Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.
Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.
Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.
Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."
Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".
"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.
Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.
Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.
"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".
Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.
Владимир АКТАШ, публицист
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
П.Сорокина. Хăта, эсир шутсăр ăслă е шутсăр айван? Е çынсене пăтратма ятарлă тĕллев тытнă? Илсе кăтартăр-ха тата тĕслĕхсем: кам влаçа çуласшăн чăвашла вĕренет. Çук ун пеккисем. Влаçа юрасшăн чăвашла калаçманнисем вара купипех!!! Мĕн, Тимĕр Акташ чăвашла вĕренни начар япала-им вара? Аптриш сирĕнпе!
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.03 16:13
П.Сорокин.90мĕш çулсенче кăна ăнланма пуçларăмăр çав чăвашсем те аслă та мăнаçлă халăх пулнине.Чĕлхемĕре хисеплеме те пуçларç нумайĕшĕсем çавăн чухне.Акташ маттур. Вĕренчĕ несĕлсен чĕлхине.Тутар чăвашĕсем хастар вĕсем.
П. Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.04 00:47
Agabazar, аптрамалла сиренпе. Шупашкарта ситенсе усне пулсан астан тутар чаваше пулайтар-ха В.Акташ? Сус шуралсан кана чаваш халахе асла та манасла пулнине тин анчах чухлакан журналист патриотах -ши, хастарах-ши вара?