Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Vitrodionov


Ҫеҫпӗл Мишшин юлашки кунӗсем

  15.06.2022 16:43 | 971 Пурĕ пăхнă

(Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗренпе 100 ҫул иртнине асӑнса)

 

«Асап тӑвӗ ҫине ҫаруран...»

Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ ‑ ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану ‑ ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А.

Далее...

 

Чӑваш ятпа тухнӑ малтанхи пуп тата вӗрентекен

  13.06.2022 22:24 | 1496 Пурĕ пăхнă

(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)

Тӑван килӗнчен Ломоносов пек тухса тарнӑ чӑваш ачи

Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н.

Далее...

 

«Хӗҫ тӗк хӗҫ пултӑр, Ҫӗпӗр тӗк – Ҫӗпӗр»

  19.05.2022 14:33 | 1073 Пурĕ пăхнă

(180 ҫул каярах Шурча вӑрҫи пулса иртнине аса илсе)

 

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑваш хресченӗсем вырӑнти туре-шарана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗренпе шӑп та лӑп 180 ҫул ҫитрӗ. 1942 ҫулта, Шурча вӑрҫин ҫавра ҫулӗнче, Чӑваш патшалӑх издательстви тӗрлӗ архивсенче упраннӑ хутсене пуҫтарса «Восстание чувашского крестьянства в 1842 года» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Унта кӗнӗ 115 документ 1842 ҫул тӗлнелле чӑвашсем тӳсекен кропостла тата наци пусмӑрӗ тӳсме ҫук вӑйланса ҫитнине лайӑх кӑтартса парать (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне кунта кӗскетсе пичетлетпӗр).

Далее...

 

Спиридон Михайлов (Янтуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсенчи ҫивчӗ ыйтусем

  16.12.2021 16:34 | 1760 Пурĕ пăхнă

Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт.

Далее...

 

Чӑваша чӑваш пулса юлма мӗн кирлӗ?

  10.11.2021 12:05 | 2956 Пурĕ пăхнă

Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?

Далее...

 

Чӑваш киновӗ кирлех!

  18.10.2021 16:22 | 2309 Пурĕ пăхнă

Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»

Пуҫа вырнаҫма пултарайман идиотлӑх!

Далее...

 

Охатер Томеев — чӑваш чӗлхине хӳтӗлекенӗ

  16.11.2020 18:49 | 5310 Пурĕ пăхнă

(Охатер Томеев ҫуралнӑранпа 320 ҫул ҫитнине асӑнса) 

Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ.

Далее...

 

Чӑвашӑн харкам ӑнӗ аталанни

  22.04.2020 23:37 | 4636 Пурĕ пăхнă

(XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗ)

1905‑1917 ҫулсенчи политика юхӑмӗсем

Чӑваш халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусене виҫӗ паллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарса пӑхма пулать: чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫейӗн пӗр пайӗ пулса тӑнипе (1551), чӑваш ҫынни православи чиркӗвӗн тӗнне куҫнипе (XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсем) тата Раҫҫейре патша йӗркине пӑрахӑҫа кӑларнипе (1917). Ку статьяра эпир, тӗпрен илсен, юлашки паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки калаҫӑпӑр.

XIV ӗмӗрте пӑлхарсем (ун чухне вӗсем хӑйсене пӳлер тенӗ пулас) тӗн енчен икӗ ушкӑна пайланса каяҫҫӗ: пӗсӗрменсем (мӑсӑльмансем) тата ҫӑваҫсем (халӑх тӗнне уякансем, каярах тутар чӗлхин витӗмӗпе чӑваш тесе калама пуҫлаҫҫӗ).

Далее...

 

Халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрне манас марччӗ

  22.08.2019 16:02 | 4173 Пурĕ пăхнă

Ярухха Витти ҫырнӑ «Куншӑн намӑс пулмалла, е Никифор Мраннька ҫыравҫӑ вил тӑприйӗ ҫинче» статьяна (Тӑван Атӑл. 2017. №) вуланӑ хыҫҫӑн чунӑм хытах пӑлханса илнӗччӗ. Ҫыравҫа хӑй вӑхӑтӗнче аванах пӗлнӗрен (1970 ҫулта эпир, пӗрремӗш курс студенчӗсем, унпа Куславкка районӗнчи Муркар ял клубӗнче тӗл пултӑмӑр, ун чухне ӑна халалласа эпӗ сӑвӑ та хайланӑччӗ), ҫыравҫӑмӑр вил тӑпри юхӑнса кайнишӗн хама та айӑплӑн туйрӑм. Эпир астумасан, вӑл ҫырнӑ, ҫуралнӑ е пурӑннӑ вырӑнсене упрамасан камах тутӑр-ха ҫак сӑваплӑ ӗҫсене?

Далее...

 

Чӑвашла калав ҫырса пӗтӗм тӗнче шайӗнче ӑмӑртма йыхравлатпӑр!

  24.06.2018 10:14 | 5864 Пурĕ пăхнă

2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗ пулать

 

«Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ» (ҪИП) юридици сӑпачӗ йӗркелемесӗр ӗҫлекен Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑх пӗрлӗхӗ (штаб-хваттерӗ Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, ертӳҫи Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑхӗсен докторӗ) «Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ» юридици сӑпачӗ йӗркелесе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери халӑх пӗрлӗхӗпе пӗрле (штаб-хваттерӗ Турци Республикин тӗп хулинче Анкарара вырнаҫнӑ, ертӳҫи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ӑслӑхӗсен докторӗ) 2018 ҫулта калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери 5-мӗш ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрне ирттересси ҫинчен пӗлтерет.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru