Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

Аçтахар Плотников03.09.2013 21:0538470 Пурĕ пăхнă

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

 

 

 

Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.

 

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимӗр // 2248.79.7045
2013.09.11 22:29
Мадуров Хĕветĕр ĕмĕрĕпех чăвашлăхшăн кĕрешнĕ.Нихçан та влаçа юрама тăрăшман.Тата чи пахи:паянхи кунчен те хамăр турăсене сутман.Ун пек паянхи кун никам та халăха пухаймасть.
Якур // 1393.38.2917
2013.09.12 09:05
Тавайăр-ха туссем УЛĂП сăмаха йÿнетсе ярар мар. Килĕшетĕп. Атăрь-ха туссем кăштах кĕтер: Акасапар Улăп шайне çитĕниччен. Аттун уншăн Архипов пеккисем кăна тивĕçлĕрех пек. Акапасар, çынсемпе хутшăн, тачăрах-айккинчен пăхса тăрса мар- калаçкала, вара куç умĕнчи чаршав уçăнĕ. Кунта вĕт-ха сăмах УЛĂП çинчен мар, кам чунне парса тăрăшнинче. Чăн-чăн Улăпне 7 ĕмĕр хушши шырасан та тупаймăн.
Якур // 1393.38.2917
2013.09.12 09:45
Акасапар, пĕлмесĕр ан çыр.Тимĕр Станьялпа Мадуров тар кăларса çынна курман ĕçсем тунине хакласа вĕсене чыс тăвасшăн. Улăп-и вĕсем е паттăрсем-ку чисто условно. Уншăн чĕрре ан кĕр. Сан чĕре пĕрре çунмасть: ЧНК-ра архиповпа портновсем сан ятпа халăх сăнне варалаç. Куншăн чĕрре кĕр.
Якур // 1393.38.2917
2013.09.12 10:12
Пĕтĕмпех вырăнлă сăмахсем çырать Тимĕр, ним те хăйĕнчен хитрелетсе хушман. Килĕшмелле пек, унăн шалти туйăмĕ питĕ çирĕп.Акапасар вĕсемпе курса сăмах хушнă-ши?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.12 16:26
Эп çавăн пек шутлап. Акасапар вĕсемпе тĕл пулман, вĕсен тарăн шухăш-кăмăлне чухлаймасть пек. Просто çырать пурин çинчен те "с колена". Кун пек май килмест, сайт вăл вĕт "Орган печати". Акасапар пĕр тĕслĕх илсе кăтартсан та япăх пулман пулĕччĕ, кама вăл хальхи чăвашлăхра ертÿçĕ ялавне алла пама пултарать.
Agabazar // 2218.23.4467
2013.09.16 22:45
Agabazar
Кам та кам ăс-хакăл улăпне Илле Иванова хÿтĕлес тет, Уççыру айне алă пусма сĕнетĕп тата чĕнетĕп. http://www.irekle.org/articles/i48.html
Тимӗр // 1882.74.7867
2013.09.22 11:01
Чăвашăн паянхи Улăпĕ пирки. Тĕнчипе паллă ÿнерçĕ,халăх хушшинче питĕ хисеплĕ ятлă-сумлă Çын:Праски Витти çак ята тивĕçли пирки нумай чăваш килĕшрĕ.ĕ
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.23 15:49
Килĕшмелле. Малтан Мадуров Хĕветĕр унтан Праски Витти
Agabazar // 3324.04.5584
2013.09.23 16:41
Agabazar
Чăваш Республикин ЧĂН МАЛТАНХИ Президент суйлавĕнче Праски Виччи камшăн сасăлама чĕнсе каланине пĕлетĕр-и?
Тимӗр // 2550.7.9343
2013.09.24 21:59
Тĕрĕс.Ăçта пулнă вăл ГКЧП чухне?

Paĝoj: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj