Тӗлӗнмелле ку истори икӗ фотограф Кӑнтӑр Африкӑра вырнаҫнӑ ҫурҫӗр Ботсванӑри сафаринче пулнӑ самантра пуҫланнӑ. Вӗсем бабуин йышне кӗрекен упӑте амине арӑслан ами вӗлернине асӑрханӑ. Унтан лару-тӑру тӗлӗнмелле майпа аталанса пынӑ. Ӑна ӳкерчӗксенче сӑнланӑ.
1. Фотографсем пӗр 30 упӑтерен ӑтракан ушкӑнне асӑрханӑ. Вӗсене арӑслан амисем хӑваланӑ. Тараканнисенчен, шел те, пӗри ҫакланнӑ. Фотографсем тискер чӗрчунсен тыткаларӑшне малалла сӑнанӑ. Вилнӗ упӑте ами ҫинче ҫитменнине унӑн ҫури ларнӑ-ҫке.
2. Арӑслан ами вилнӗ упӑтене йӑтса кайма тӑрсан упӑте ҫури вилнӗ амӑшӗ ҫинче тӑрса юнашар йывӑҫ енне чупса кайнӑ. Пӗчӗкскер унта улӑхас тенӗ.
3. Анчах унта улӑхма халӗ ҫитмен мӑнтарӑнӑн. Арӑслан ами ун патне ҫывхарма тытӑннӑ. Ҫакна сӑнакан фотографсем упӑте ҫурине арӑслан ами ҫисе ярать тесе шухӑшланӑ.
4. Тӗлӗнмелле пек те, анчах анчах арӑслан ами усалланман, хӑйӗн ҫепӗҫлӗхне кӑна кӑтартнӑ. Вӑл шикленсе ӳкнӗ ҫурӑпа выляма тытӑннӑ. Аманнӑ ҫура питӗ халсӑр пулнӑ.
5.
6. Упӑте ҫури лӑпланса илнӗ те арӑслан амипе выляма тытӑннӑ.
7.
8. Ытти арӑслан амисем кӑмӑлтан сӑнанӑ, анчах усаллӑхне кӑтартман. Анчах арӑслан аҫи килсен вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Анчах арӑслан ами кӑмӑлсӑррӑн сасӑ кӑларса кӑтартнӑ.
9. Юнашар йывӑҫ ҫинче упӑтесем аялта мӗн пулса иртнине сӑнаса ларнӑ.
10. Май килнӗ самантпа усӑ курса упӑтесенчен пӗри сиксе аннӑ та ҫурӑна йӑтса хӑпарса тарнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.