Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4268221 Пурĕ пăхнă

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4241.8.5650
2014.02.13 19:46
Agabazar
Якур // 2219.55.5544
2014-02-13 08:36<<Икĕ Олимп ылтăнĕ илме пултарнă чăваш халлĕхе çук-ха. >>


Икĕ Олимп ылттăнĕ илме пултарнă чăваш Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая- http://cv.wikipedia.org/wiki/Чир ... Михайловна
Çавăн пекех ак çакăнта пăхăр: http://webcache.googleusercontent.com/search?q=cache:NzonlHOUYnkJ:rux.postimees.ee/221108/dopolnitelno/persona/44009.php+&cd=6&hl=ru&ct=clnk&gl=ru
Agabazar // 4241.8.5650
2014.02.13 19:54
Agabazar
Каçарăр, юлашки каçăпа лекме çук. Шырав йĕркине "Я любимая дочь Эстонии" лартăр та "Сохранённая копия" тени çине пусăр.

Арххиппăфсем пулмасан В.В.Николаев та çавăн пек паллă мар чăвашсен йышĕнчех юлатчĕ.
Agabazar // 4241.8.5650
2014.02.13 20:03
Agabazar
Светлана Чиркова пирки тата ак çакăнта пăхăр. http://www.esbl.ee/biograafia/Svetlana_T%9airkova
Agabazar // 4241.8.5650
2014.02.13 20:17
Agabazar
Ак çакăнта Светлана Чиркован пĕр ывăлĕ пирки çырса кăтартнă. http://www.esbl.ee/biograafia/Eduard_Ber

Икĕ хут Олимп ылттăнĕ илме пултарнă чăваша, Светлана Чиркована, ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!
Якур // 1315.02.4127
2014.02.14 00:08
Акапасар, эсĕ мĕн, хăлхасăр е суккăр? Кунта тема Архип Генни çинчен пулнăччĕ, сан каламалли ним те çук та куçса кайрăн С.Чиркова çине. Архип Генни çинчен татах юмах каласа парм е кирлĕ мар сана?
Якур // 1315.02.4127
2014.02.14 00:12
Акапасара каласшăн! В.В.Николаев çинчен пĕр сăмах та урăх ан çыр! В.Николаев эсĕ çырнисене пĕлес пулсан, Эрхип Геннине те сана та Аçа çапма пултарать. Киремете ан кÿрентер, тархасшăн,Акапасар!
Тай // 3913.58.4645
2014.02.14 09:56
Унченхи коегресс президенче сцена сине перамай шалаварне утюгламасар тухатче.Лутарканна пакетран хасат е кенеке парнеленине курсан намас пулса каятче.Кама туртса каларма пулать мухмарла.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.14 10:15
В.В.Николаевăн сăваплă ятне асăнса темле ăçтиçуксен ячĕпе вараланăшăн питĕ пысăк çылăх илет хисепсĕр акапасар аслă Киремет умĕнче.
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.14 13:18
Архип Гени ĕçкĕç пулнине пĕтĕм халăх пĕлет вĕт.Çул çинче машинаран тухса чĕç тунă чухне пагонлисем тытсан "эпĕ ЧНК президентче" тесе удостоверени каларса катартма та вăтанман вĕт йĕксĕк. НАМАС!
Agabazar // 1258.78.4458
2014.02.14 14:02
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645
2014-02-14 10:15<<В.В.Николаевăн сăваплă ятне...>>

В.В.Николаев юлташа чăвашлăх ĕçне явăçтарма пултарнă Арххиппăвфа тата ыттисене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!!!

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj