Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Вĕсем урамалли çенĕкĕпе вырăсла хапхине çут кăвак тĕспе сăрланă пилĕк чӳречеллĕ те ултă кĕтеслĕ çурт умне персе çитрĕç. Лашисене хапха умне тăратрĕç.
— Тухмалли ăçта сирĕн? — кил хушшине кĕрсен ыйтрĕ Ваймистров.
— Сарайне кайăр! — кăтартса ячĕ Павăл. Ыттисем те начальникĕ хыççăн утнине курсан савăнчĕ: «Маларах ĕлкĕрсе, арăма систерĕп, апат-çимĕç хатĕрлеме хушăп».
— Тус-йышсем, — хуллен чĕнчĕ Ваймистров. — Эпир вулăсри пуянсенчен пĕрин патĕнче. Ращара пурăннă чухне пире кунта ура ярса пустармĕччĕç. Çавăнпа тĕплĕрех пăхкалăр. Хăçан та пулин, тен, кирлĕ пулĕ.
Виççĕшĕ виçĕ еннелле саланса карта-хурасене, ампарсене мĕнле питĕрнине сăнаса çаврăнчĕç. Анкартинелле тухакан хапха та пур. Ăна тĕреклĕ сăлăппа питĕреççĕ иккен. Тул енчен уçаймăн. Хапха айĕнчи урлă хăмана пуçĕсенчен икшер патак çапса кăна çирĕплетнĕ. Пуртăпа хирсе сирме йывăр мар.
— Йĕтем патне çитиех тап-такăр çул. Унтан тăкăрлăка тухма та çывăх, — пĕлтерчĕ пĕри, пахчаран таврăнсан.
Кил хушшине хĕçпăшаллă çынсем кĕнине асăрхасан, Варуç хăраса ӳкрĕ. Ан тив, вăл пуян çын арăмĕ те, ĕлĕкрех казак-стражниксем яла килсе сехĕрлĕнтерни нихçан иртмĕ. Тата самани пăсăк. Патшана сирпĕтне, ун чухнехи тӳре-шарасем, пуринчен ытла вĕсемпе çăкăр-тăварлă пурăннă станувуйпа уретник таçта тарнă теççĕ. Кусем мĕнле çынсем-ши? Мĕн шыраса çӳреççĕ-ши?
Упăшки питне-куçне марлĕпе çыхнине, тутисем шыçнине курсан, Варуç ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Тем ыратнине тӳсеймен пек, йынăшса ячĕ:
— Аяй, Павăл... Ку териех кам тӳнĕ сана?
— Арманта, тырă авăртма пыракансем туянтарчĕç. Хăйсене ытлашшипех тавăрăп-ха. Мана тапăннине аса илсен, çӳçĕсем вирелле тăрĕç. Пĕлĕтĕн-и, пирĕн пата милиционерсем килчĕç. Начальникĕ те пур. Ăна станувуй пекех пăхма тивĕç. Çынсене тытма каятпăр. Лăплан та малти пӳрте кĕр, апат-çимĕç хатĕрле. Елюка астутар: пăшăрханса ан ӳктĕр. Çын умĕнче аван мар... Пыр, хăвăртрах хатĕрле...
Варуç тем пекех хавшанă та, упăшкине сăмахсăрах итлеме хăнăхнăран, пулăшакан çынсем килнине, вĕсене чипер йышăнмаллине ăнланчĕ, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ.
Елюк малти пӳртре сӳс арласа ларатчĕ. Икĕ лав хапха умĕнче чарăннине, çуна çинчен хĕçпăшалланнă çынсем аннине асăрхасан сисчĕвленчĕ. Амăшĕ кĕрсенех ыйтрĕ:
— Камсем унта?
— Милицисем тет-и... Хай полицисем вырăнĕнчи тет.
— Мĕн кирлĕ вĕсене?
— Тур çырлахтăрах, ачам... Аçăна арманта вăрă-хурахсем ватса пĕтернĕ.
— Мĕнле апла?..
— Ах, хĕрĕм, йывăр пулсан та, çын умĕнче хăвна тăнăç тыткалама тăрăш. Аçу çапла хушрĕ. Тата, сӳс хăлхисене тасатса, тирпĕйлен хăвăртрах! — терĕ те Варуç упăшкине кĕтсе вĕретнĕ сăмаварне сĕтел çине лартрĕ. Шăрттан илсе кĕрсе каскаларĕ, çатма çине хурса ăшалама пуçларĕ. Хĕрне пĕр тирĕк шӳтернĕ панулми тата сив çу илсе килтерчĕ.
Хатĕрлесе çитерсен, Варуç кайри пӳлĕме тухрĕ. Ваймистровсене вĕсем пуç тайсах кĕтсе илчĕç:
— Килĕрех, килĕрех, Кузьма Иванович.
— Хывăнăр та малти пӳрте иртĕр!
Ваймистров хĕçĕпе шинельне хывса йăрхаха çакрĕ те наганне гимнастерка çинчен çыхнă чĕн пиçиххи хушшине хĕстерчĕ, вара кил хуçи арăмне ал пачĕ. Теме систернĕн çатăр чăмăртарĕ. Варуç чуть çеç кăшкăрса ямарĕ. Вăтанса куçне тартрĕ.
Ваймистров ывăçĕнче хĕрарăм алли. Ку ырлăха хăçан туйнине те астумасть вăл. Юнĕ вĕриленсе чупни пĕтĕм пит-куçне пĕçертрĕ. Мĕншĕн улах çĕрте мар-ши? Халь ним тума. Ахаль те аллине ытларах тытса тăчĕ-и, тен? Ав, упăшки каллех мала иртме хушать.
Ваймистровсем кĕнĕ пӳлĕм аслă та капăр. Стенана чечеклĕ шпалер çыпăçтарнă. Пысăк тĕкĕр çине тĕрĕллĕ питшăлли çакнă. Икон кĕтессине те питшăллипе илемлетнĕ. Тĕпелте юман сĕтел, авса тунă пукансем. Чăлан стени çуменче киреллĕ сехет. Тăр-кăнтăрла кунашкал чаплă пурте кĕрсе курман пирки Ваймистров вăхăтлăха çухалнă пек пулчĕ. Ыттисем те вырăнтан сикмерĕç.
— Сĕтел хушшинех ларăр-ха!
Павăл сасси Ваймистрова тăна кĕртрĕ. Йĕнчесĕ тăнипе кил хуçисене култарма пултарасса тавçăрса, хăйне хăй çилленчĕ. Ним тăвайман енне пиçиххи хушшинчи наганне тӳрлеткелерĕ. Тăнăçлансан, ывăç тупанепе çӳçне сăтăрса якатрĕ. Çав хушăра, йĕри-тавра сăнаса çаврăннă май, хĕр сӳс арласа ларнине асăрхарĕ. Ун çумĕнче ытлашши темех çук пулин те, чĕри çине вут-хĕм сиксе ӳкрĕ, пуçĕнче халиччен пулман шухăш çуралчĕ. Вăл та çамрăк-çке. Анчах хĕр çумĕнче кам вăл? Хăçан та пулин таканран çакса ярас е шаккаса пăрахас çын кăна. Мĕншĕн унăн ăраскалĕ çынсен йĕрĕпе чупмасть? Мĕншĕн ыттисем пек тӳрĕ пурăнса ирттерме çуралман? Ваймистров ирĕксĕрех, пăтранчăк шыва ӳкнĕ япалине шыранăн, пулни-иртнине куç умне кăларма тăрăшрĕ.
Паянхи пекех астăвать вăл, пĕтĕм ĕçĕ пĕр канфетран пуçланчĕ. Вĕсен кӳршинче унран виçĕ çул аслăрах ача пурччĕ. Пĕррехинче çав канфет пачĕ те:
— Мĕнле, тутлă-и? — терĕ, çисе ярсан.
Ваймистров килĕштернине пĕлсен, кӳршĕ ачи малалла илĕртрĕ:
— Лавккара пĕр çăмартапа виççĕ параççĕ.
Çав кунах вăл урлă сак айĕнчен виçĕ çăмарта çаклатса тухрĕ. Уншăн ăна тăхăр канфет пачĕç. Пиллĕкĕшне юлташĕ илчĕ. Ваймиçтрова тăваттăшĕ лекрĕ. Ку та пит аван пулчĕ. Çапла темиçе хут вăрласан, амăшĕ сисрĕ, чăпăрккапа çунтарчĕ. Пылак çиес килни пурпĕр иртмерĕ. Юлташĕ пушшех астарчĕ. Часах вăл кӳршĕсен йăвинчен çĕклеме пуçларĕ. Ӳснĕ май кашта çинче ларакан чăхсене тытса тухма вĕренчĕ, сурăх-така сĕтĕрчĕ. Юлашкинчен, Ваймистров хăрушă вăрă иккенне сиссе, ялйыш ăна пуçтарма шутларĕ. Юрать-ха, тарса хăтăлчĕ. Çăмарта вăрлама пуçланă чухне вăл вунă çулхи ачаччĕ, халь çирĕм пиллĕкре. Çав хушăра нумай çынна çаратнă, нумай çын куççульне юхтарнă. Анчах, аса илнĕ май, ни ӳкĕнмерĕ вăл, ни намăс-симĕсе туймарĕ. «Паян пурăнни паха, ыран курăк шăтмасан та кулянмастăп», — терĕ çеç ăшĕнче. Ан тив, ăна кашни утăмрах вилĕм кĕтнĕ те, вăл пурпĕр пуянсен умĕнче пилĕк авакансенчен телейлĕ. Анăçлă çаратсан-ĕçки-çики те сĕтел тулли. Халь те вăл милици начальннкĕ. Çаратма çеç мар, пуçне мĕн пырса кĕнине пĕтĕмпех тăвĕ. Пуринчен ытла çынсен сехрине хăпартĕ, вăрă-хурахсене судсăр-мĕнсĕр пуçтарнă хресченсене упа ташши ташлаттарĕ, юлташĕсемшĕн тавăрĕ... Анчах çак самантра мĕн çитмест-ши ăна? Павăл арăмĕ-и? Ваймистров питне йĕрĕннĕн пĕркелерĕ. Унăн хĕрĕ кирлĕ ăна. Мĕншĕн май килнĕ чух арлă-арăмлă пулса пурăнас мар?
Ашшĕне ватса пĕтернине курсанах шари макăрса ярĕччĕ Елюк, амăшĕ асăрхаттарни туссе ирттерме пулăшрĕ. Вăл Ваймистров çине тинкерчĕ. Ашшĕ патне пайтах тӳре-шара çӳренĕ те, кунашкал этемпе тĕл пулнине астумасть. Тĕпсĕр куçĕ халь çăтса ярĕ тейĕн, сылтăм алли наган аври çинчех. Каснă-лартнă юмахри вăрă-хурах. Елюк хăй те, лавккара тăрса тата ашшĕ пуянĕпе чапланса, çынсене пуç тӳпинчен кăна пăхма хăнăхнă, сăлтавсăрах хур кӳнĕ. Хăйне вара ку тарана çитсе те никам сехĕрлĕнтермен. Пурпĕр чĕри теме сиснĕн çуйланса тапмă пуçларĕ. Инкекрен хăтăлма май шыранăн, вăл пуçне чикрĕ, сӳс хӳтлĕхне пытанма хăтланчĕ, çук, лешĕн куçĕ çав-çавах пăралать.
Ваймистров хĕре ытларах тарăхтарасшăн пек:
— Ха, сирĕн пике те пур-çке? — терĕ.
— Ийя, Кузьма Иванович... Елюк ятлă. Паллашăр, тархасшăн.
— Хаваспах, Павел Платонович! — терĕ те Ваймистров, салтакла уткаласа, Елюк патне пычĕ. — Салам, чиперкке! Мĕнле пурăнатăр?
Урăх çĕрте урăх çын пулсан, Елюк ал та памĕччĕ; парсан та çав самантрах туртса илĕччĕ, хытă чăмăртанăшăн тем каласа тăкĕччĕ. Куна тума хăю та çителĕклĕ, чĕлхи те çивĕч. Ашшĕ-амăшĕ вашават йышăннă хăнана çиллентерме юраманнипе евĕклĕнтерех хуравларĕ:
— Хуллен...
Елюк тĕпсĕр куçлă этем çав самантрах хăй патĕнчен сирĕлессе кĕтрĕ. Вăймистровăн хĕр аллине халех вĕçертес килмерĕ, юриех калаçтарма пикенчĕ:
— Кăçал миçе хутăртăр?
— Вуниккĕ... — Куна суйрĕ Елюк, виççĕрен мала хутăрман вăл.
— Апла тесен, качча тухмалăх хатĕрленĕ-çке.
Амăшĕ хĕрĕ ним тума аптранине асăрхарĕ. Хута кĕресшĕн пулчĕ:
— Качча тухаç тĕлĕ çук-ха, вунçиччĕре çеç. Пурăнтăр килте, ӳстĕр!
— Кинеми, эсир питех йăнăшатăр! — Елюк аллине ярса, Варуç еннелле çаврăнчĕ Ваймистров. — Шăпах вăхăт Тивĕç каччă кăна тупăнтăр. Ун чухне пире туя чĕнессе те шанатăп.
— Паллах, Кузьма Иванович! — ырă ят илесшĕн килĕшрĕ Павăл. — Ентĕ пирĕн çăкăр-тăвара астивсе пăхăр.
Ыттисем те Елюка ал тытсан, сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Павăл чăлантан четвĕрт сăмакун йăтса килче.
Ваймистровăн мухмăрпа пуç чашки çурăлассăн туйăнать. Пĕр стакан ĕçсенех уçăлĕччĕ те чипер çынах пулĕччĕ. Анчах Елюка, пуринчен ытла унăн ашшĕ-амăшне хăй май çавăрасшăн тӳсме шутларĕ. Еçкĕпе аппаланман çынне ĕнентересшĕн пулчĕ:
— Мĕн ку?
— Сире кăштах ăшăтас шухăшăм пур, Кузьма Иванович!
— Кирлĕ мар! Куç умĕнчен тасатăр!
— Эсир начарри тесе тиркетĕр-и, тен? Пĕр пăт çăнăхран икĕ четвĕрт кăларнă. Кăмрăк витĕр юхтарнă. Сыпса пăхасчĕ сирĕн...
Ыттисем йăлăнса та кӳренсе пăхнине асăрхарĕ Ваймнстров. Урăхла мĕнле пултăр? Начальникĕ кунашкал айкашасса тĕлĕкре те курман. Ĕçес килнипе карланкисем йăнкăртатрĕç, çăвар уçма çеç ĕлкĕреймерĕç. Ваймистров пушшех çиллессĕн татса хучĕ:
— Хисеплĕ Павел Платонович, пире кам вырăнне хуратăр? Ĕлĕкхи полицисем вырăнне мар-и? Питех йăнăшатăр. Пысăк та ответлă ĕçе тытăнас умĕн сăмакун шăршипе яла пырса кĕреймĕпĕр. Хресченсем шăпăрпах хăваласа ярĕç. Ĕлĕкхи эсреметсем пекех тесе хур кӳрĕç.
Кил хуçи ятарласах сĕнсен, Ваймистров урăх кутăнлашма вăй-хăват çитереймĕччĕ, тултарма ирĕк парĕччĕ. Павăл, çĕнĕ тӳрешарасен йăлисене пĕлмен пирки, вĕсем чăнах çилленесрен хăраса ӳкрĕ.
— Хăвăрăн кăмăл... — текелерĕ те, айăпне каçарттарасшăн пек, четвĕртне арăмне тыттарччĕ: — Илсе кай!
Варуç та питех тĕлĕнчĕ. Тӳре-шарасем эрех ĕçменнине астумасть вăл. Апла çеç те мар, алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах ыйтаканччĕ. «Кусем чăннипех йĕркеллĕ çынсем-и, тен...»
— Эрех ĕçмерĕр... Юр-варне астивĕр пĕрех хутчен. Вăрă-хурахсем шăрттанпа пĕрле чĕлхисене çăтса яреччĕç, сăмакуна катерттерни кăмăлĕсене пăснипе тĕртсе пăхмарĕç.
Ваймистров çакна асăрхасан:
— Тăрантăр курăнать, кайрăмăр! — терĕ.
— Çимеллеччĕ... — йăлишĕн сĕнкелерĕç Павăлпа арăмĕ.
— Пурте умра, Павел Платонович... Васкамаллине хăвăрах пĕлетĕр. Ик-виçĕ яла çитмелле, темиçе киле ухтармалла. Кайран, ĕçе ăнăçлă вĕçлесен, сĕтел хушшинче саркаланни те килĕшӳллĕ.
Хăйсем тĕллĕн çеç пулсан, вăрă-хурахсем ятлаçса кайĕччĕç. Халь хырăм выççипех çула тухрĕç.
Ампара çаратакансем сиссе пытанасран, милиционерсем Павăл кăтартнипе тӳрех Урпа Çемукĕ тĕлĕнче чарăнчĕç. Ваймистров наганне пиçиххи хушшинчен кăларса аллине тытрĕ, çуна çинчен сиксе анчĕ.
Кил хуçи арăмĕ икĕ ачипе икон кĕтессине хĕсĕннĕ те чĕтресе тăрать. Ваймистров хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Упăшку ăçта?
Тӳре-шарасем ытла хăвăрт хупăрланăран мĕн каламаллине упăшкипе сӳтсе явайман хĕрарăм ăнсăртран килнĕ сăмахне персе ячĕ:
— Çармăссен енне кайрĕ. Вут-шанкă кирлĕччĕ те...
— Суятăн, йытă ами! Паçăр çеç ман ампара çаратрĕç вĕсем! — хăтăрса тăкрĕ Павăл.
Ваймистров хĕрарăм сăмахне ĕненчĕ. Çаратнă хыççăн хăй те тӳре-шарасем килсе тытасса кĕтмĕччĕ, çăва патне тапса сикĕччĕ. Анчах куна шута илме юрамасть. Вăл милици начальникĕ.
— Кала! — каллех кăшкăрчĕ те револьверне хĕрарăм çине тĕллерĕ. — Халь перетĕп!
Ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса тăнă хĕрарăмăн чĕлхи çыхланчĕ. Сасартăк пăшал кĕрĕслетни хăлхине хупласа лартрĕ. Хăйне пенĕн туйăннипе вăл шари çухăрса çĕре ӳкрĕ. Ачисем ун çине йăванчĕç, хурлăхлăн макăрса ячĕç.
Куна курсан, чул та çемçелĕччĕ. Вăрă-хурах чĕри вара чулран та хытăрах: хĕрарăма шеллес вырăнне савăнчĕ, çынна асаплантарас кăмăлĕ пушшех асрĕ:
— Кала, упăшку ăçта? — кăшкăрашрĕ Ваймистров. Хăрушла сасă кил хуçи арăмне тăна кĕртрĕ. Хăй чĕрех юлнине ĕненчĕ, ачисене ыталаса чăмăртарĕ, йăпатма тăрăшрĕ:
— Лăпланăр, ыльăмсем... Лăпланăр. Ан тив, урччăр... Пире терт кăтартнипе ыр кураймĕç. Турă пурне те пĕлет... Пурне те тивĕçлине кăтартĕ...
Ачисĕм çаплипех ĕсĕклеме чарăнмарĕç.
— Эсĕ, тухатмăш, ылханма-и-ха? — терĕ те Ваймистров хĕрарăма енчен енне çутăлтарса ячĕ, чышкăпа та тапкăпа ислетме пуçларĕ.
Ачисем каллех çуйхашма тытăнчĕç. Амăше кăна сасă кăлармарĕ. Макăрсан та эсреметсене ӳкĕте кĕртеймĕн.
Хĕрарăм ытла çирĕппи Ваймистрова минретрĕ. Вăл, ахăртнех, çапла шухăшларĕ: çак тери инкеке çаклансан, ун юлташĕсем чĕлхисене çыртайĕç-ши, пĕр-пĕрне сутмĕç-ши?
Ваймистров, хĕрарăма хĕнеме чарăнса, ним тума аптраса тăни Павăла хăратса пăрахрĕ. Милици начальникĕ Урпа Çемукне тупмасăрах, çуртне-йĕрне тустармасăрах тухса каяссăн туйăнчĕ.
— Кузьма Иванович! — çатракаланарах чĕнчĕ вăл. — Йытă амине итлемелли çук. Упăшки кил хушшинчех унăн. Шырасчĕ!
