Тӗлӗнмелле пулин те, Украина Гимнӗн официаллӑ тексчӗ ҫакӑнпа вӗҫленет. Анчах та унӑн "официаллах мар" тӑсӑмӗ те пур. Ҫавнашкал "тулли" текстпа футбол чирлевҫисен сайтӗнче паллашма пулать, сӑмахран.http://fanat.ua/ukraine/gimn/
АкаСапар хăта! Тутарсене кирлипе кирлĕ маррине пĕлмес, ку вĕсен ĕçĕ. Может хăш-пĕр хастар чăвашсене те кирлĕ пуль. Анчах сана, сана-Акасапара мĕн тума кирлĕ? Çавна кала. Сана чăваш гимнĕ те,чăваш манифестацийĕсем те,чăвашлăха хÿтĕлемелли пулăмсем те КИРЛĔ мар, ниçта та хутшăнмастăн( йĕркелемелли çинчен сăмах та çук!). Украина гимнĕпе çынсене минрететĕн! Малтан куçарнине вуласа пăх, СОДЕРЖАНИЙĕ те çук чăваш гимнĕпе танлаштарсан.
Акасапар,кăшт сăпайлăрах пул.Адик Шельгрубер миçе миллион çынна çухатса янине манса ан кай.Виçĕ кун каялла çеç çухалса кайнисенчен пĕри(95 çула çитнĕ 70-мĕш çулсенче ФРГ канцлерĕ пулни-Г.Шмидт тени)чĕререн шантарса каларĕ:"эпĕ 2-мĕш тĕнче вăрçинче фронтра совет салтакĕсене хирĕç çапăçнă"-тесе.Пире,-терĕ хайхискер,-А.Шельгрубер(Гитлер) тăнран çухатса янă.Ун чухне вăл 23 çултискер пулнă( ăсра шутласа пăх,Акасапар).
bor1959:"СОДЕРЖАНИЙĕ те çук чăваш гимнĕпе танлаштарсан."
Чăннипе пачах урăхла. Хальхи "чăваш гимнĕ" текенскерне Илле Тукташ (тата Герман Лебедев) Сталинла СССРа мухтаса çырнă. Чăваш Республикине мар. Çавна кура унта виçесĕр каппайлăх малта тăрать. Гимнра драматизм пулма тивĕçлĕ.
Акапасар юлташ, мĕн тăван эсĕ Украина гимнĕпе,мĕн сĕрлен? Сана вĕсем гривнăсем куçарса панă-им? Сан пата куçарнă пулсан вĕсемпе çыхăну тыт та ĕçĕ те пĕтнĕ. Чăвашсене Майдана ярасшăн мар пуль те эс?
Вырăссене тата ма кирлĕ? http://www.youtube.com/watch?v=cwvE2kq6viU