Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

: Ҫывӑратпӑр! юлташсем! ҫывӑратпӑр!

11.10.2011 19:197934 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Ҫӗр-шывра тӗлӗнмелле событисем пулса иртеҫҫӗ. Кавказран килнӗ вӗри ҫынсене ”маргиналсене” чӑтма пӑрахрӗҫ. Унта та кунта хӗне пуҫларӗҫ. Чӑнахах та, мӗншӗн вӗсене хисеплемелле. Сӑлтавӗ ҫук! Вырӑнти ялан кунта пурӑнакан ҫынсене хисеплемеҫҫӗ, хӗрсене мӑшкӑлаҫҫӗ! 100: криминалпа ҫыхӑннӑ ӗҫре ӗҫлеҫҫӗ. Мускавра тата ытти хуласенче, вообщем, тӗрӗс тӑваҫҫӗ! Вӗсене пӗтӗмпех сӳслентерсе, хӗнесех тӑмалла. Йӗркине пӗлччӗр! Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Анчах камсем. Вӗсем, вырӑс националисчӗсем.
А пирӗн чӑваш националисчӗсем пур-и вӗсем. Эпӗ, тен, вӗсене курсах кайаймастӑп. Анчах, шел пулин те, илтетӗп.
Пирӗн пурнӑҫра интереслӗ пулӑмсем пула пуҫларӗҫ.

Пӗрремӗшӗ, Кавказран килнӗ ҫынсем Заливра пӑшал персе ташлаҫҫӗ. Кам вӗсене чарать. Никам та.
Иккӗмӗшӗ, хула варринче хула ачисене ”читай обрусевший чуваш” Кавказ ачисем хӑраҫҫӗ. Макдоналдс патӗнчи вырӑна тата хамӑр залива эпир кӗртместпӗр.
Виҫҫӗмӗшӗ, студгородокра 60 ытла Кавказ студенчӗсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем каллех пирӗн йӗркесене пӑхӑнмасӑр , хӑйсен туй йӗрки тӑвасшӑн. Патӑрьел тата Елчӗк ачисене пула ҫеҫ чӑваш йӗрки тытӑнкаласа тӑрать.
Тӑваттӑмӗшӗ, телевиденипе питӗ интереслӗ сюжет кӑтартрӗҫ. Пӗр хула ачи «нацменьшинство долой!» тесе подъездсенче ҫырса ҫӳренӗ. Вырӑсланнӑ чӑваш ачи! Анчах тепӗр 4-5 ҫултан вӗсем пире тӑван хуларан ялсене хӑваласа ямаҫҫӗ-и.!? Пурӑнар вара хисеплӗ чӑвашсем ҫӗр улми ҫисе!
Пӗтӗмӗшле ҫавӑн пек. Кӑштах хаярланмалла, хамӑра кӳрентерме памалла мар! Хамӑра хамӑр хтӗлмасен пӗтетпӗр вит.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Васса // 3687.2.0757
2011.10.12 18:15
Эсир хуларан хăваласа ярасран ытларах хăрани сисенет,эх,мĕнле юратмастăр вĕт-ха эсир ялта пурăнма, машинăрсене апат-çимĕç тултарса кайнă чухне те юратмастăр пулмалла
2011.10.13 18:50
Аксар Чунтупай
Васса, ку çынна хăртма кирлĕ мар, вăл "по делу" калать. Сан шухăшу вара пит ансăр, хапха алăкĕнчен мала каймасть...
2011.10.13 19:29
Аксар Чунтупай
Халь ялта та магазин апачĕпе пурăнаççĕ. Ĕçлеме пăрахрĕ ял...
2011.10.13 19:30
Аксар Чунтупай
Пенси илеççĕ те - лавккана чупаççĕ...
Атл // 3784.52.0854
2011.10.14 05:12
Çĕрулми,пăрушка ÿстерекен кирлĕ ялта -Заливра пăшал персе ташлакансене сутма(вырăссем мар вĕсем - сăпкара сиктерĕç).Маннă халх мнь курнине,кам енче çăлăннине.
Вол // 9720.1.8812
2011.10.15 14:19
Вырăс çумĕнче тутартан çăлăннине чăваш хăвăрт манать пулас.Заливра пăшал пенине полици пĕлет пулĕ ха. Закон пирки калаçатпăр пулсан, закона пăхăнас пулать.
Елена // 5259.3.1472
2011.10.25 22:02
Çывăрасса çывăрмастпăр-ха, куçсене ÿçнă, анчах пуç çĕклеме хăратпăр. Пирĕн пурин те авторитет, ят, ĕç, … Ыттисем мĕн каласси тата хăратать
Тимер // 5574.4.5423
2011.10.27 08:31
Эльчĕк маттурĕсене пуç тайатăп.Вĕсем 90мĕш çуленчех хăйсене хисеплеттерме пултарнă хулара.Студгородок паян та вĕсен аллинче.Хăйсем тата чăвашла кăна калаççаççĕ.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj