Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Прохоров та республикӑсене пӗтересшӗн...

Аçтахар Плотников27.10.2012 18:1618303 Пурĕ пăхнă
Вӑт мӗнпе республикӑсем вырӑссене чӑрмантараҫҫӗ-ха? Мӗн япӑххи? Нивушлӗ шовинизм текенни вӗсен ҫав териех пысӑк?
Сӑмахӑм ман Прохоров каланӑ сӑмахсем пирки. Унӑн шухӑшӗпе республикӑсене пӗтерес пулать — вӗсем, имӗш, экономикӑпа туслӑ мар, эффекливлӑ ӗҫлемеҫҫӗ. Хӑйсен тӑванӗсене влаҫ тытӑмне пухаҫҫӗ иккен. Жириновскийрен ун пек сӑмахсем илтме яланах пулать, Прохоров та ҫапла сӑмахлать пулсан — чӑн та влаҫ ҫак еннелле туртӑнать пулас?
Ыйтас килет: мӗн ытти регионсенче апла мар-им? Тӑванӗсемпе пелӗшӗсене влаҫа чӗнмеҫҫӗ-им? Ак Чулхуланах илес — унта та тусӗсем, тӑванӗсем малта. Урамӗсем ҫуп-ҫаплӑ, «беспредел» текенни питӗ вӑйлӑ. Шупашкарта, сӑмахран, тьфу-тьфу та, ҫурт лартас шухӑшлисем ҫуртсене ҫунтармаҫҫӗ пулсан — Чулхулара кашни эрнере чӗртеҫҫӗ. Айӑплине никам та тупаймасть... Пыратӑн вара урамсем тӑрӑх — пӗр кӗлленнӗ ҫурт, юнашар тепри... Хитре ҫуртсене те шеллемеҫҫӗ. Укҫа-тенки енчен, паллах, вӗсем вӑйлара-а-ах, унта тупӑшмалли те ҫук. Ҫавнашкалли ытларах илӗртет-ши вара?
Республикӑсене пӗтерсе пирӗн пек чӑвашсем вара мӗн, ЧНК шайне анса ларса Акатуйсем ҫеҫ ирттерме тивӗ-и? //Чӗлхене те пусмӑрлаҫҫӗ. Пушкӑртра, ав, патшалӑх чӗлхине кам вӗренес текенсене кӑна вӗрентесшӗн... Ҫак шухӑша ытти республикӑсене сарсан — тулать те ӗнтӗ вӗсен ӗмӗчӗ: пурне те пӗр чӗлхепе калаҫтарасси. Чӗлхене мансан вара — ӑҫта унта чӑваш культури юлтӑр?
Пӗтӗмлетсен — Прохоров шухӑшӗпе чӑваш культури пур чухне укҫа-тенкӗпе эффективлӑ усӑ курманнине палӑртать пулас.
Эх... халӗ те «чурасем лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ» текен шухӑш вырӑс пуҫӗнчен сирӗлмест (вӗсем темиҫе ӗмӗр крепостной правӑпа пурӑннӑ та, самай вӑйлӑ тымар янӑ пулас...).
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2012.10.30 20:57
Аçтахар Плотников
Ну ара, хăйсенне курмаççĕ вĕт... Леш, ют çын алиинчи кукăль тутлăрах туйăнни пекех вăл. //ак паян тата Питĕрти «Зенит» стадион пирки вуларăм. Наци республикинче пулса иртментенех ĕнтĕ ку проект «тĕнчери чи хаклă стадион» пулса тăнă.
2012.11.03 03:42
Аçтахар Плотников
Ингушети область пулма хирĕç мар пирки пĕлтернĕ...
Владимир // 4149.56.8274
2012.11.04 21:28
Ингушети облаç пулма хирĕç мар тесе ăçта пĕлтернĕ-ши, вуласа
пăхмаллачĕ.
Владимир // 4149.56.8274
2012.11.04 21:45
Нивушлĕ вĕсем сутăнчăксем, Кадыровран та эпĕ кĕтменчĕ, Раççейра пĕр президент кăна пулмалла тесе каласса, анчах та çав сăмахсем республикăсене аял шайа антарса лартаççĕ пулас.
2012.11.04 23:40
Аçтахар Плотников
http://mohmad-bharxo.livejournal.com/576521.html — кунта сăмахран.
Игорь Сайман // 3928.06.0297
2012.11.05 08:58
Ман шутпа, республикăсен пуçлăхĕсене тахçанах "алла илнĕ". Вĕсен хушшинче хăйсен халăхĕсене хÿтĕлеме пултаракансем юлман. Евкуров каланă шухăш çакăн пекрех:область пулса тăма хатĕр, анчах ыттисенчен маларах мар, - пĕр йышпа, пурте пĕрле. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет.
2012.11.05 12:06
Аçтахар Плотников
Мускав политики пулас вăл — кашни пуçлăха мĕнпе те пулин сутăнтараççĕ: Кадыров президентсене пĕтерчĕ, тепри — чĕлхесене патшалăх чĕлхинчен кăларĕ, виççĕмĕшĕ — республикăсенчен облаçсене туса хума хатĕр. Мускав хушать те — вĕсем пурте пурнăçлама хатĕр :(.
2012.11.05 12:34
Аçтахар Плотников
Ĕненессĕм килмест, анчах чăн та Путин хăй патшара ларнă вăхăтра республикăсене тĕп тăвасшăн курăнать. Настрадамус та усал патша 24 çуллăха килнĕ тесе çырать пулсан — çав Шуйттансен патши (пусмăрлакан патша) — Путинах пулас. Пирĕн ăна тепĕр 12 çул чăтмалла. 5 çул — чи йывăрри пулĕ...
Игорь Сайман // 1359.81.9506
2012.11.05 13:23
В.В.Путинăн Указĕ пур. Чăваш Енĕн тата Шупашкарăн юбилейĕсене кĕтсе илесси пирки(2019 тата 2020 çулсем). Пĕтересех тесен çав вăхăтчен те кĕтмĕç. Вăйра тăракан Указа та пăхса тăмĕç. Ас тăвăр:Шупашкарта паян Президент бульварĕ пур(тьху,тьху!), Президент çук.
Владимир // 6687-8682
2012.11.06 19:09
Прохоровăн сăмахĕсем: "мы сами своими руками" создали внутренние границы, "национальное гетто, где местная коррумпированная власть угнетает и грабит наших людей, причем всех национальностей"."Не лучше ли честно сказать, что данная сталинско-ленинская система уже больше не эффективна в условиях двадцать первого века",

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj