Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Agabazar: Тӗрӗс ҫырмалли йӗркевсем епле пулмалла?

Agabazar09.02.2014 11:1925173 Пурĕ пăхнă

Чӑваш сӑмахӗсене епле ҫырас ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗ пуху ирттернӗ. http://www.youtube.com/watch?v=SIVO ... eature=youtube_gdata

Кун пирки ҫавӑн пекех ак ҫакӑнта пӑхма пулать: http://chuvash.org/news/4844.html

 

Тен, ҫакӑн пирки хӑйсен шухӑшӗсене калас текенсем ҫак Блорумра та пулӗҫ. Атту ав леш хайхи пухӑва хутшӑннисем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, пӳлеҫҫӗ пӗрне-пӗри. Ҫав вӑхатрах ку пирӗн лаптӑкра вара ҫав ыйтусемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать. Калӑпӑр, хайхи пухӑва хутшӑннӑ ҫынсен те кунашкал майсем пур. Хапӑл тӑватпӑр!

Ҫавӑн пекех ак ҫак тӗле те пӑхса илме сӗнетӗп: http://pkanash.chv.su/5_92_1.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1623.7.4265
2014.03.01 11:46
Agabazar
Халь Николай Иванович Егоров профессор лартнă ыйту тавра шухăшласа пăхар. Хăш ăнлавсене пĕрле, хăшĕсене уйрăм çырассине епле астуса пĕтермелле, тет вăл. Мĕнех, ыйтăва лартнă, хуравлăпăр. Чăн малтанах çакна каламалла: ним тума та ÿркенекен балбессем тесе шутламалла мар çынсене. Аслăрах çынсем пурте чăваш чĕлхине вĕреннĕ, вĕсен ку тĕлешпе нимĕнле йывăрлăхсем те пулман. Тепĕр ен. Ку тĕлĕшпе драконла çирĕп йĕркесем пурри никама та кирлĕ мар. Шкулта ачасен çыру ĕçĕсене тĕрĕсленĕ чухне те çавăн пек: çак енĕпе шкульниксен тетрачĕсене хĕрлĕ кăрăнташпа туртса пĕтерме кирлĕ мар. Вçо!
Agabazar // 7097.4.1615
2014.03.06 15:31
Agabazar
Çырулăх тĕлĕшпе вĕр-çĕнĕ хыпарсемпе паллашăр, тархасшăн.
http://chuvash.org/news/5133.html
http://www.irekle.org/news/i1727.html
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.06 16:36
Кам мĕнле пĕлет - çавăн пек çырар.Вирьялсем çыраççĕ:хăная,Москвая,çырмая.Питĕ лайăх.
Agabazar // 1461.88.7192
2014.03.06 18:38
Agabazar
Атнер: "...хăная,Москвая,çырмая.Питĕ лайăх."
Ку япала вăл орфографи ыйтăвĕ мар. "Хăнана" вырăнне "Хăная" тени вăл грамматика нормисем урăхлараххине пĕлтерет. -на аффикс вырăнне аффикс тăрать. Çавă çеç. "Москвая" тенипе те çавах. Унсăр пуçне унта "Мускав" вырăнне "Москва" тенĕ. Эппин ку лексика ыйтăвĕ пулать.
Анатсем // 8445.5.2458
2014.03.07 09:39
Сăмах вăл чĕрĕ япала:çын пек,чечек-курăк пек...шавах малалла аталанса пырать.Паллах,халăхĕ пурăннă чухне.Мĕн асăрхатпăр-ха эпир юлашки вăхăтра?Тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ çулсеренех хухса-чакса пырать.Паллах, кунта орфографи ыйтăвĕ çине пусăм туни çеç çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ.Анчах та малтан сăмах пулнă.Мĕне пĕлтерет-ха çĕр-шыв сăмаха уйрăм çырни? Сĕтел-пукан ретне лармалла-шим вара ăна?
Agabazar // 9597.0.4391
2014.03.12 20:07
Agabazar
Хальхи правилăсем çĕршыв сăмаха пĕрле çырма чармаççĕ. Кам апла мар тет — çавă ултавçă е .... ухмах!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.12 20:37
Маттур,Акасапар! Вăт ку санăн тема, кунта эсĕ шыври пулă пекех пулма кирлĕ. Кунта маххă ан пар тульккă!
2014.05.07 19:06
Аксар Чунтупай
Каллех сÿпĕлтетÿ... Кайса вĕренĕр малтан филологи факультетне (аспирантурăна)... вара тавлашăр... Хăвăр чĕлхе саккунĕсене пĕлместĕр - пакăлтататăр...
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 21:01
Agabazar
Ну ăнлантарса парăр эппин пире, Аксар Чунтупай юлташ: хăшĕ тĕрĕс:

Халлĕхе е Хальлĕхе?

Agabazar // 5177.0.2424
2014.05.07 22:54
Agabazar
Эп, тем, ăнлансах пĕтереймерĕм-ха. "Чĕлхе саккунĕсене" пĕлес тени мĕне пĕлтерет вăл? Кĕсъе тулли диплом пулмаллине-и? Ик-виçĕ аслă шкул та çич-сакăр аспирантура пĕтермелле-и? Е, çапах та, чăн малта витерекен аргументсем пулмалла? "Эп прохвессăр! Эп академик! Эп доктор! Эп гений!" — вăт çавăн пек çухăракансене чăтма пултараймастăп.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj