Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333934 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3555.90.0234
2013.12.09 17:59
Agabazar
bor1959:"Акасапар, ара Илле Иванов камах-ши вара çав териех, тислĕк те юр та хырма юрать" Тислĕк хырма кирек кама та юрать. Трихалкина та юрать, Аршинова госпожана та юрать. Юрать полицисен начальникне Семёнова та. Намăс ĕç мар вăл. Намăс суда пыма чăвашла йыхрав çырма "ÿркенни". Намăс паламентра чăвашла калаçма чарни. Намăс парламентра чăвашла калаçма хăйнă пĕртен-пĕр çынна вĕçĕмсĕр хырăмран тапма хăмсарни.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.09 19:45
Акасапар,ăнланмана ан пер!Кирек кама та юр хырма юрать,анчах никам та хырасшăн мар.В том числе Акасапарпа Илле.Кунта йывăрлăхĕ çакăнта:кашни кун тăвас пулать ку ытлашши чыслах мар ĕçе,тем более тислĕк картишĕнче.Сăмахпа пурте ĕçчен, пурте ĕçлесшĕн çунса çÿреççĕ.Анчах Илле те,Акасапар та ăшă вырăн шыраççĕ.
Тимӗр // 2240.83.2281
2013.12.09 21:54
Парламентра чăвашла калаçма чарман никам та нихçан та.Проблема çук.Судра вара чĕлхене хÿтĕлесе конгрессран халиччен никам та пулман.Илле-паттăрпа Тымарлан пулнă.Хама та тÿр килнĕ.
Agabazar // 3167.08.2272
2013.12.09 22:20
Agabazar
Timer:2Парламентра чăвашла калаçма чарман никам та нихçан та.Проблема çук" Ох мĕнле лайăх! Кайса калаçăр эппин çăвар туллин! Ну, калăр, парламентри калаçусен миçе проценчĕ чăвашла пулса пырать? ЧНК Президенчĕ Угаслов хоспочын, депутат шутланаканскер, миçе хутчен чăвашла калаçса кăтартнă? Тата вăл хăйĕн коллегисене (калăпăр, пĕр партире тăракансене) чăвашла калаçма чĕнсе каласа курнă-и?
Agabazar // 3167.08.2272
2013.12.09 22:33
Agabazar
Парламентра куçаруçă текенни пур-и тата? Ара, парламент кун пек чухне йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен мĕнпур калаçусене тата документсене чăвашларан вырăсла тата вырăсларан чăвашла куçарса тăма тивет вĕт! Çав куçаруçăн ячĕ мĕнле? Пÿрнепе тĕллесе кăтартăр-ха çав çын çине!

"Бор" хоспочына. Пăрахăр пăх хырасси пирки калаçма! Тĕнчере паллах ун пек ĕçе тăакансем те кирлĕ. Анчах кашни чăваша çав еннелле хăвалас пулсан, ытти ĕçе кам тăвать? Варягсене чĕнсе илмелле-и? Вара çавна халăхăн чечекленĕвĕ тейĕпĕр-и?
Атнер // 3913.58.4645
2013.12.10 11:24
Калаçма чăнах та парламентра чарманни паллă ĕнтĕ.Çурри ытла чăваш пулсан та чăвашла калаçманни пĕлтерет чăваш пĕтсе пынине.Анчах та хамăра кам чарать хулара пур çĕртете тăван чĕлхене янратма?
Супалти // 4186.57.1361
2013.12.10 13:23
Эпе пур серте те чавашла каласатап. Нипочем та харамастап. Никам та мана каламан-ха ку таринччен чавашла каласма юрамасть. Персе парахассе чавашла каласнишен тесе.
Agabazar // 3636.4.7019
2013.12.10 14:06
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645
2013-12-10 11:24
Калаçма чăнах та парламентра чарманни паллă ĕнтĕ.
Намăс! Мĕнле ырлăхран çакнашкал элек сарать-ши? Сăмсаран фактсемпе чышсан та хăйсеннех переççĕ вĕт! Чармаççĕ! Чармаççĕ! Чармаççĕ!
Чармасан ма калаçмаççĕ вара тата? Мĕнле хăват вăл çав чăваш чĕлхине ĕнер, паян, ыран патшалăх тытăмĕсем патне çывхарма мешшетлекенни?
Agabazar // 3636.4.7019
2013.12.10 14:08
Agabazar
Гоньба! Намăс!
Agabazar // 2582.90.8966
2013.12.10 17:30
Agabazar
Супалти // 4186.57.13612013-12-10 13:23 <<Эпе пур серте те чавашла каласатап. Нипочем та харамастап. Никам та мана каламан-ха ку таринччен чавашла каласма юрамасть. Персе парахассе чавашла каласнишен тесе.>> Ак тата тепĕр мухтанчăк килсе çитрĕ кунта... Хăта, виртуаллă тĕнчере тем те "пакăлтатма" пулать. Эпир сире пĕлместпĕр, Эсир пире пĕлместпĕр... Чăн пурнăçра темле-ха эсир? Çавна эпир пырса тĕрĕслеме пултараймастпар вĕт! Персе пăрахасси пирки калама пултараймастпăр, анчах та ав Тымарлан хăтана троллейбусран кăларса пăрахнисем пулнă.

Paĝoj: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj