Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Ҫапла пултӑр!» иккӗмӗш кӑларӑмӗ

Аçтахар Плотников25.12.2012 21:1937992 Пурĕ пăхнă

Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Игорь Сайман // 1945.92.3579
2013.01.02 18:36
Тимер, курнă эп ачисем чăвашла пĕлнипе мухтанакан хула чăвашĕсене... ПАТНЕРЕХ ПЫРСА ПăХСАН чăн-чăн лару-тăру урăхларах иккенне ТŸРЕХ туйса илетĕн. Хăшĕн-пĕрин,чăн та, пĕчĕккĕ чухне калаçкалаççĕ пек. Ÿсерехпе пурпĕрех сивĕнеççĕ, мĕншĕн тесен çил ăçталла вĕрнине туйса илеççĕ.
2013.01.02 19:18
Аçтахар Плотников
«"Çулталăк çынни - 2012" палăртакан ыйтăма 200 çын та хутшăнайман иккен.»
Унта «Ирĕклĕ сăмах» вулаканĕсем çеç хутшăнма пултарнă. Тата Çĕнĕ Çул уявĕнче ирттернĕ. Çак условисенче 130 çын хутшăнни те йĕркеллĕ. Ман шутпа.
Игорь Сайман // 1945.92.3579
2013.01.02 19:58
Admin:"130 çын хутшăнни те йĕркеллĕ."

МАЛАРАХ ПĔЛТЕРМЕЛЛЕ ПУЛНĂ...
2013.01.02 21:38
Аксар Чунтупай
Çемьере чăваш чĕлхин шăпи çинчен шухăшлакан пур-ши? Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине ялан çăмăл çулпа пурăнма телей пиллет, мĕншĕн тесен çамрăка чăваш пулма пурнăçра ай-яй йывăр...
Вăт, хула ачи мĕншĕн чăвашла калаçмасть? Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе вăл хăйĕн пурнăçне малалла ярĕ-и - пĕлмест... Вырăс чĕлхи вара уншăн пĕтĕм тĕнче чĕлхи...
Игорь Сайман // 3643.31.2783
2013.01.02 21:59
Тимер, тутарсемпе чеченсене аса илетĕр-ха та, анчах вĕсен те проблемăсем мăй таран. Ыйтса пăхăр Алсуран(Сафина-Абрамова), Земфираран(Рамазанова) е "Голос" конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен(Гарипова тата Каримуллина). Мĕнле чĕлхепе калаçса ÿснĕ вĕсем?
Тимер // 3507.80.6853
2013.01.03 21:36
Игорь Сайман.Ачасем чăвашла пĕлни пирки ьухтаннине санран пĕрремĕш хут илтетĕп.Паллах, чăвашла калаçтарма килте питĕ йывăр.Анчах та вĕсем чăвашлăхшăн трибуна çинчен кăшкăракан ачисем пек:"скажи по русски"темĕç.
Тимер // 3507.80.6853
2013.01.03 21:44
Чеченсемпе тутарсен те мăй таран пулсан-эпир вара пĕтнĕ халăх.Халăх поэчĕн писателĕн ачисем халăхăн чĕлхине пĕлменни вăл чăвашăн кăна.Алсупа Земфира вара маншăн авторитет мар.Киркоров та.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.04 10:28
Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ, И.Сайман? Эсĕ те ытлашши тăнлă, е ... . Пирĕн чăваш çыравçисене, поэчĕсене, артисчĕсене, Юрăçисене тата тĕрлĕ шайри вĕрентекенсене нумайрах ача тăван чĕлхепе вĕренни кирлĕ пек, анчах та пурнăçра пачах урăхла. Вĕсен пурте Бизнесра кăна: ЧНК куштанĕсем пекех.
Атнер // 4292.35.8506
2013.01.04 11:34
Якур питĕ тĕрĕс калан.Эсĕ асăннă çынсем вĕсем ухмахсем мар.Ачисене пустуй чăвашла вĕрентсе нушалантармаç.Мĕн парать вăл?-теç.Эпир кăна ухмахсем чакаланатпăр чăвашлăхшăн.Лайăх-и япăх-и чăвашлах калаçтарма тăрăшатпăр чи малтан тăван килте.
Игорь Сайман // 3948.30.0131
2013.01.04 18:42
Ачасене килте чăвашла вĕрентмелле мар теместĕп эпĕ. Вырăс чĕлхине патшалăх "урса кайса" вĕрентет, чăваш чĕлхине - унчченхи инерципе çеç. Пурнăçри ытти вырăнĕсем тĕлĕшпе те çавах. Çакнашкал япалана ТАН МАР КОНКУРЕНЦИ теççĕ. Кунашкал "кĕрешÿре" хăшĕ çентерес пек туйăнать?

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj