. Ҫавна май уроксен шутне чакарас ыйту сиксе тухнӑ. Хӑш предмета катертмелле? Элӗксем кӑткӑс лару-тӑруран тухма ҫапла май тупнӑ: ытлашши 3 сехете чӑваш чӗлхипе литератури шучӗпе кӗскетнӗ. Ҫапла хальхи вӑхӑтра Элӗкри тата асӑннӑ район территорийӗнчи виҫӗ шкулта /5 кунлӑх эрнене куҫнисенче/ вӗренекенсем чӑваш чӗлхипе литературине эрнере пӗр е икӗ сехет кӑна «шӗкӗлчеҫҫӗ». Лару-тӑру ҫакнашкал ҫаврӑнса пырас тӑк малашне наци чӗлхине мӗнлерех шӑпа кӗтет? Нумаях пулмасть ЮНЕСКО пирӗн чӗлхене пӗтсе пыраканнисен йышне кӗртрӗ те - унӑн «тӗпчев» кӑтартӑвне пурнӑҫлантарма хамӑр ирӗкпе хамӑрах васкатпӑр-и?

Шкул ертӳлӗхӗн ҫакнашкал йышӑнӑвӗ /хальхи вӑхӑтра вӗренӳ программине пӗлӳ учрежденийӗ хӑй тӗллӗн ҫирӗплетет/ йӗркеллӗ-и, саккунпа килӗшсе тӑрать-и? Ҫакна уҫӑмлатма Элӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем ыйтнипе вырӑна ҫитсе килтӗмӗр. Чӑн та, кӑмӑллах мар ыйтупа ҫула тухнӑскерсен /пирӗн ушкӑнра Республика вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Анна Егоровӑпа Ирина Софронова, республикӑри вӗренекенсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литература секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров та пулчӗҫ/ Элӗк вӑтам шкулӗн алӑк урати урлӑ каҫсанах кӑмӑл тата хуҫӑлчӗ: пӗлӳ ҫурчӗн ертӳлӗхӗ эпир килсе ҫитесси ҫинчен пӗлмен те иккен. «Что за делегация? С какими идеями?» - хӗрсех темӗн сӳтсе явакансене асӑрхасан пырса интересленчӗ администраци членӗсенчен пӗри, каярах пире чӑваш чӗлхине шкулта еплерех ҫул панине хӗремесленсех ӑнлантарнӑскер. Те витӗмлӗрех пуласса шанчӗ - ҫакӑн ҫинчен вырӑслах тӑрӑшса тӑнккарӗ. Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ предметсем майӗпен шкул программинчен хӗсӗнсе айккинелле тухнипе танлаштарсан темех те мар-и ҫакӑ...

Районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем ҫак кун асӑннӑ шкулта методпӗрлешӗвӗн семинарне пухӑннӑччӗ. Чӑн та, Элӗксене республикӑра иртекен тӗрлӗ мероприятире, ӑмӑртура /нацилӗхпе ҫыхӑннисем ҫинчен пырать сӑмахӑм/ хастар пулнӑшӑн мухтас килет. Наци туйӑмне вӗренекенсенче чӗртме пултаракан педагог нумай вӗсен йышӗнче. Ахальтен мар шкул сакки хыҫҫӑн чӑваш филологине, культурологине, журналистикӑна малашлӑх ҫулӗ пек суйлакан яшпа хӗр ҫуллен чылай.

Анчах малашне еплерех пулӗ? Паллах, 6 кунлӑх вӗренӳ эрнипех юлнӑ пулсан пурте хӑйӗн еккипе пыратчӗ. Эппин, кирлех-и паянхи шкула эрнен кӗскетнӗ форми? Ҫакӑн ҫинчен Элӗк шкулӗн директорӗ Владислав Волков /эпир ҫула тухнӑ кун вӑл вырӑнта пулмарӗ, каярах калаҫрӑмӑр/ акӑ мӗн каларӗ:

- Эпир кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул пилӗк кун тытӑмӗпе ӗҫлетпӗр. Ҫӗнӗлӗхе йышӑниччен ашшӗ-амӑшӗпе ыйтӑм ирттертӗмӗр. Вӗсен 74 проценчӗ ҫак йӗркене ырларӗ. Анчах 5 кунлӑх эрне тени эпир шӑмат кун вӗренӳрен ирӗклӗ пулнине пӗлтермест. Ун чухне - харпӑр хӑйӗнпе ирттермелли занятисем. Урок тулашӗнчи мероприятисем те ҫак кун ытларах йӗркелетпӗр. Ҫав шутра - уйрӑм предмета халалланисене те.

Пирӗн тӗп ыйтӑва та - уроксене мӗншӗн шӑпах чӑваш чӗлхипе литератури предмечӗн сехечӗсен шучӗпе чакарни ҫинчен - хуравларӗ ертӳҫӗ. Федерацин вӗренӳ планне пӑхӑнсан никӗс /базовый/ пая ниепле те чакараймастӑн-мӗн. СанПин йӗрки вара ҫирӗп: 5-мӗшсен пилӗк кунлӑх эрнере - 29 сехетрен, 11-мӗшсен 34 сехетрен ытлашши вӗренмелле мар. Уроксене сахаллатас тесен никӗс планра сӗнӳ пур: регион компоненчӗн шучӗпе кӑна катертме юрать.

Влаҫри ҫынсем ҫакнашкал лару-тӑрӑва мӗнлерех хаклаҫҫӗ-ши? Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Наталья Николаева хальхи вӑхӑтра пӗлӳ паракан организацисем вӗренӳ программисене ФГОСпа килӗшӳллӗ хӑйсем хатӗрленине, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн вӗренӳ графикӗпе планне улӑштарма ирӗк ҫуккине палӑртрӗ. Саккунран пӑрӑнса мӗнле-тӗр утӑм тусан Обрнадзор умӗнче явап тытмаллине аса илтерчӗ. «Наци компонентне хӗстересрен федераци шайӗнче ҫӗнӗлӗх кӗртсен тин хӑтӑлма пулать», - пӗтӗмлетрӗ вӑл сӑмахне.

Ҫапах та Раҫҫей вӗренӳ ведомствинех чӑрмантариччен республикӑн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине асӑннӑ лару-тӑру пирки комментари пама ыйтрӑмӑр. Чӑн та, хурав илтиччен самай вӑхӑт иртсе кайрӗ. Ҫапах та паллашар-ха унпа:

«РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин 2004 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӑларнӑ хушӑвӗнче пӗлӗве вырӑсла /тӑван мар чӗлхепе/ паракан вӗренӳ учрежденийӗнче эрнери 6-мӗш вӗренӳ кунне тата вӗренӳ ҫулӗн тӑсӑмӗн резервне «Тӑван чӗлхе тата литература» предметпа пӗлӳ памашкӑн усӑ курма сӗннӗ. Пилӗк кунлӑх эрнене куҫнӑ май вӗренӳ организацийӗн ҫапла «Тӑван /вырӑс мар/ чӗлхепе литература» предмета валли уйӑрнӑ сехетсене кӗскетме тивет. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗлӗве вырӑс /тӑван мар/ чӗлхипе паракан пӗтӗмӗшле вӗренӳ организацийӗсенче «Чӑваш чӗлхипе литератури» предмета дистанци йӗркипе те вӗрентессине йӗркелеме меслет сӗнӗвӗсем хатӗрлетпӗр».

Йӑлана кӗнӗ вӗренӳ формисенчен майӗпен хӑпса урӑх картлашка ҫине куҫнӑ май тӑван чӗлхе предмечӗн кирлӗлӗхне «нуль» шайне антарса лартмӑпӑр-и? Ыйту хальлӗхе уҫӑ юлать.

 

("Хыпар", 23.10.2014)

 

Анна КУПРИЯНОВА

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.10.23 20:36
Аксар Чунтупай
Апла пулсан Пире Чăваш правительствинче Вĕрентÿ министерстви мĕн тума кирлĕ? Енчен те Мускаври министерство Вĕрентÿ ĕçне йĕркелесе пырать пулсан...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.26 18:39
Аксар хăта, Акасапар хăта пулăшсан тата Валери Туркай тăрăшсан Хыпар тепĕр шая хăпарма пултарĕ, чăвашлăха хĕмлентерме тăрăшĕ. Шанчăк çуралать.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.26 18:52
Вара Леонтьевсем чăваш чĕлхине Чаваш республикинче пĕтермерĕç мар-и?
Agabazar // 2532.46.9960
2014.10.26 20:38
Agabazar
Ĕнтĕ Леонтьев кайнă хыççăн чăваш чĕлхи акăш-макăш хăватлăн аталанма пуçлать пуль ĕнтĕ...

Эй, мăнтарăн чăваш, ытла та çăмăл-çке сана шăхăртса хăварма! :-(
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.26 21:46
Акапасар мана каллех тытрĕ. Вăл коммунист пулĕ.
Agabazar // 4270.16.6252
2014.10.27 06:58
Agabazar
Ку Леонтьев иккен-ха чăваш чĕлхин тăшманĕ... Эй-яй-яй!

Унччен ав хăшĕсем Арххиппăфпа тинкене илетчĕç.

Эй, мăнтарăн чăваш!

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj