Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?». Вырӑсла предложение тӳрремӗн куҫарнӑ ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара пенсие тухас ҫула ӳстермелле маррипе килӗшетӗр-и? темелле ҫеҫ пулнӑ. «Хӑвӑрӑн хурава ыйтуран пушӑ клеткӑна ҫырса хурӑр» тенинех епле кӑткӑслатса янӑ. «Хурава ыйтӑвӑн пушӑ тӑваткалне ҫырӑр» — тени самай кӗскерех те ӑнланмалларах.
Тата вырӑслинче «Да», «Нет» хуравлама пулать пулсан, чӑвашлинче вӑрӑммӑн ҫырмалла — «Килӗшетӗп», «Килӗшместӗп». «Аха», «Ҫук» теме юрамасть. Ман хӑна калашле чӑвашлинче те «Да», «Нет» тесе ҫырма ҫеҫ ирӗк панӑ терӗ.
Ҫавах, ку ӗҫпе ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калас килет. Вырӑслине хатӗрленӗ май чӑвашлине тума та вӑхӑт тупнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Çителĕклĕх укçара çеç мар пулĕ,тусăмăрсем. Мул ыйтăвĕпе "Хыпарсем" çине кĕместпĕр пулĕ. Ман шутпа çынпа çын уççăн хаçат страницинче калаçма пултарни те çителĕклĕхе çывхарнине пĕлтерет. 21çул каялла çак май пурччĕ -и?
Уççăн калаçасси вăл çынран килет. Эп 21 çул каялла та çавăн пекех уççăн калаçнă, хам коммунистсен партийĕн ретĕнче пулнă пулсан та (халĕ нимĕнле официаллă партинче те мар ĕнтĕ, тăван халăх партин членĕ çеç...). Тата уççăн калаçнине "демократсен" (хăйсем демократ та мар-ха!) демагогийĕпе çыхантарма кирлĕ мар.
ЦИК раскрыл доходы кандидатов в депутаты от «Единой России», в том числе и Дмитрия Медведева. Средний годовой заработок претендентов колеблется вокруг 2 млн рублей, но в списке немало и очень состоятельных бизнесменов. Как заявил газете ВЗГЛЯД один из кандидатов, «это серьезные люди, которые отвечают не только за себя, но и за тех, кто у них работает»