Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аксар Чунтупай: Каллех чӑваш чӗлхине тапӑнаҫҫӗ

Аксар Чунтупай25.09.2014 17:3317719 Пурĕ пăхнă

Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗрентӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Ку ҫеҫ те мар: 5-9 классенчи тӑван ен культурин урокӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр "ӑсран тайӑлатпӑр"? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...

 

Постскриптум: Чӑваш чӗлхин урокӗсене ырӑ ҫынсем тӑрӑшнипе каялла тавӑрнӑ, анчах тӑван ен культури урокӗсем ҫав шайрах (пӗр сехет те ҫук) юлнӑ теҫҫӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Неважно // 2056.75.1731
2014.10.20 05:12
санăн, сирĕн - лашуна
те админесем (Agabazarах) тӳрлетсе хураççĕ)
Неважно // 2056.75.1731
2014.10.20 05:18
Икĕ раз регистрироваться турăм, кĕме тытăнсан сайт çинче кун пекки çук тесе кăтартать)
Неважно // 6029.5.3863
2014.10.21 07:24
Неважно
Регистрироваться тăвăнтăм та (регистрацилентĕм те), кăтартать:
1: Ку ятпа эсир çырма пултараймасăр. Вăл ята сирĕнччен йышăннă ĕнтĕ.

пултараймастăр
Agabazar // 9267-0976
2014.10.21 16:16
Agabazar
Аксар Чунтупай // 3341.40.4481 2014-09-29 20:35: <<Ман пĕлĕшсем, чăвашсем, Крымра пурăнаççĕ. Вĕсен савăнăçĕ - манăн савăнăç!>>

Çапла каланăшăн Сире никам та "канихвет" парас çук. Сăпаççипă калас текен те тупăнмĕ, иçмасса!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.21 19:02
Украинăра пурăнакансем шар курнишĕн куляннишĕн те никам та ни канихвет, ни "çулăмлă шĕвек" ярса парас çук. Шар кураççĕ майданла шутланисем.Ман шутпа Крымра пурнаканнисем савăнаççĕ пулсан-вĕсемшĕн савăнма юрать. Ман ĕçчешсем Симферополе ĕçлеме кайрĕç,Çавсем ним те япăххине каламаççĕ.Ĕненĕр, тархасшăн! Урăхларах шутлакансем кашни çĕршыврах пур: Раççейре, Америкăра, Германинре,Францире,Японире,Китайра .... тата Австалинче.
Атила // 3913.58.4645
2014.10.22 09:06
Майдан,курултай,ял халăх пухăвĕ-ĕмĕртен килекен халăхпа тĕрлĕ ыйту татаса памалли меслет.Мана хама вертикаль килĕшет.Сталин пулсан тата кăмăллăрах Бора.Шар курнисем темиçе миллион пулнăччĕ пулас ун чухне.Каллех пÿтсĕр америкăсем айăплă пулнă ĕнтĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.22 11:48
Аттилла пичче,не упрощай! Йăван Грознăй вăхăтĕнчине аса ил тата.Тĕпрен илсен, паян капитуляцирен 70 çул иртнĕ хыççăн Германипе йĕркеллех пурăнса кайма пуçланăччĕ вĕт( нимĕç-головорезсен айăпне те манăçа кăларма пуçланăччĕ),только пĕр услови-- нимĕç çĕрĕ çинчен урăх нихçан та фашизм пуç кăлармалла мар.Йĕркеллĕ нимĕçсем фашизмран йĕркеллĕ чăвашсенчен 10 хут ытларах шикленеçĕ.Е Аттилла иккĕленеть-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.22 11:55
Аттилла Киеври Майданра мĕнле ыйту татса панине пĕлтерсен пит лайăхчĕ Майдан юбилейĕ- çулталăкĕ çитнĕ тĕле. Аттилла, не иронизируй. Хăвăн фирмăра,ĕçре эппин, мĕншĕн вертикаль текеннине пăрахăç тумастăн.Даешь анархию у тебя в фирме! Анархи тукаласа çÿрерĕç 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче суверенлă пурăнасшăннисем.Мĕнле результат? Суверенитет тесе пит нумай кăшкăркаласа çÿрерĕç. Паян пит "суверенлă", пит "анархилле" пурнаппăр.Суверенитет пулсан татах та "анархи" ытларах пулатчĕ.
Атилла // 3913.58.4645
2014.10.22 17:49
Ельцин ухмах пулман:суверенитет илĕр тесе.Тутарстан тата Чечня почти çапла пурăнаççĕ.Паянхи кун та Ельциншăн пуç çапать халăх.Хăйĕн хыççăн Путина хăварчĕ.Мĕнле тăнлă:вуншар çул малалла курса тăма пултарнă!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.10.22 18:53
Атилла Ельцина пуççапать пултăр.Вара Киеври "тăнлисем" мĕншĕн суверенитет памаççĕ Донбаса,Одессăна,Николаева,Днепропетровска ... . Ельцин тăнлă тенине эп илтрĕм Атиллăран тата илтсеччĕ нумай хутчен Тимĕр хăтаран.Урăх çынран илтсех кайман. Ку япала иккĕрен пĕри: е эпĕр тăр-ухмах( Эльце тăнлă теменнисем) е урăххи. Суверенитет панине е Путина хăварнине унăн урăх май( не было другого пути) пулманнипе ăнлантарма пулать.

Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj