Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Прохоров та республикӑсене пӗтересшӗн...

Аçтахар Плотников27.10.2012 18:1618302 Пурĕ пăхнă
Вӑт мӗнпе республикӑсем вырӑссене чӑрмантараҫҫӗ-ха? Мӗн япӑххи? Нивушлӗ шовинизм текенни вӗсен ҫав териех пысӑк?
Сӑмахӑм ман Прохоров каланӑ сӑмахсем пирки. Унӑн шухӑшӗпе республикӑсене пӗтерес пулать — вӗсем, имӗш, экономикӑпа туслӑ мар, эффекливлӑ ӗҫлемеҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсене влаҫ тытӑмне пухаҫҫӗ иккен. Жириновскийрен ун пек сӑмахсем илтме яланах пулать, Прохоров та ҫапла сӑмахлать пулсан — чӑн та влаҫ ҫак еннелле туртӑнать пулас?
Ыйтас килет: мӗн ытти регионсенче апла мар-им? Тӑванӗсемпе пелӗшӗсене влаҫа чӗнмеҫҫӗ-им? Ак Чулхуланах илес — унта та тусӗсем, тӑванӗсем малта. Урамӗсем ҫуп-ҫаплӑ, «беспредел» текенни питӗ вӑйлӑ. Шупашкарта, сӑмахран, тьфу-тьфу та, ҫурт лартас шухӑшлисем ҫуртсене ҫунтармаҫҫӗ пулсан — Чулхулара кашни эрнере чӗртеҫҫӗ. Айӑплине никам та тупаймасть... Пыратӑн вара урамсем тӑрӑх — пӗр кӗлленнӗ ҫурт, юнашар тепри... Хитре ҫуртсене те шеллемеҫҫӗ. Укҫа-тенки енчен, паллах, вӗсем вӑйлара-а-ах, унта тупӑшмалли те ҫук. Ҫавнашкалли ытларах илӗртет-ши вара?
Республикӑсене пӗтерсе пирӗн пек чӑвашсем вара мӗн, ЧНК шайне анса ларса Акатуйсем ҫеҫ ирттерме тивӗ-и? //Чӗлхене те пусмӑрлаҫҫӗ. Пушкӑртра, ав, патшалӑх чӗлхине кам вӗренес текенсене кӑна вӗрентесшӗн... Ҫак шухӑша ытти республикӑсене сарсан — тулать те ӗнтӗ вӗсен ӗмӗчӗ: пурне те пӗр чӗлхепе калаҫтарасси. Чӗлхене мансан вара — ӑҫта унта чӑваш культури юлтӑр?
Пӗтӗмлетсен — Прохоров шухӑшӗпе чӑваш культури пур чухне укҫа-тенкӗпе эффективлӑ усӑ курманнине палӑртать пулас.
Эх... халӗ те «чурасем лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ» текен шухӑш вырӑс пуҫӗнчен сирӗлмест (вӗсем темиҫе ӗмӗр крепостной правӑпа пурӑннӑ та, самай вӑйлӑ тымар янӑ пулас...).
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микулай // 2688.45.2796
2012.10.28 17:46
Прохоров- тепĕр Жириновский.Унран,унăн партийĕнчен нимĕн лайăхине кĕтмелли çук...
Микулай // 2688.45.2796
2012.10.28 19:57
Демократи çинчен сÿпĕльтетрĕ,сÿпĕльтетрĕ...Анчах,унăн "демократийĕ" те ЛДПР парнинчен нумай уйрăлса тăмасть иккен.Халăхсене çаратакан,пусарса хуракан машинăна вăл тата вăйлăлатса ярасшăн çеç.
2012.10.29 20:56
Аксар Чунтупай
Прохоров наци автономине пĕтересси пирки ним те каламан, тăвансем... Регионсене пысăклатса вĕсене экономика енчен эффективлăрах тăвасси пирки сăмах пырать... Экономикăсăр Российăн та пуласлăх çук... Чăваш пирки вара каламалли те çук... Эпир Российăсăр пуш вырăн çеç... Глобализациленнĕ саманара пире пысăк акулăсем (Америка йышшисем) çăтса кăна ярĕç...
Микулай // 2688.45.2796
2012.10.29 22:55
Ак кунта,вара,мĕн тесе çыраççĕĕ:http://total.kz/politics/2012/10/27 ... ov_prizval_likvidir/
Тимер // 5574.4.5423
2012.10.30 17:07
Жириновский пÿтсĕрри каламасăрах паллă. Прохоров пирки васкар мар-ха.Хамăрăн чăваш депутачĕсемех Республикăмăра ПРЕЗИДЕНТ кирлĕ мар тесе Мускав умĕнче пуç тайрĕç.
2012.10.30 18:20
Аксар Чунтупай
Тĕрĕс, Тимĕр! Прохоров пек çĕнĕ çынсем. тен, наци политикине çĕнĕ сĕм кĕртĕç... Пурне те шанчăкран кăларар мар!
2012.10.30 18:22
Аксар Чунтупай
Микулай, казахсен прессине итлесен тем те шутласа кăларма пулĕ... Пÿрнерен ĕмсе кăларар мар!
Игорь Сайман // 9692.7.5056
2012.10.30 20:11
Вырăс демократийĕ наци ыйтăвĕ патне çитсен вĕçленет... Çак сăмахсене кам каланине пĕлетĕр-и? Вăл - Украинăри Тĕп Радăна(1917-мĕш çул) никĕслекенсенчен пĕри Володимир Винниченко.
Жириновский, Прохоров текелетпĕр... Коми-Пермяк автономи округне, авă, вĕсен "пулăшăвĕсĕрех" пăрахăçларĕç.
Игорь Сайман // 2689.72.0031
2012.10.30 20:50
Тăвансене явăçтарни пирки... Михаил Прохоровăн аппăшĕ(е йăмакĕ-ши?) пур. Ирина ятлăччĕ пулас. "Новое литературное обозрение" журналта ĕçлет тетчĕç-и? Ну, малалла мĕн калас тенине хăвăрах чухлатăр...

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj