Светлана Владимировна // 3697.14.7649
2013.02.28 20:05 | |
Хисеплĕ, Виталий Михайлович. Эпир пĕлтĕр "Улăп-2012" конкурса хутшăннăччĕ.Ялчĕк районĕнчи Шăмалак шкулĕнчен. Яковлев Александр, 8-мĕш классран, 3 вырăн йышăннăччĕ. Пире темшĕн нимле электронлă диплом та килмерĕ. | |
Аксар Чунтупай // 2606.2.6490
2013.03.01 15:06 | |
Ăçта ярса памалли адресне пĕлеймерĕм пуль е электрон адресне тĕрĕс мар кăтартнă эсир. | |
Аксар Чунтупай // 2112.99.9422
2013.03.03 20:48 | |
Çитес вăхăтрах шкул адресĕпе ярса пама тăрăшатăп. | |
Аксар Чунтупай // 4272.9.4367
2013.03.22 22:58 | |
"Улăп-2013 вăйă конкурс пуçланать! Заявкăсене ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен йышăнатпăр. Пĕрремĕш заявка çитрĕ те ĕнтĕ: вăл Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчен (вĕрентекенĕ - Никитина Людмила Валериановна). Конкурс шывĕ-йĕрки çакăнта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... lanat/2013-03-22-592 | |
Аксар Чунтупай // 4039.42.9538
2013.03.27 21:41 | |
Светлана Владимировна
2013-02-28 20:05 Хисеплĕ, Виталий Михайлович. Эпир пĕлтĕр "Улăп-2012" конкурса хутшăннăччĕ.Ялчĕк районĕнчи Шăмалак шкулĕнчен. Яковлев Александр, 8-мĕш классран, 3 вырăн йышăннăччĕ. Пире темшĕн нимле электронлă диплом та килмерĕ. Сирĕн хушаматăр пĕтĕмлетÿ протоколĕнче çук. Ĕненместĕр пулсан пăхăр: http://chuvsite.ucoz.ru/news/rajons ... enche/2012-04-30-490 | |
Аксар Чунтупай // 1646.27.3161
2013.03.31 19:13 | |
Каçарăр, чăнах та, Яковлев Александр Николаевич ячĕ протоколта йăнăш (урăх районпа) кайнă. Тÿрлетме тăрăшăп. | |
Аксар Чунтупай // 1646.27.3161
2013.03.31 20:16 | |
Яковлев Александрăн дипломĕ кунта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... pelme/2012-05-30-491 Тÿрлетнĕ дипломсем каçăна пăхăр. | |
Аксар Чунтупай // 2572.95.2309
2013.04.02 22:53 | |
Заявкăсем (ыйтса çырнисем) килсех тăраççĕ. Хальлĕхе вăйă конкурса 64 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем ытларах Муркаш, Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчен пулчĕç. Кунсăр пуçне Шупашкар хулин 27-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем маттурри курăнать (12 ача). | |
Аксар Чунтупай // 2572.95.2309
2013.04.02 22:54 | |
Пире Тутар Республикин Пăва районĕнчи Тури Лащи шкулĕнче вĕренекенсем вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Шел пулин те, аслă классенче вĕренекенсем сахал. |