— Тĕрĕс, Павел Платонович! — сасартăк чĕрĕленчĕ Ваймистров. — Тупăнмасан, арăмне илсе каятпăр. Вара хăех кантура пырĕ. Эп пӳртре ухтарăп, эс çенĕкре астукала-ха!
Ваймистров кăмака хыçнелле, тенкелсем айнелле пăхса çаврăнчĕ те тĕпсакай хуппине уçрĕ.
— Тух хăвăртрах! Ху ирĕкпе парăнсан, çăмăлрах пулĕ! Тухмастăн-и?! — Ваймистров наганĕпе тĕпсакайне ик-виçĕ хут кĕрĕслеттерчĕ. Çав-çавах ним сас-чӳ те çуккипе анмах лекесрен шикленсе ӳкрĕ. Тĕттĕм çĕрте çынна пуçтарса хума ним те мар.
Павăл ĕшеленсе кĕни Ваймистрова тĕпсакайне анас инкекрен хăтарчĕ.
— Кузьма Иванович, атьăр-ха çенĕке! Лешĕ хаваспах килĕшрĕ.
— Куратăр-и? — çенĕкри пусма çине кăтартрĕ Павăл. Ваймистров мĕн те пулин хуравлама ĕлкĕриччен ăнлантарчĕ: — Мĕншĕн-ха пахча енчи стена çумне тайăнтарнă пусма халь тӳнесле чалăшнă? Мачча çине хăпарнине ан тавçăрччăр тесе тĕксе яман-и ăна?
Ваймистров çак самантрах хăпарма хатĕрччĕ. Кунпа вара, Павăлшăн тăрăшнă пек кăтартса, ăна йăлтах хăй майлă çавăрĕччĕ. Пусмана пӳрт стени çумне тăратсан, хăравçă чĕри кăртах турĕ. Мачча çинчи çын тем кăтартĕ. Акă вара Павăла хистерĕ:
— Эпĕ те санашкалах шухăшлатăп. Хăпарса пăх-ха! Павăл ăна-кăна йӳпсемесĕр хăпарма пуçларĕ. Пуçĕ маччапа шайлашсанах, каялла сикрĕ.
— Унта вăл! Аллинче пуртă!
Ку хыпар Ваймистрова пушшех сехĕрлентерчĕ. Тытма хăтлансан, пуртăпа мăйран лартĕ те... Пурнăç ансат чухне камăн вилес килĕ? Мĕнле майпа тупса антарас ăна?
Тавăрасшăн çуннипе Павăл милици начальникĕ аптраса тăнине сисеймерĕ. Мĕн тумаллине тавçăрса пусмана терĕр енне, маччана хирĕç кĕлет стени çумне, таянтарчĕ. Урпа Çемукĕн хăлхине кĕртесшĕн юри хытă каларĕ:
— Ĕнтĕ, Кузьма Иванович, хушăр кăна, хăех анĕ! Ваймистров ăнланчĕ, май тупса панăшăн ăшĕнче тав турĕ. Çенĕк урлă пуртăпа темех тăваймĕ. Вăл пусма çине хăвăрт хăпарчĕ. Мачча çинчи çынна курсан, хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Пытанса хăтăлăп терĕн-и?! Эпир сирĕн йышшисене çĕр тĕпĕнчен тăпăлтарса кăларăпăр. Пăрах пуртта! Ан часрах! Виççе çити шутлатăп. Анмасан, астутармасăрах перетĕп! Пĕрре... Иккĕ...
Кун пек чух çара çĕрте тăма юраманни паллă. Унсăрăн чăннипех персе пăрахĕ. Урпа Çемукĕ вăльт! кăна мăрье хӳтлĕхне чăмрĕ. Çывăха килсен, пуртăпа кунтан та лектерме пулать. Алла тăсарах сулмалла кăна.
Ваймистров виççĕ шутласа çитеричченех револьверпе кĕрĕслеттерчĕ. Пуля, кирпĕче çапăнса, айккинелле чĕвинлетрĕ. Ваймистров татах парăнма хушрĕ. Татах печĕ. Урпа Çемукĕ вырăнтан та сикмерĕ, Ваймистрова пуртă çивĕчĕшне çавăркаласа кăтартрĕ кана.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...