Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Лайăх тесен те ытлашши мар, господин комиссар!
Надежда Прохорова амăшĕ çитрĕ.
— Вара?
— Хĕрне ӳкĕте кĕртме килĕшрĕ. Халь иккĕшне курнăçтарма ирĕк патăм.
— Ку чăннипех те ырă хыпар, господин следователь. Вĕсем калаçса татăлнă хыççăнах ман пата шăнкăравлăр!
— Итлетĕп, господин комиссар!
Лаврский телефон трубкине вырăнне çакрĕ те шухăша путрĕ. Уезд тăрăх çӳресе, Шупашкара ире яхăн çеç таврăннă вăл. Пур çĕрте те чухăнсем, вăрçăран таврăннисем пуç çĕклеме хăтланаççĕ. Ĕçе ял пуянĕсем урлă çеç тума тăрăшни çителĕксĕр, хăшпĕр чухне сиенлĕ те. Çакна лайăх пĕлет вăл. Анчах хресченсемпе калаçма пултаракансем çукрах-çке. Натюш хăйсем май çаврăнас пулсан тем пекехчĕ. Чапĕ те, пĕлĕвĕ те пур унăн.
Лаврский пусăрăнса ларайманччĕ, каллех шăнкăравларĕç. Следователь иккен.
— Мĕ-ĕн?.. — итленĕçемĕн тăнлав çинчи тымарĕсем турткаланма пуçларĕç.
— Шел те... Эпир шанни вырăна килмерĕ, господнн комиссар. Амăшĕ хĕрне укĕтĕ кĕртме мар, пушшех çирĕп тăма хушнă. Лешĕ ун сăмахĕнчен тухмăп тесе тупа туна...
— Куç хупмалла выляни çитĕ! Иксĕмĕр калаçнă пек тăвăр! Ăна парăнтараймасан, пире шăпăрпах тасатмалла!
Следователь килĕшсе хуравласан, трубкăна çакрĕ. Лăпланайман пирки каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Тарăхмасăр епле тӳсĕн? Пĕр чăваш хĕрарăмне парăнтараймаççĕ те! Амăшĕ чухлĕ амăшĕ мĕнлерех çирĕп тăрать.
Алăка шаккани канăçсăр шухăша татрĕ.
— Сире Атăлкасси вулăсĕнчен килнĕ арçщинпа хĕрарăм курасшăн, — пĕлтерчĕ тӳре-шарасенчен пĕри.
— Мĕн кирлĕ вĕсене?
— Хăвăра кăна калатпăр терĕç.
Лаврскин йышăнас кăмăл çукчĕ, Натюш амăшĕ килнине тавçăрса, кĕртме хушрĕ.
Ку арçынна таçта курнă пек туйăнчĕ Лаврские. Аса илеймерĕ кăна. Карчăкĕ Натюш амăшши паллах. Ав мĕнле хĕрарăм иккен... Нуши-асапĕ ăна суха хăми пекех кукăртнă та, пуçне пурпĕрех тӳрĕ тытать. Куçĕнче иксĕлми вăй-хăват çиçет.
— Ăçтисем эсир? — Улянасене палламан пек ыйтрĕ вăл.
— Эпир Атăлкасси вулăсĕнчен. Энĕшкассисем...
— Мĕн ĕçпе?
— Ман хĕре Шупашкар тĕрмине илсе килнĕ терĕç.
— Надежда Прохоровăна, господин ваккат... — Уляна шухăшне сыпăнтарчĕ Наум.
Лаврский каллех ним пĕлмен пек тĕпченçи турĕ:
— Эсир камсем пулатăр?
— Эп — унăн амăшĕ.
— Эпĕ халăх уполномоченнăйĕ.
Наум хуравĕ Лаврские усала систернĕн илтĕнчĕ.
— Мĕнле уполномоченнăй терĕр? — ăнланмăш пулса ыйтрĕ вăл.
— Халех кăтартăп, господин ваккат! — приговора сĕтел çине кăларса хучĕ Наум. — Акă вулăр, унта пĕтĕмпех çырнă...
Лаврский хут татăкне аллипе те сĕртĕнесшĕн марччĕ, халăх приговорĕ тенĕрен ирĕксĕрех тытрĕ. Вуланăçемĕн пĕр вĕриленсе те сивĕнсе кайрĕ. Иккĕленмелли çук, энĕшкăççисçм çак хут çине мĕн çырнине чĕрене хурса ал пуснă. Натюша хупнине тĕрĕс мар шутлаççĕ. Ку хыпар ытти ялсене те часах сарăлĕ. Вăхăтлăх правительствăна шанăçран кăларĕ. Лаврский Натюша хупса йăнăшнине ĕненчĕ. Анчах вулăсри йĕркесĕрлĕхсем Натюш пасарта тухса калаçнă хыççăн сиксе тухнине аса илни тата кăларса ярсан вăл пушшех хавхаланса хирĕç тăма пултарасси çемĕçме пуçланă кăмăлне сирчĕ.
— Ну, мĕн каласшăн вара эсир? — терĕ те приговора сĕтел çине пăрахрĕ.
— Ман хĕре халех кăларăр!
— Ийя, господин ваккат. Хăвăрах вуларăр ĕнтĕ, Улянапа иксĕмĕр çеç мар, пĕтĕм Энĕшкасси халăхĕ кăларма хушать. Халăх сăмахĕ мĕне пĕлтерессе эсир пирĕнтен лайăх чухламалла. Халăх ура тапсан — çĕр кисренет тенĕ ваттисем.
Наум юнани Лаврский тӳсĕмне татрĕ. Вăл ăшшăн калаçса çавăрма шутланине мансах кăшкăрчĕ:
— Çитет! Веçех паллă! Эсир нимĕçсен шпионĕ хутне кĕресшĕн!
— Ах, анчах, ырă çын... Кирлĕ мара пакăлтатса ма çăвар пылакне сая яратăр-ши?
— Надежда Прохоровна шпион пулма пултараймасть! — хыттăн тавăрчĕ Наум та.
— Эсир мĕн, унпа пĕрле çӳренĕ-им? Апла сире те хупса лартма тивĕç. Ку таранччен тивмерĕм пулсан, эсир ваттипе шелленĕччĕ.
— Кăлăхах шеллетĕр! Тытăр та хупса хурăр. Вăхăтлăх правительство мĕнешкел ырă иккенне пĕтĕм халăх пĕлсе савăнтăр!
— Чăнах, хупассипе хăратмалли мĕнле йăла вăл? Нивушлĕ патша çамани сирĕлеймерĕ?
Тухса кайăр! — хăйне хăй астăваймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Лаврский.
XVI
Хĕвел кăнтăрла еннелле сулăнсан, хапха умне лав тĕрлеттерсе çитрĕ. Малтанхи милиционерах иккенне палласан, Уляна сехĕрленчĕ. Приговора мăнукĕ çырнине пĕлсе килмерĕç-ши?..
— Ах анчах, хĕрĕм, хăвăртрах тухса шăвасчĕ сан!
— Ма, кукамай?
— Тем курса ларăпăр... Каллех леш эсремет килчĕ.
— Эс кунтах юласшăн-и?
— Мана, ват çынна, темех тăваймĕç.
— Эп санран хăпмастăп, кукамай. Пĕтсен те пĕрле. Тата пĕр çынран тăр-кăнтăрлах çав тери шикленме эпир куянсем мар.
Милиционер икĕ михĕ йăтса кĕрсе лартрĕ те:
— Мĕнле пурăнатăр? Сывах-и, инке? — тесе саламларĕ. Уляна хуравламаннипе ӳпкелерĕ: — Туятăп, мана курсан пăшăрханатăр-и, тен. Кăлăхах. Паян эпĕ ыр хыпарпа çӳрекен çын. Сирĕн çухалнă япалăрсене тупрăмăр. Акă cалатса пăхăр! — Улянасем çав-çавах шарламаннипе хăй салтса пуçхĕрлĕ силлерĕ.
Анахвис куçне чи малтан пир тăрăхĕсем курăнчĕç. Аппăшне тытса кайнипе чĕри çунман пулсан, халь чупса пырĕччĕ, мĕн пурпа çука тĕрĕслĕччĕ. Аппăшĕн ăраскалĕ пăшăрхантарнипе мула ним вырăнне те хумарĕ, хускалмарĕ.
— Тавтапуç! — терĕ кăна.
— Пире тав тума кирлĕ мар, чиперкке. Эпир сирĕн пурнăçа хӳтĕлекен çынсем. Вăт çапла... Кирек мĕн сиксе. тухсан та пирĕн пата пырăр. Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр! — текелесе тухса кайрĕ лешĕ.
Хăйсем çеç юлсан тусеймерĕ Анахвис — тупри умне чĕркуçленчĕ. Чĕтрекен аллисемпе пир тăрăхне шутларĕ. Вунçиччĕ. Пурте пур. Çӳхе пирсем, ретнелле тĕртнисем те кунтах... Пурçăн, кĕшемер тутăрсем, çĕлетмен батист вара çук. Вĕсемпе усă курманран пулас, ытлашши шелленине туймарĕ.
— Ăçтан тупрĕç-ши? Вăррисем камсем-ши? — сапаланса выртакан япалисене арчана хунă май тĕлĕнчĕ Анахвис.
Пĕр инкекĕ иртни Уляна кăмăлне кăштах çĕклерĕ. Натюш та чиперех таврăнĕ-ха. Анчах такам мар, милиционерсемех çаратнине пушшех ĕненнипе мăнукĕн сăмахĕ çине сиввĕнрех хуравларĕ:
— Камсем пулччăр? Хăйсемех вăрланă. Икĕ кун хушшинче шыраса тупнă иккен. Пире ухмах тесех шутлаççĕ пуль çав эсреметсем...
— Апла мĕншĕн каялла тавăрса пачĕç-ши?
— Приговор çине вĕсене шанмасăр çырнине мантăн-им? Ахăртнех, халăх умĕнче турре тухасшăн. Шик кĕни паллах...
Тепĕр кунне Наум шурăмпуçĕпех вăранчĕ те вулăс съезчĕ пухăнмаллине аса илчĕ. «Анчах мĕнле каяс-ши? Çуран авантарах. Лашана пăхкаласси». Çак шухăшпа вăл лашине шăварса утă пачĕ те Улянасем патне тухса утрĕ.
Урам хушши чĕрĕленме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кам выльăхне-чĕрлĕхне ĕçтерме-çитерме, кам шыв кӳме васкать. Чиркĕвелле утакансем те пур. Натюша хăтарса килеймеи, Анахвисĕн пурлăхне тупса панă хыпар яла ĕнерех сарăлнă та, пурте тĕплĕнрех пĕлесшĕн çунаççĕ. Тӳре-шарасем мĕншĕн халăхăн приговорне шута хуман-ши? Çаратнă япалисене ăçтан тупнă-ши? Наум ку ыйтусем çине пĕр майлă ăнлантарчĕ:
— Влаçра пире кирлĕ тӳре-шарасем лармаççĕ. Çавăнпа халăх приговорĕ çине сурчĕç кăна. Салă ваккачĕ урăхла хăтланасса кĕтме те çук. Япаласене хăйсем çаратнă, хăйсемех тупса панă.
Наум пырсă кĕни Улянапа Анахвисе савăнтарчĕ.
— Килях, Наум.
— Тĕпелерех ирт, Наум пичче, — çывăх тăван пек кĕтсе илчĕç вĕсем ăна.
— Аван çывăртăр-и?
— Ыйхи пур-çке... Ĕç тăвассиех мар.
— Ху мĕнле?
— Пит аван, Уляна. Атăлкассине кайма пуçтарăнатăп.
— Ах, анчах, Наум... Шарламасан аванрах мар-ши?
Уссине кураймăн, хăвна çеç сиен кӳрĕн.
— Ун пирки Шупашкартах калаçса татăлтăмăр-çке. Тумлам та чула шăтарать тенĕ ваттисем.
Пус хапхинчен тухнă çĕре хĕвел Хăйрал вăрманĕн хыçĕнчен хĕрелсе хăпарчĕ. Çул çемçеличчен çитсе ӳкес тесе, Наум хытăрах утма тăрăшрĕ. Съезд мĕн иккенне тĕплĕнех пĕлмесен те, вулăсри туре-шарасене суйламалла тени пысăк пĕлтерĕшлине чухлать вăл. Çитменнине, çынсем калаçнине итлеме çеç мар, ăшчикĕнче вĕресе тулнине ним пытармасăр каласа пама каять. Ун хутне кĕрекенсем тупăнĕç-ши? Натюша съезд урлă, тĕрмерен хăтарма май килмесен мĕн тумаллă? Татăклă хурав тупайман пирки чĕри ыратнине туйрĕ. Натюш пурнăçĕ, Уляна çемйин ăраскалĕ ма çав териех хумхантарать-ши ăна? Ку çемье ма çав териех хаклă-ши уншăн? Куç умне иртнĕ кунсем паян пулнăн тухса тăчĕç. Микуласемпе пĕр çемье пек пурăннă чухне хăй тăлăх-туратне маннăччĕ, Микулапа Анук уншăн шăллĕпе йăмăкĕ вырăнĕнчеччĕ. Вĕсем çухалсан, Наум пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Вăл мĕн таран хуйхăрнине, вăрттăн чухне макăрни те пулнине ĕмĕрне никам тавçăраймĕ. Çав вăхăтра Прахăрпа Натюша тытса кайрĕç, Уляна икĕ пĕчĕк мăнукĕпе тăлăха юлчĕ. Çакăнтан пуçласа Уляна килĕнчи мĕнпур арçын ĕçне Наум хăй çине илчĕ. Анахвиспе Коля аслашшĕ килĕ тĕп пулсан, тепĕр икĕ ят çĕрĕ вĕсен ирĕкне куçрĕ. Вара лаша туянчĕç, выльăх-чĕрлĕх йышне хушрĕç, пахча-çарма чĕртрĕç.
Уляна çемйи те парăмра юлмарĕ. Наума пĕр килтн çын пек шутларĕç. Таса мар кĕпе-йĕмпе çӳретмен, çĕннине те çĕлесе тăхăнтартнă. Ăна ашшĕ вырăнне хисепленине ялта пурте пĕлеççĕ.
Çала çывăхнерех виççĕн ларнă лав хуса çитрĕ. Энĕшкассисемех иккен. Наумпа щайлашсанах йыхăрчĕç:
— Лар! Пĕрле çул кĕске!
— Эсир хăвăр та йышлă. Лашăр ывăнĕ.
— Темех мар. Ирхи шăнпа çул çăмăл.
Улитин мунчари пек тарласа ыйхинчен вăранчĕ. Чĕри кăртлатса тапать. Тепĕр чухне путсĕр тĕлĕкпе аташнăран çакнашкал йулаканччĕ. Кĕçĕр кая юлса выртнипе тĕлĕк курнине те астумасть. «Паян вулăс съезчĕ пухăнмалла...» — сасартăках аса илчĕ вăл. Ан тив, ял-ялĕнчен килмелли делегатсемпе нумайăшĕнпе калаçса татăлнă, хăйне суйласан, ĕçкĕ пулас пирки сăмах тунă та, хальхи саманара кĕтмен çĕртен тем сиксе тухĕ. Старшина хирĕç тăрасси паллах. Тепĕр тесен, вăл темех тăваймĕ. Старшина хăйсене мĕн тери тарăхтарнине хресченсем манас çук. Энĕшкассисем пăтăрмах кăларасран хăрушă. Акă мĕншĕн çывăрнă чухнех йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ иккен. Улитин вырăн çинчен тăчĕ, тирпейленчĕ. Кукăль татăкĕпе çырткаласа, пĕр стакан чей ĕçрĕ.
Кантура кĕриччен чайнăй тытакансенчен пĕрин патне кĕчĕ. Алăк пуканĕ урлах саламласа ыйтрĕ:
— Сывă-и? Ĕç-пуçсем мĕнле?
— Сывлăх аптрамаллах мар, Арсентий Ксенофонтович. Ĕç-пуçсем хăвăр хушнă майлах аталанаççĕ... Кулача икшер кĕрепенкĕ таймалла пĕçертĕмĕр.
— Икшер кĕрепенкех-и вара? — тĕпченçи турĕ Улитин.
— Кашниех пĕр пек мар-и, тен. Чустана тайтарма чăрмавне хăвăрах чухламалла, Арсентий Ксенофонтович, — сахалтарах хунине тунаймарĕ чайнăй хуçи. Кутăнланма сăлтав çук. Улитин хăй укçипе мар, Михханнипе тӳленине, кĕсйине те сахал хăварманнине пĕлет вăл. — Сăмаварсем чашкăраççĕ кăна!
— Юрĕ, юрĕ... — килĕшрĕ Улитин. Çавăнтах астутарчĕ: — Делегатсем хăйсене хăйсем килти пек туйччăр. Кĕттерсе-туса ан йăлăхтар. Вĕсемпе мĕн пуплемеллине ан манăр. Пурте калаçса татăлнă пек пултăр.
— Уншăн ним те ан шутлăр, Арсентий Ксенофонтович, — тиеке шантарса ăсатрĕ чайнăй хуçи.
Тата икĕ чайнăй хуçине асăрхаттарнă хыççăн Улитин кантура пычĕ. Кунта йăлт тепĕр май çавăрса хунă. Чăлан стенисене çĕмĕрсе, аслă зал тунă. Талккишпех тенкелсем лартса тухнă. Сахалтан та виççĕр çын вырнаçĕ. Тĕпелте хĕрлĕ ейме сарнă вăрăм сĕтел. Ун умнерех тухса калаçмалли çӳллĕ сĕтел. Ĕлĕк стена çумне патша сăн-укерчĕкне çакатчĕç. Халь пушах. Вăхăтлăх правительствăра тăракансен сăнӳкерчĕкĕсем вулăса çитме ĕлкĕреймен-ха.
Улитина Ваймистровпа çыруçă кĕтсе илчĕç. Саламласа ал тытсанах:
— Çынсем пухăнаççĕ-и? — терĕ Улитин.
— Килниех палăрмарĕ-ха, Арсентий Ксенофонтович, — хуравларĕ çыруçă.
— Мĕнле, вулăсри лару-тăру чиперех-и? Кӳренмелли сас-хура илтĕнмест-и? — Ваймистровран ыйтрĕ Улитин.
— Халлĕхе шĕкĕрех, Арсентий Ксенофонтович.
— Апла аван. Милиционерсене татах астутар, пур çĕрте те йĕркелĕх пултăр.
— Кун пирки ан иккĕленĕр, Арсентий Ксенофонтович. Ваймистров чĕлхипе Улитинпа калаçрĕ, шухăшĕпе — Павăл хуторĕнче. Елюкпа курнăçнăранпа, ăна качча илме шутлани çинчен пĕлтерсе хăварнăранпа ларма-тăма вырăн тупаймасть. «Иçмасса, сăмах хускатмасан, пĕр сывлăшчĕ. Арăм тăваймасан, çĕр тĕпнех пут ĕнтĕ. Ашшĕ мĕн хыпар илсе килĕ-ши? Енчен килĕшмесен?.. Тура упратăрах...» — Шăлне шатăртаттарчĕ вăл. Шăп çав самантра Павăл килсе кĕчĕ. Ваймистров ăна ним пулман пек ăш-пиллĕн алă пачĕ.
— Сывлăхсем мĕнле, Павел Платонович? Килйыш мĕнле пурăнать?
Павăл çак тĕлпулуран сехĕрленсе çĕр каçрĕ. Хăйсем патĕнче хĕрĕ кӳрентернине чĕрине хунă пек шутласа, сиввĕн йышăнасса кĕтнĕччĕ. Ваймистров кăмăллăн алă пани кăштах лăплантарчĕ.
— Сывлăх юсанать ĕнтĕ, Кузьма Ивановнч. Çемье те çавах. Хăвăр лайăх чупатăр-и?
— Ман пурнăç, Павел Платонович, вулăсри хресченсеннипе канашлă. Вĕсен аван пулсан, манăн та аван. Вĕсене сиен кӳрекен тупăнсан — манăн та чĕре хускалать. Арманта шăв-шав çук-и?
— Сирĕн тивлетпе чиперех-ха, Кузьма Иванович.
— Апла пит аван... Лашăра ăçта тăратрăр? Начальник мĕн шухăшпа ыйтнине тавçăрнă пулсан, лаша пирки канăçсăрланма кирлĕ мар, кунта ман хамăн кил-çурт пур, паллакансем те нумай тейĕччĕ Павăл. Халь:
— Кантур кил хушшинчех, — терĕ.
— Мĕншĕн? — ĕшеленсе ӳкнĕн ехлетрĕ Ваймистров. — Атьăр, хам пата илсе кайăр. Унта пăхакансем пур, шанăçлă та...
Павăл пăрăнса юлма хăяймарĕ, Ваймистров хыççăн пăявпа çавăтнăн утрĕ.
Кĕçех вĕсем станувуй пурăннă кил хушшине кĕчĕç.
— Лашана тăварса апат парăр! — терĕ Ваймистров кĕтсе илнĕ милиционера.
— Халех, начальник юлташ!
— Павел Платонович, атьăр, тăлăпна пӳрте çакăр!. Ĕлĕк те Павăл станувуй патне хăнана килкеленĕ. Пӳрт ăшчикки мĕн тери капăр пулнине лайăх астăвать. Тарнă тенине илтнĕ хыççăн, ун шучĕпе, кунта ĕнтĕ йĕркелĕх пулмалла марччĕ. Хĕрарăмсăр пурăнакан çын ăçтан йĕрке тытайтăр? Кĕрсен ирĕксĕрех тĕлĕнчĕ. Кравать çинче вырăн сарăлсах выртать, сĕтел çитти куçа çимелле капăр. Пур кĕтесре те тасалăх. Чӳрече каррисем шăтăкларан.
— Сĕтел хушшине килĕр-ха, — терĕ Ваймистров. Лешĕ йĕнчесе тăнипе хушса хучĕ: — Ĕлкĕретпĕр, унта никамах та çукчĕ-ха. Съезд часах хупăнмĕ. Хырăмсене сарсан, ларма кăмăллăрах пулĕ. — Кăлпасси, тĕтĕмленĕ сысна ашĕ, хăпарту кассç хучĕ, пулштух сăмакун кăларчĕ. — Пĕрер черкке ĕçер-ха, Павел Платонович. Вара апат та лайăхрах анĕ. Сирĕн сывлăхăршăн!
Кăштах çырткаласан, Ваймистров вăлтине ывăтрĕ:
— Сирĕн патăртиех мар ĕнтĕ... Вĕри апат-çимĕç пулсан тем пекехчĕ те... Ним тума, мĕн пуррипе çырлахма лекет. Юр-вар çукшăн мар, хатĕрлеме ерçейместĕп. Хĕрарăмсăр япала алсăрпа пĕрех. Хусахла пурнăç пачах тарăхтарса çитерчĕ... — Павăл хăех тавçăрса хуравласса кĕтрĕ Ваймистров. Лешĕ ним шарламасăр ларнипе тӳртĕн патлаттарчĕ: — Ну вăт, Павел Платонович... Эп сирĕн сăмахăра илтесшĕн, мĕн хыпар илсе килтĕр: савăнмалли е хуйхăрмалли?
«Пуçланчĕ... Килтех кута хĕссе ларнă пулсан, инкек айккипе иртсе каймĕччĕ-шй?.. Çук! — çавăнтах тепĕр май шухăшларĕ Павăл. — Ваймистров ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмĕ. Мĕн каламалла ĕнтĕ? Амăшĕпе хĕрĕ хирĕç тес-и? Ахаль те кăмăлĕ пăсăлни сисĕнет. Хăтăлма пĕр май çеç: ĕçе татса памалла мар, вăхăта тăсмалла. Ваймистров начальникре вăрахах тытăнса тăраймĕ, тен...»
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...