Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци политики кирлӗ

Аçтахар Плотников21.10.2011 12:0319063 Пурĕ пăхнă
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем. Чӑваш чӗлхи мӗн шайра пулмалла? Чӑваш Ен тата ун халӑхӗн интересӗсене епле хӳтӗлемелле. Чӑваш культурине епле майпа Раҫҫей е тӗнче шайне кӑларасси. Хӑш вырӑнта чӑвашӑн вырӑнӗ — ҫӗрулми кӑларакан уйра е хулари пысӑк технологиллӗ компанинче? Чӑн та, пӑхатӑн та чӑвашлӑх ҫине — хуйхӑ кӑна. Ун тӑрӑмӗ хальхи вӑхӑтра инкеклӗ те мар — хӑруш пысӑк инкекре (ҫамрӑксем чӑвашла калаҫманни, хуласемпе райцентрсенче калаҫу чӗлхи вырӑс чӗлхи пулни [вӑл юнашар ялсене те витӗм парса тӑни] пирки калаҫу та ҫук. Чӑваш чӗлхишӗн влаҫрисем кӑшт тӑрӑшни курӑнать пулин те вӑл ытла та пӗрчӗн-пӗрчӗн курӑнать /шыв ӗҫес тӗлӗшпе ҫырмари ҫӑла витрепе каяс вырӑнне курка ҫӗклесе кайниех/). Тутарсемпе е пушкартсемпе танлаштарсан пирӗн халӑхӑн наци туйӑмӗ ытла та хавшак. Мӗн калӑн, ҫармӑссемпе ирҫесем те ку тӗлӗшпе самай вӑйлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ. Чӑвашшӑн хӑй чӑваш кӑна тӑрӑшайрать — тутарӗн, вырӑсӗн, ҫармӑсӗн хӑйсен интересӗсем, вӗсен хӑй халӑхӗсем пирки шухӑшламалла. Наци политики пирки шухӑшлама вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ — ку ыйтупа ӗҫлеме пуҫламаллах.
Ҫакна асра тытмалла: вӑрманти пур йывӑҫран «ай, епле хитре» тесе хурӑна кӑна хӑварсан унашкал вӑрмантан нихҫан та йӗкел кӗтсе илеес ҫук, мӑйӑр та татса сиес ҫук. Тӗрлӗ нацилӗх вӑл пирӗн ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ пулмалла, ӑна аталанма чаракан сӑлтав пек курмалла мар. Вырӑслатас политикӑна (ун пирки уҫҫӑн каламаҫҫӗ пулин те — ҫав япала пурнӑҫланса пырать, ӑна пурте кураҫҫӗ) сивлемелле, пирӗн халӑх чӑваш чӗлхипех калаҫмалла.

Вуламалли
Наци политики кирлӗ
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимер // 5574.4.5423
2011.11.03 21:28
Политикăна политиксем тăваççĕ.Сăмахран-депутатсем.Пĕтĕм информаци хатĕрĕсем урса кайса пĕр партине 60 процент пухтарасшăн.Курăпăр халăх ăнланĕ-и çакна.
Серте Унтри // 8482-2914
2011.11.05 13:19
Читаю Ваши посты и диву даюсь. Лишь бы ничего не делать, давай им только возможность про ущимление языка и в грудь себе бить дай.
Пачками, пачками валят из Чувашии от невыносимой жизни.
Надо что то делать ребята!
2011.11.06 14:01
Аксар Чунтупай
Серте Унтри! Хăв вара мĕн тăвасшăн эс - кала? Çынсем çине ан йăвантар, тархасшăн.
Елена // 2016.92.7056
2011.11.06 15:44
Чĕлхене хĕснĕ пирки кăн сăмах пымасть, пире, чăвашсене, мĕн пĕчĕкрен хамăртан вăтанма вĕрентни пирки сăмах пырать. Тăван чĕлхерен писнĕ çынна тăван çĕршывра мĕн тытса чартăр? Хăть мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ, хваттер, ĕç пар ăна – вăл çав-çавах лайăхрах вырăн шырĕ. Тăван халăхран сивĕтме çăмăл – тавăрма май çук та пулĕ.
Елена // 2016.92.7056
2011.11.06 15:44
Пирĕн чăваш чĕлхи 9-мĕш класс таран кăна кирлĕ, кайран вара – никама та кирлĕ мар!!! Кайран вара çын пулас тесен Чăваш ен тулашĕнче вĕренмелле, ĕçе вырнаçмалла, пурăнасса та кунта маар, урăх çĕрте пурăнмалла. Качча илес пулсан кăна чăваш хĕрĕ кирлĕ – вăл чăтăмлăрах…
ТИМЕР // 5574.4.5423
2011.11.06 17:48
ХУЛАРА ПУР "КĂМАЖА"ЛАВКА. РЕКЛАМИНЕ ÇЫРНĂ ЧĂВАШЛА:"ИРТСЕ КАЙНĂ ЧУХ КĔРСЕ ТУХ". ХУÇИ ЧĂН=ЧĂН ПАТРИОТ-АДЕР НИКОЛАЙ МИХАЙЛОВИЧ. ТЕК УН ПЕКИ ХУЛАРА ÇУК ПУЛМАЛЛА.
Вол // 1306.99.0281
2011.11.06 18:51
Адёр Николай Михайловича пĕлетĕп. Ÿссе çитĕннĕ ялне миçе çул ура çине тăратасшăн. Пысăк тав ăна. Шанчăклă, тÿрĕ, таса çын пек туйăнать.
ZHENYA-VANYA // 2392.26.8589
2011.11.09 09:19
Хорошо когда ты знаешь два языка употребляемых в повседневной жизни. К сожалению сейчас даже в деревнях некоторые родители своим детям не прививают чувашский считая его не перспективным.
Хотя сами отлично говорят на чувашском.
Национальная политика нужна, хотя бы чтоб сохранить культуру.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.09 18:58
Халăх курать:пĕр министр е депутат канашлусенче чăвашла калаçмасть.Ăçтан пултăр чĕлхен перспектива. Пĕр Тымарлан кăна кашни утăмра чăвашла кăна калаçать.КĔРЕШЕТ ЧĔЛХЕШĔН.
Васса // 7784.1.8101
2011.11.10 17:27
Тимĕр, эс пĕр Тымарланна çеç пĕтĕм çĕрте мухтан, урăх никама та пĕлместĕн пулмалла, хуть чăваш чĕлхине вĕрентекенсем çинчен пĕр ашă сăмах каласчĕ....

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj