Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto nkirillova

Никита Бичурин. Кам вӑл?

  17.09.2021 13:35 | 7007 Пурĕ пăхнă

Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.

Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет.

Далее...

 

Эстони чӑвашӗсем патӗнче

  06.07.2021 15:36 | 3434 Пурĕ пăхнă

Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,

Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.

Петӗр Хусанкай

 

2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те.

Далее...

 

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе…

  22.06.2021 13:37 | 4031 Пурĕ пăхнă

… 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак тарана ҫити, 80 ҫул, хӑрушӑ инкеклӗ вӑрҫӑн ахрӑмӗ халь те ырату туйӑмӗпе чунсене витерет…

2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр.

Далее...

 

Театроведени науки. Чӑвашсене кирлӗ-и вӑл?

  08.06.2021 11:04 | 3496 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалхи ҫурла (август) уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче театроведени науки пуҫланса кайни 55 ҫул ҫитет. Уяв, теес килет те, калама вара хал ҫитмест.… Театроведени науки ХIХ-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Германире пуҫланса кайнӑ. Берлин университетӗнче литература уйрӑмӗнче ӗҫлекен Макс Герман ҫӗнӗ наука — театроведени науки — шутласа кӑларать. Унччен театрсенчи спектакльсене пьеса енӗпе пахаланӑ, пьеса — спектаклӗн тӗп шӑнӑрӗ шутланнӑ. Театрта лартакан спектакльсене хакласа Макс Герман литературовед хӑй статйисенче пьесӑпа спектакль хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑхсене палӑртать.

Далее...

 

«Шуйттан чури». Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ

  26.05.2021 21:52 | 5014 Пурĕ пăхнă

«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ.

Далее...

 

«Инкеклӗ телей» тата «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ»

  14.05.2021 13:39 | 4311 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, [2]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)