Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
 

Reklamo

«Хыпар»: Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

«Хыпар»17.04.2013 19:4039264 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.

Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.

Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."

Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".

"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.

Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.

Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.

"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".

Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.

 

Владимир АКТАШ, публицист

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.07.11 12:39
Эп пĕртте эс вĕрентесрен хăрамас. Вĕрентеççĕ когда есть чему учить, а не выписывать бесконечные ссылки. Унсăрăн эс леш Мед.энциклопедирен рецепт çыракан тухтăр пек çеç курăнан.
Agabazar // 8336.4.7944
2013.07.11 17:48
Agabazar
Шел, ансат япаласенех калама тивет... bor1959, каçăсем кирлĕ мар пулсан, вĕсемпе усă курмасса пултаратăр. Тăнлă, пархатарлă çын вара çăлкуçа кăтартнăшăн тав тума тивĕçлĕ... Çавă çеç. Модератортан ыйтма пултаратăр: ман каçăсене хуратса пытăр тесе (Енчен те вĕсем такама пит хытăчăрмантараççĕ пулсан...
Валентин // 4186.57.1361
2013.07.22 15:30
Чиркеве сурекен сын усал сын пулайме.Пери кере, тепри тата тепри.... апла пулсан ыра сыесем чылайрах пулес. Вакзалпа юнашар, Николаева ураменче тата сывах урамсенче вата сынсем нумайрах пуранассе. Весемшен чирку сывах пулсан аван пулечче.
Валентин // 4186.57.1361
2013.07.22 15:34
Телевиденипе интернет, ресторан-кафе, пасар усала верентессе.ень, шкул ачисене чирку сумнерех илсе пыни аванрах та пуле. Ашша-амашне, ватта хисеплекен ача-пача терес ситене. Тура ырра кана верентет.
2013.07.22 16:10
Аçтахар Плотников
«Чиркеве сурекен сын усал сын пулайме»
Аха, çапла пуль... Анчах йĕркене пăсакан пачăшкăсем темшĕн çук мар. Вĕсем чиркӳре ыттисенчен ытларах вăхăт ирттереççĕ пулин те çапах йĕркене пăсаççĕ.
Ачана чиркӳ мар, ашшĕ-амăшĕ вĕрентмелле. Ырă çын пуласси пĕрре те чиркӳрен килмест, пĕтĕм яваплăх кунта — ашшĕ-амăшĕсенче.
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.07.23 11:11
ШЕЛ ПУЛИН ТЕ ПАЯНХИ ЧИРКŸ БИЗНЕС ПУЛСА КАЙРĔ ПУЛАС.ТЕПĔР ТЕСЕН, ПИРĔН КУКАМАЙСЕМ КИЛТЕХ ТУРРА АСĂННĂ.ИКОНĂСЕМ УМĔНЧЕ.ПИРЕ ТЕ ЧИРКŸСĔРЕХ ЫРĂПА УСАЛА УЙĂРМА ВĔРЕНТНĔ.ТУРРА ЧĂН ĔНЕНЕКЕНЕ ЧИРКŸ КИРЛЕХ ТЕ МАР.
Валентин // 4186.57.1361
2013.07.25 13:28
Йеркене паскансем пуслахсем, тухтарсем, верентекенсем, патшалах сыннисем... хушшинче те нумай! Шел, верентеве те, сиплеве те, телевидени те .....хале пурте укса-тенки тумалли хатер пулса кайре сав. Наци туйеме те укса-тенки саптарса, мухтанса лармалли инструмент кана пулса кайре. Халах ененме парахре!
василий // 1189.31.2541
2013.08.18 16:36
....поднял человек свое заплаканное лицо и увидел Господа:
-Господи! Меня в храм не пускают!
Обнял его Всевышний: -Не плачь, они и меня давно туда не пускают"
Agabazar // 3436.56.9078
2013.08.18 17:37
Agabazar
Валентин:"Наци туйеме те укса-тенки саптарса, мухтанса лармалли инструмент кана пулса кайре." Камсем-ши вĕсем, наци туйăмне "инструмент" туса хунă çынсем? Шет Илле Иванов? Хăш нацин туйăмĕсем пирки калаçатăр эсир? Чăвашăн-и, вырăсăн-и, ирçен-и? Е чеченсене асра тытатăр?
П. Сидоров // 4186.57.1361
2013.08.19 13:45
Чаваш тесе каккар сапса суренипе нимен те пулмасть. Еслемелле!!! Ялти, хулари шкулсенче ачасене чавашла верентекенсем сук. Меншен И. Иванован (чаваш челхи учителен), "Взятка" хасат каларса анрашаччен ачесене верентес мар?! Усалларах пулечче! И.Иванова -НАМАС!!!! НАМАС!!!!

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj