Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

Аçтахар Плотников02.01.2014 18:0925742 Пурĕ пăхнă

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук. Хайхи пӗр Фучик урамӗнче кӑна тӗл пулчӗ чӑвашли. Атьӑр-ха майӗпен ман маршрутпа пӑхса тухар.

Чи малтанах мана «Дорисс» парк патӗнчи ункӑ кӗтсе илчӗ — вырӑсла кӑна:

<br/>Посмотреть на Яндекс.Фотках

Хулана кӑнтӑр енчен килекенсене миҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑн вырӑсла «Мира и благополучия в новом году!», «Счастья и радости в новом году!», «С новым годом и рождеством!» сӑмахсемпе кӗтсе илет. Хӑнӑхнӑ та, чӑвашланасса кӗтсе илме те ҫук пулӗ...

Малалла ҫул Трактор тӑвакансен проспекчӗпе выртрӗ — кунта вара Трактор тӑвакансен культура керменӗпе «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫумӗнче «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми курӑнчӗ.

Малалла «Лента» лавкка лекрӗ — вӑл ха хӑйӗн патне тавар тавраш туянакана вырӑсла кӗтсе илет — «С Новым годом!». Сӑмах май, ҫул таврашӗнче Ҫӗнӗ ҫулпа саламланисем питӗ сахал курӑннине палӑртса хӑварас пулать. Хайхи укҫисем ҫитмен-ши? Чӑрӑшсем вырнаҫтарнипех ҫырлахнӑ. Уйрӑмах Ленин районӗнче саламланисем сахал.

Трактор тӑвакансен проспекчӗ пӗтрӗ те Ленин Комсомолӗн урамӗнелле пӑрӑнтӑм. Кунта пысӑк лавккасем ҫук, ҫавӑнпа та саламлавсем те курӑнмарӗҫ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патне ҫитсен кӑна вырӑсла саламлав тӗл пулчӗ. Сӑмах май... «Мадагаскар» хӑнасене жираф кучӗпе кӗтсе илет. Хальхи культурӑшӑн ҫапла вырнаҫтарни туянакансене илӗртет тесе шутлаҫҫӗ-ши? Ман хамӑн темскер унта кӗрес шухӑш ҫуралмарӗ. Электронлӑ табло ҫинчине ӳкертӗм те малалла — Мир проспекчӗ еннелле — кайрӑм (сӑмах мар Эгер бульварӗпе унта тата пӗр хӑма пурччӗ, вырӑсла саламлаканскер, анчах ӳкерсе ӗлкӗреймерӗм.).

Ҫула май тепӗр реклама хӑми курӑнчӗ — унта «С новым домом!» тесе саламланӑччӗ пулин те, ӳкерсе илтӗм.

Мир проспектӗнче пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе «Юрат»-па «Кӗрӗк» вырнаҫнӑ ункӑ патне ҫитрӗм — ни вырӑсла, ни чӑвашла. Ҫаврӑнса Калинин урамӗ еннелле кайрӑм. Пир-авӑрҫӑсен урамӗн 2-мӗш ҫурт умӗнчи ункӑ патӗнче («Мега Ивушка» ҫумӗнче) пысӑк саспаллисемпе вырӑсла «С новым годом!» тесе вырнаҫтарнӑ.

Маларах кайсан, хайхи ЧНК ҫурчӗ патне ҫитерехпе «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми тепре тӗл пулчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне иртсе кайсан — каллех вырӑсла: «С Новым годом и Рождеством!». Кӑна Арбат пуҫламӑшӗнче ҫырса ҫапнӑ.

Тата малалла кайсан «Перекресток» лавкка каллех вырӑсла саламлать:

Тепӗр чарӑну вара Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче. «Хавал» пӗрлӗхӗн ҫырӑвӗ кирлӗ пӳлӗме ҫитеймен пулас — Ҫӗнӗ Ҫулпа вӗсем те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ.

Малалли ҫул Мускав проспекчӗпе, Макҫӑм Горький проспекчӗпе, Университет урамӗпе выртрӗ. Кунта нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. «Контур»-та та чӑрӑш кӑна тӑратчӗ. «Раща» унки патне ҫитсен кӑна пиртен тунӑ баннер ҫакӑнса тӑни курӑнчӗ.

Мускав проспекчӗпе мала кайсан «Ҫурҫӗр» пасар вырӑсла саламлани курӑнчӗ.

Малалли ҫул Пирогов урамӗпе, 30-мӗш автобулпа выртрӗ. Президент бульварне пӑрӑнсан «Каскад» суту-илӳ центрӗ умӗнче тата салам сӑмахӗ курӑнчӗ. Ҫук, чӑвашла мар. Асӑрхарӑр пулӗ, хула тӑрӑх нумай ҫӳретӗп пулин те чӑвашли пӗрре те курӑнмарӗ-ха.

Правительство ҫурчӗ умӗнче нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Пукане театрӗн алӑкӗ тӑррине вара вырнаҫтарнӑччӗ — «С Новым годом!» Кусем те пулин ма-ха чӑвашла ҫырман-ши тесе иртсе кайрӑм вара...

Кӑштах ансан Дзержинский урамӗпе Карл Маркс урамне каҫрӑм. Хайхи Республика тӳремне ҫитрӗм. Ку саламлав пирки пӗлтерме кирлӗ мар ӗнтӗ — темиҫе ҫул каялла туса хунӑскерне кашни ҫул Ҫӗн ҫул умӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хирӗҫри ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи «2014» тесе ҫырнине юрать-ха кашни ҫул ҫӗнетеҫҫӗ.

Малалла «Почта России»-н тӗп уйрӑмӗ умӗнчи «2014» паллӑ кӗтсе илчӗ. Ӑна шутламасан Ленин проспекчӗ ытла та кичеммӗн ку тӗлӗшпе курӑнчӗ — саламлавсем сахал.

Гагарин урамӗ таран хӑпарсан та пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Чӑрӑшсем кӑна. Малалла вара Кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитсе курас терӗм. Ҫапла май Гагарин кӗперӗпе каҫрӑм, Юлиус Фучик урамне тухрӑм. Кунта вара — тӗлӗнтермӗш! — чӑвашла саламланине асӑрхарӑм! «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» ҫырса хунӑ.

Граждански урамӗнчи ункӑра та саламлани курӑнчӗ, анчах вырӑсла.

Граждански урамӗпе малалла кӗрсе кайсан саламлавсем тата та тӗл пулчӗҫ. Вырӑслисем кӑна.

Кантӑр-анӑҫ районӗнче ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Вокзалалла ҫул тытрӑм. Лакрей вӑрманӗ патӗнче «2014» ҫырни курӑнчӗ. Асӑрхама йывӑр, каҫхине ҫутӑ ҫутсан ҫеҫ лайӑх курӑнать пулас.

Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта каллех вырӑсла саламлани тӗл пулчӗ.

Малалла вара чукун ҫул вокзалне ҫитрӗм. Кунта вара Раҫҫей чукун ҫулӗ самай саламласа тухнӑ — чӑрӑш умӗнче те, вокзала кӗнӗ ҫӗртре те. Йӑлт вырӑсла. Юрать-ха чӑрӑшӗ патӗнче кӑштих чӑваш тӗррисемпе усӑ курнӑ.

Малалла ҫул МТВ-центр патнелле выртрӗ. Чапаев скверӗ умӗнче вырӑсла «С Новым годом!» тенине ӳкертӗм те мӗн киле таврӑничченех урӑх пӗр салам сӑмахӗ те курмарӑм. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче те салам сӑмахӗ ҫук.

Мӗнле пӗтемлетӳ тумалла? Пӗлтӗр, 2013 ҫулта (паян эпир 2014 ҫулта!), Михаил Игнатьев наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирӗнче реклама-растяшка таврашне чӑвашлатма шантарнӑччӗ. Укҫине те кирлӗ чухлӗ уйӑрма пулать тенӗччӗ — http://chuvash.org/news/2977.html Анчах сӑмахӗ суя пулса тухать мар-и? Эп паян курнӑ 23 салам сӑмахӗнчен пӗри кӑна чӑвашла (тӗрӗссипе 24, анчах пӗрине, каларӑм-ҫке, ӳкерме ӗлкереймерӗм). Хула администрацийӗ ҫапла хӑтланать ӗнтӗ. Анчах та чӑвашла ытларах тума никам та чӑрмантармасть вӗт! Ак, ман куҫа тӗл пулнӑ 5 реклама хӑминех илес — ара пичетлеме пӗр хаках ларать-ҫке. Ма пӗрре мар, виҫҫӗшне чӑвашла пичетлес мар? Иккӗшӗ, юрать, вырӑсла пулччӑр. Е растяжкӑна илес. Реклама хӑми ҫине чӑвашла ҫырма май тупнӑ пулсан кунта та ним мар ҫырма пулать ӗнтӗ. Иккӗшӗнчен пӗрине ил те чӑвашла ҫыр! Ҫук, вӗт, вырӑсла кӑна шаплаттарнӑ. Суту-илӳ лавккисене (унта хуҫисем пур-ҫке...), тен, ҫак ӗҫе хутшӑнтарма йывӑр, анчах правительство хӑй саккун кӑларать пулсан, хӑй те пулин ӗҫлемеллех ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртсе кайрӗ темелле. Халь тин кӑна улӑштарса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах та ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул валли ман шутпа Михаил Васильевичӑн хӑйӗн сӑмахне тытмаллах — хулана чӑвашлатма тытӑнмалла.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.03 00:53
Эх-хе-хе... Чавашла саламлама та май тупаймассе иккен.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.03 08:26
Миçе çул каярах эпĕ кунта çырнăччĕ - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине. Çавăншăн халĕ ун пирки çыраканни мана питĕ киревсĕр сăмахсемпе вăрçнăччĕ тата кунта эпĕ çырнисене хуратса хураччĕ.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 15:05
Agabazar
Migulaj:"Миçе çул каярах эпĕ кунта çырнăччĕ..."

Çыракансем нумай. Пĕлсе çырас пулать. Атту пур кунта, "хамăртан пиçмест", "хамăр начар", "хамăр ..." тенисенчен пĕр миллиметр та айккинелле пăрнасшăн мар.
2014.01.03 16:23
Аçтахар Плотников
Хамăр мĕн тума пултарнине эпир тăвăпăр-ха (кăçал Тур пулăшсан чăвашла картта кăлармаллах). Апăрша тӳре-шарана ĕçлеттерме епле вĕрентесси — вăт ку ыйту...
Сахвантей // 1964.83.5079
2014.01.03 16:43
Чăвашсем,пĕр-пĕринпе харкашса лариччен, ушкăнпа прокуратурăна заявлени çырăр, хула администрацийĕ конституцие пăхăнмасть тесе. Вăл вара пĕр усăлă ĕç пулĕ.
2014.01.03 16:48
Аçтахар Плотников
Çырма пулĕччĕ те анчах та вĕсем саккуна пăсни çук тесе пĕлтерĕç пулинех. Çавăншăнах ĕнтĕ 1 реклама хăмине (эп йăнăшрăм, вал Гагарин кĕперĕ умĕнче) чăвашла хатĕрленĕ. Чăвашли те пур, вырăсли те пур тесен саккуна пăсни çук. Шутне шутламасан.
Ав, Илле Иванов та, Борис Чиндыков та çыркаларĕç — çавах усси çук. Хӳтĕлев тупаймастăн прокуратурăра.
2014.01.03 16:50
Аçтахар Плотников
Ку сăнӳкерчĕксене эп кăçал пĕр юпа-чӳк уйăхĕнче усă курасшăн. 2015 çула кĕтсе илме ту пулин чăвашларах хатĕрлеччĕр тесе.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 18:03
Agabazar
Прокуратура пирки калаççĕ-ха тата!
Волоча пеккисем кунта ахăртнех савăнса тăраççĕ пулинех çапла пулса тухнишĕн!
Çав вăхăтрах Тимруксемпе Исмуксем те питех пăшăрханмаççĕ паллах: Хамăр начар тейĕç те -ĕçĕ пĕтнĕ!

Растяжкăсем пирки калаççĕ-ха тата! Бюджет укçипе мар, хăйĕн кĕсйинчен кăларса хумалла имĕш чăвашăн. Тĕрĕссипе вара растяжкăсене влаç ирĕк памасăр кăларса çапаймастăн. Ху тĕллен тăван —штраф тÿле е тĕрмене кай! Реклама тесе татах сăптăрса илĕç. Çавăн пек унăн, "хамăр начар" тенин тути!
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.03 18:27
Agabazar! Эсĕ коммунист мар-и? Тĕнчери авалхи Аслă кĕнекере (The Bible) çырнă: Чи малтан сăмах пулнă тесе.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 19:09
Agabazar
Татах прокурорсем пирки. Вĕсем хăйсем сăнаса, тимлесе тăма тивĕçлĕ саккунсем ăçта пăснине. ("Государево око").

Енчен те хăйсем курмаççĕ пулсан, такам ытти айккинчен систернипе шарт! сикес çук пек туйăнать мана.

Çапах та камăн кăмăл пур —çавă официаллă çырупа тухма пултарать.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj