Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

Аçтахар Плотников19.03.2014 09:3816205 Пурĕ пăхнă

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

Шел те «национализм» термина пирӗн патшалӑхра урӑх сӗмпе пӑхаҫҫӗ, Раҫҫей шучӗпе вӑл «нацизм», «шовинизм» терминсемпе пӗр тан. Анчах та пирӗн, чӑваш национализмӗ (тӑван халӑха юратни, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни) нихӑҫан та нихӑш халӑха та хирӗҫ кайман, никампа та ҫапӑҫма чӗнмен. Пирӗн пек толерантлӑ халӑх тӗнчере те урӑх ҫук пуль. Анчах ҫапах та пирӗн национализма — е тепӗр май чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине — хӗсеҫҫӗ, пуҫ ҫӗклеме памаҫҫӗ. Украинӑра пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем ҫине тӗллесе (ҫук, вӗсене эп пӗрре те ырламастӑп, анчах та мӗншӗн хирӗҫ тӑнине ӑнланатӑп) пирӗнешкел ҫынсемпе ыттисене хӑратаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та национализм, наци терминӗсенчен Раҫҫей патшалӑхӗнче пирӗн халӑхӑн, тен, хӑтӑлма та тивет пулӗ. «Народный», «народность» тенипе те ним мар ҫырлахма пулать. Юридици тӗлӗшӗнчен вал терминӑн сӗмӗ пӗчӗкрех пуль-ха та ӗнтӗ, анчах та хальхи вӑхӑтри пулӑмсене шута илесех пулать. Сӑмахран, ҫав терминсене пулах ӗнтӗ ман шутпа «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе регистрацилес темен. Ачисем унта усалсем мар-ҫке, тӑнлӑ ҫынсемех, никама та хирӗҫ тӑма тӗллев лартман.

Икӗпитлӗх пирки малалла каласан: ак ӗнерхи митингри плакатсем — пурте вырӑсла, пӗр чӑвашлине те курмастӑп. Чӑвашла ҫырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалӑха хирӗҫ ӗҫлекен ҫын. Анчах та Путин вырӑсла калаҫакансене хӳтӗлет пулсан мӗншӗн унӑн чӑвашла калаҫакансене хӳтӗлес мар? Эпир ют патшалӑхра пурӑнмастпӑр-ҫке! Эпир те ҫавӑн пекех ҫынсем, чӑваш халӑхӗ те ытти халӑхсемпе пӗрлех Гитлера хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Якур // 1918.85.8051
2014.03.19 23:40
Админ шăллăм! Енчен те эсĕ Украинăри процессене ытлашши тăнланмастăн пулсан, ан çыр ун пирки, тархасшăн. Сан сайтра 5,5 çын çырать, йăнăш çырма пуçласан юлать 1,5 çын: Акасапар тата Тимĕр. Унсăрăн та сирĕн çумра никам та çук, юлатăр 2,5 çын.
2014.03.19 23:49
Аçтахар Плотников
«мĕншĕн Илле Ивановпа Мир Луксор текен хушăка тухмарăн? Кам сана чăваш плакачĕпе тухма чарнă?»
Мĕншĕн тухманни пирки сирĕн умăрта хуравласа тăмăп, юрать-и? Кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Эп унта тухас пулсан та ӳкерме кайăттăм, журналист пек.
2014.03.19 23:52
Аçтахар Плотников
«дмин шăллăм! Енчен те эсĕ Украинăри процессене ытлашши тăнланмастăн пулсан, ан çыр ун пирки, тархасшăн.»
Мĕн унта тăнласси? Европăпа Раççей Украинăна хăйне çавăрса илес тĕлĕшпе тупăшнă хыççăн европăрисем çĕнтернипе Путин Крыма та пулин (ку шухăш вырăссемшĕн тахçанах пысăк ĕмĕт) хăй аллине илес терĕ ĕнтĕ. Украинăри пăлхавăр Путиншăн ытла та ăнсăрт пулни Крым ыйтăвне епле топорно та хăвăрт татса пани кăтартать.
Тĕрĕссипе кайран çак пулăма истори çеç кăтартса парĕ.
Якур // 1918.85.8051
2014.03.20 00:14
Админ тăванăм! Эсĕ малтан сан Илле Иванов "Русский марш" текен "ертÿçипе" М.Орешников бездельникпа мĕншĕн юнашар тăнине ăнлантар-ха. Санăн чăвашлăхшăн кĕрешекенсен çумĕнче 10 çынран ытла пуçтарăнимаç. Ку факт мĕн çинчен те пулин калать е çук?
Якур // 1918.85.8051
2014.03.20 00:19
Админ шăллăм! Чи малтан эсĕ ху икĕ питлĕ. Ни чего не производишь, в смысле материальных благ. Пользуешься социальными благами, что тебе не нравится в присоединении Крыма? Ты не служил в Армии, не повышаешь ВВП. Не тебе судить о Курилах и Даманском полуострове! Нашелся мерило справедливости.
Якур // 1918.85.8051
2014.03.20 00:19
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль
2014.03.20 00:22
Аçтахар Плотников
Эпĕ мĕн Иллен тусĕ-им? Ыйт хăйĕнчен. Чăваш кутĕнчен тухнă Орешниковĕ тата мана мĕн тума кирлĕ? Унашкал çынсене эп шеллетĕп кăна (чăннипе те вĕт тăван амăшĕ хирĕç ĕçлет!).
Тепĕр тесен эп видеоне çиелтен кăна пăхрăм (вăхăт çук), анчах та темскер вĕсем иккĕш ыталашса тăнине курмарăм. Чăн та калап — пĕтĕмпех пăхман, ыталашса тăнă пулсан Турри хак патăр ĕнтĕ Иллене.
Якур // 1918.85.8051
2014.03.20 00:28
Админ шăллăм! Санăн Путинăн утăмĕсене тата Севастополь тата Крым хÿтĕлевçисен ĕçĕсене хак пама иртерех-ха! Малтан кайса вăрçса пăх е подлодкăра 3 çул хушши ишсе пăх, вара калаçăпăр. По твоей комплекции я скажу:сана ни это,ни другое делать трудновато. Поэтому успокойся и многое не комментируй со своей колокольни.
Якур // 1918.85.8051
2014.03.20 00:35
Админ! Интернетгазетăна кĕр те пăх:журналист провокаци ыйтăвĕ парать Иллене- мĕнле майпа эсĕ тет Вырăс националисчĕпе Орешниковпа юнашар тăран? А Илле калать: пĕлмес, эп уна палламас. Вот ку юптару тăк юптару! Мĕнле пĕлмеç пулать вара, просто Иллене пурпĕрех. Паян Орешниковпа, ыран Сашко Белыйпа, виçмине вара Доку Умаровпа( вĕлернĕ тесе калаç, апла пулсан тăримаç Илле юнашар).Иллене все равно, лишь бы отметиться и получить бабло. САНĂН çавна ăнланмалла е çук?????
2014.03.20 00:38
Аçтахар Плотников
Якур, çапла çырнине вуланă хыççăн пĕлетĕн-и, пĕтĕмпех пăрахас килет. Çын ĕçне хисеплеме пĕлмеççĕ пулсан мĕн-ма ман халăхшăн тăкакланас? Мана ыттисенчен ытларах кирлĕ-ши?
Эп сана кӳрентертĕм пулсан — каçар та, кашни хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать. Килĕшмест пулсан, тарăхтарать пулсан — ан вула. Вăйпа вулаттармастăп. пуçтарса тултар та хăвна килĕшекен шухăшсем — вула та вула чуну килениччен.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj