Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Чӑваш чӗлхи пирки

Софья Савнеш30.04.2014 21:2018706 Пурĕ пăхнă

Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».

1. Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин пӑлхар ушкӑнне кӗрет. Ҫак ушкӑнра вӑл – пӗртен пӗр «чӗрӗ» чӗлхе.

2. Чӑваш чӗлхинче музыка инструменчӗсемпе «вылямаҫҫӗ» - «калаҫҫӗ». Тӗслӗхрен, флейтӑпа кала.

3. Чӗлхере «да» сӑмах ҫук. Ун вырӑнне глагола тепӗр хут калаҫҫӗ. Тӗслӗх: Эсӗ килетӗн-и? – Килетӗп. («Ӑхӑ» сӑмахпа усӑ курма юрмасть-ши вара?)

4. «Ҫиллен» сӑмах «ҫил» сӑмахран пулнӑ. Вырӑсла «ветриться». (Сӑмах «ҫилӗ» («обида») сӑмахран пулнӑ мар-и?).

5. Литература чӗлхин никӗсӗ – Тутарстанри Буинск хулин чӗлхи. (Анатри чӑвашсен чӗлхи мӗнле-ши вара?)

6. Чӑваш чӗлхинче «красивый» сӑмах валли 50 синоним тупма пулать. (Тӑрӑшсан – чӑннипех те пулать!)

7. Чӑваш чӗлхинче атте тата анне енчи ватӑ ҫынсене расна сӑмахсемпе палӑртаҫҫӗ: асанне, кукамай. Вырӑсла «дедушка» ҫеҫ. (Мӗнех, илемлӗ сӑмахсем).

8. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхи авалхи чӑваш чӗлхинчен (пӑлхар) 100 яхӑн сӑмах йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – «жемчуг», «овраг», «серьга, «хозяин»…

9. «Радуга» чӑвашла «мост Азамата» куҫать – «Асамат кӗперӗ». (Шухӑша ячӗ. Мӗншӗн ҫапла куҫарнӑ-ши?)

10. Чӑваш чӗлхинче «р» сас паллинчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен. (Кун пек сӑмах шыраса тупма хӑтлантӑм – хальлӗхе тупаймарӑм-ха).

11. Чӗлхере янӑравлӑ хупӑ сасӑсенчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен.

12. «Урай» сӑмах этимологийӗ – ура айӗ.

13. Чӑваш чӗлхинче местоимени арҫын е хӗрарӑма палӑртмасть. «Вӑл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тӗлӗнмелли ҫук пек).

14. Чӑваш чӗлхинче вӑрӑм сӑмахсем тума пулать. Тӗслӗхрен, «ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрсем», куҫарсан «вы мои, ненаглядные». (Халӗ чӗлхери ҫӗнӗ правилӑсем ку сӑмаха уйрӑм ҫырма ыйтаҫҫӗ-ха та…)

15. «Воскресение» сӑмах «русская пятница» пек куҫать – «вырсарникун». Чӑваш чӗлхинче «хӑрах» сӑмаха «один из двух» куҫарма май пур.

16. Чӑваш чӗлхинчи глаголсен (ӗҫхӗл) тӗп формине словарьте хушу наклоненийӗпе кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «лар» - сиди. Глаголӑн палла мар форми «ларма» пулать.

17. Чӑваш чӗлхинче вырӑслинчи пек вид категорийӗ ҫук. Тӗслӗхрен, «делать» тата «сделать» сӑмахсене контекстра ҫеҫ ӑнланма пулать. Тӗслӗхрен, он видел (сам лично) – вӑл курчӗ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вӑл курнӑ.

18. Чӑваш чӗлхинче синоним нумай. Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – «ҫу» - 1. Масло; 2. Лето; 3. Май. 4. Некрещеный. 5. Мыть; 6. Идти (об осадках).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Софья Савнеш // 3208.96.8621
2014.05.03 20:17
Софья Савнеш
Agabazar, эсир списока "пĕр миллион та вун саккăр таран" тăссан питĕ аванччĕ. Маншăн питĕ кăсăклă ))
Agabazar // 1671.52.9212
2014.05.03 21:04
Agabazar
3. Чĕлхере «да» сăмах çук. Ун вырăнне глагола тепĕр хут калаççĕ. Тĕслĕх: Эсĕ килетĕн-и? – Килетĕп. («Ăхă» сăмахпа усă курма юрмасть-ши вара?)

Мĕншĕн çук пултăр? :-( 1)Ия 2)Çапла 3)Алай (куславккасем çапла калаççĕ).
Agabazar // 4992.8.8713
2014.05.03 21:17
Agabazar
4. «Çиллен» сăмах «çил» сăмахран пулнă. Вырăсла «ветриться». (Сăмах «çилĕ» («обида») сăмахран пулнă мар-и?).

Чăннипе скобкăра калани тĕрĕс пулма кирлĕ: çилĕ>çилĕ+лен>çилĕлен>çил(ĕ)лен>çиллен. Çил —пачах та урăх тымар!!!

5. Литература чĕлхин никĕсĕ – Тутарстанри Буинск хулин чĕлхи. (Анатри чăвашсен чĕлхи мĕнле-ши вара?)

Тутарстанри Пăвара нихçан та чăвашла калаçман пуль вара. Шел пулин те. Уес тесен ĕненме пулать....
2014.05.03 22:39
Аçтахар Плотников
Кунта автор ĕнтĕ «Çыхăнура» канашлура илсе панă фактсемпе паллаштарнă. Хăй шухăшне хăлăпра (скобкăра) палăртнă.
Софья Савнеш // 1422.04.7013
2014.05.04 09:37
Софья Савнеш
Хамăн шухăшсене скобкăра палăртнă ĕнтĕ эпĕ, "çиллен" сăмах пирки те... "Çыхăнура" форумра çак фактсем пирки тавлашнине çеç илсе кăтартрăм, 18 çак факта хам шухăшласа кăларса çырман.Унти хăш-пĕр фактпа эпĕ килĕшместĕп.Ыттисен шухăшне пĕлесшĕн çеçчĕ...
Agabazar // 1031.73.9787
2014.05.04 11:06
Agabazar
Вăт пĕлтеретпĕр те ĕнтĕ хамăр шухăшсене.....
Agabazar // 2469.61.6388
2014.05.04 21:10
Agabazar
10. Чăваш чĕлхинче «р» сас паллинчен пуçланакан сăмах çук, вырăс чĕлхинчен йышăннисене шута илмесен. (Кун пек сăмах шыраса тупма хăтлантăм – хальлĕхе тупаймарăм-ха). Шухăша тĕрĕс мар çавăрттарса хунă! Мĕншĕн тесен икчĕлхелĕх тапхăрĕнче йышăннă сăмахсен шутĕнче Р-па пуçланаканнисем пайтах. Сăмахран Рим (хула ячĕ). Пĕрчĕлхелĕх тапхăрĕнче (ĕлĕк) Р-па "пуçланакан сăмахсем" умĕнче протеза сиксе тухнă. Раккасси ялĕ çинчен илтнĕ-и? Ят рак текен чĕрчун ятĕнчен мар тухнă. Ăрак текен авлхи ятран чăннипе. Ăраккасси пулмалла чăннипе. Анчах ят каярахпа контамициленнĕ ("вараланнă")

Е тата Рсай текен авлхи ята илер (Ун ятлă поэт та пур). Чăннипе каллех умри протеза кирлĕ: Ăрсай.
2014.05.04 23:08
Аçтахар Плотников
Капла тишкерсен 18-мĕшĕ те йăнăш. Кунта синоним пирки мар сăмах, омонимсем пирки.
9-мĕшĕ пирки каласан ку юмах-халаппа çыхăннă пуль. Малтан тен унан урăхла ят пулнă, кайран юмаха пула, юмахри паттăр ятне пула, Асамат кĕперĕ пулса танă. Кăна ытти тĕрĕк чĕлхисене пахса илме пулать — чăн малтанхи ятне вĕсенче тупма пулать.
2014.05.04 23:14
Аçтахар Плотников
10-мĕш пирки каласан, унта тата «н» саспалли те кĕретччĕ пулас (хальхи чĕлхере пуррисем пурте е каярах пулнă евĕрлев сăмахĕсем /нăш/ е ытти чĕлхерен йышăннисем /нарăс, нухрат, навус, .../). Ĕлĕкхи чăваша çав сасăсенчен пуçланакан сăмахсене калама йывăр пулнă.
Agabazar // 4247.73.9091
2014.05.04 23:19
Agabazar
8. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, вырăс чĕлхи авалхи чăваш чĕлхинчен (пăлхар) 100 яхăн сăмах йышăннă. Вĕсен йышĕнче – «жемчуг», «овраг», «серьга, «хозяин»…

Вырăс чĕлхине пулхăр чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕпченĕ çынсенчен пĕри — И.Г.Добродомов. Эп тата ковёр сăмаха хушнă пулăттăм. Ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисенче çав пĕлтерĕшлĕ кавис сăмах тĕл пулать. Анчах та вырăс сăмахĕн вĕсĕнче, ав, хайхи Р. Ротацизм! 100 яхăн сăмах тупса палăртнă тесен тĕрĕсрех. Мĕншĕн тесен чăннипе ытларах та пулма пултарать.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj