Agabazar // 3541.96.1895
2013.03.23 20:34 | |
Эп Николай Васильевич Никольские çав тери хисеплетĕп. Анчах та вăл пĕрремĕш чăваш профессор мар! Виктор Петрович Вишневский 1828-мĕш çултах философи профессорĕ пулса танă. Хисеплĕ НВНран 90 çул маларах. http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=235 | |
Лариса Петрова // 4221.02.9432
2013.03.24 20:10 | |
Чăнах, каçару ыйтатăп. | |
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 21:52 | |
Темех мар. Ку ĕнтĕ ыйтăвĕ каçару ыйтмалласкер мар. Хăшĕ-пĕри çапла ыйтма пултарĕ. Виктор Петрович Вишневский чăвашах-ши? Аван ыйту. Хуравĕ ансат:ЧĂВАШАХ. Бичурин пек, Ермей Рожанский пек тата ытти çавнашкал ĕçлевçĕсем пек. | |
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 22:04 | |
Акă В.П.Вишневский пирки тепĕр каçă(ТЕН,кириле саспаллийĕсен пула, тÿррĕн ĕслеменскер пулĕ, анчах темех мар). http://сувары.рф/ru/node/725 | |
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 22:19 | |
Слапух Турра, каçă ĕçлет. Интернетра В.Г.Родионов монографийĕ пур. http://www.chuvsu.ru/~chfik/sites/d ... 0guv%20pis%20kul.pdf | |
Лариса Петрова // 1654.56.2178
2013.03.24 22:33 | |
Тавах. Вишневский пирки эсир каланă хыççăн хам та кĕнекере вуласа ĕнентĕм. Никольский пирки темиçе çул каялла "Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ" ятпа курав уçни çинчен вуланăччĕ пĕр хаçатра, çавăнпа арпашăнса кайнă ĕнтĕ эпĕ. | |
Agabazar // 3657.15.5195
2013.03.24 23:18 | |
Арпашăнакансене нумайлă хисеппе калама тивет: ЭПИР! Юрататпăр ярлыксем çыпăçтарма: пĕрремĕш поэт, пĕрремĕш артист, пĕрремĕш художник... Тата ытти çавнашкал "пĕрремĕшсем"... Кайран хамăрах йăнăш пулнине тавçăрса илетпĕр. | |
Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 12:14 | |
Акасапар! Кунта пĕрремĕш-и вăл, иккĕмĕш е виççĕмĕш профессор: ĕçĕ унта мар. Сÿтсе яв текстра мĕн каланине: "Çавăнпа çынсене кăна мар, хăвна хăв вырăс тесе ĕнентерме хăтланни те кăлăхах. Чунупа эсĕ вырăс мар пулсан". Эс те пире чăвашлăхшăн тесе чĕннисĕр пуçне ним те тумастăн. Сывлăша хускататăн та тусан кăларатăн. Ĕç тунă пек пулать.
| |
Agabazar // 2387.50.4600
2013.03.26 17:32 | |
Юрĕ, калăпăр, "Вихтăр тĕчери пĕрремĕш профессор" тесе! Ĕнтĕ чунăр канчĕ-и, ырă çыннăмăр Вихтăр??? | |
Agabazar // 1459.51.4644
2013.03.26 19:24 | |
Шел, йăнăш кайнă:"Вихтăр — тĕнчери пĕрремĕш профессор" темелле. |