Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?». Вырӑсла предложение тӳрремӗн куҫарнӑ ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара пенсие тухас ҫула ӳстермелле маррипе килӗшетӗр-и? темелле ҫеҫ пулнӑ. «Хӑвӑрӑн хурава ыйтуран пушӑ клеткӑна ҫырса хурӑр» тенинех епле кӑткӑслатса янӑ. «Хурава ыйтӑвӑн пушӑ тӑваткалне ҫырӑр» — тени самай кӗскерех те ӑнланмалларах.
Тата вырӑслинче «Да», «Нет» хуравлама пулать пулсан, чӑвашлинче вӑрӑммӑн ҫырмалла — «Килӗшетӗп», «Килӗшместӗп». «Аха», «Ҫук» теме юрамасть. Ман хӑна калашле чӑвашлинче те «Да», «Нет» тесе ҫырма ҫеҫ ирӗк панӑ терӗ.
Ҫавах, ку ӗҫпе ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калас килет. Вырӑслине хатӗрленӗ май чӑвашлине тума та вӑхӑт тупнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Паллах, килĕшмелле! Çĕршыва çаратса пĕтерчĕç едроссем, эпир вара пĕчĕк ĕс укçипе аран=аран саплаштарса пурăнатпăр (харпăрлăха ярса илнисенчен ытларах вăй хуратпăр пулин те...)
Коммунистсем - Раççей империне калле пуçтаракансем. Мухтав вĕсене! Пурте хамăр сасса коммунистсемшĕн парар! Еврейсене, Америке сутăнакан партишĕн сасăлакан суйлавçă чăнах та тем çитмен çын пек туйăнать.