Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Турă мар, сăрнай вăл! — арăмне пӳлчĕ Михха. — Унран йĕксĕк тĕнчипе çук. Çав сăрнай пирки чут çеç тĕп тумарĕç мана. Раççее таптаççĕ. Эпĕ студентсен кăмăлепе килĕшетĕп. Вăрçа малалла тăсмалла. Пакартисем йăтăнса тухичченех çапăçчăр.
Клавье сасартăк госпитальти аманнă салтаксене аса илчĕ.
— Çапах та вăрçă тискер япала, атте. Миçе пин çын пуçне çирĕ-ши вăл? Миçе пин ачана тăлăха хăварчĕ-ши?
— Хĕрем!.. — ӳпкелерĕ Михха. — Кам хутне кĕретĕн эсĕ? Пире тапăннă сăрнайсен хутне мар-и? Ан хăра, вĕсене вăрçăпа та, мурпа та пĕтерес çук. Вĕсем йытă пекех ĕрчеççĕ. Этем ăрăвĕн йĕрки ĕмĕртен çавнашкал: ăслисем, пултаракансем ырă курса пурăнаççĕ, сăрнайпа сĕмсĕрсем нушапах çĕре кĕреççĕ. Пурте харпăр хăй телейĕшĕн кĕрешеççĕ. Çавăнпа никам та никама шеллемест. Мана хама нумай кирлĕ мар. Эп пĕтĕмпех саншăн, сан ырлăхшăн тăрăшатăп.
Клавье кичемленчĕ, ашшĕ çине тинкерсе пăхрĕ. Ун куçĕ умĕнче пĕр çын мар, икĕ çын тăнăн туйăнчĕ. Пĕри вăл — ашшĕ, хĕрĕн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаканскер. Тепри — пуянлăхне хушассишĕн кирек кама та тĕп тума хатĕр тăракан ĕмĕтсĕр çын.
Кĕçех Лаврский килсе кĕчĕ. Ăна курсанах Михха арăмĕпе хĕрĕ пуррине те манчĕ.
— Хаклă тус-йышăм! — хаваслăн чĕнчĕ вăл, хирĕç пырса алă пачĕ. — Ма нумай пурăнтăн? Сана кĕтсе чутах ухмаха ереттĕм!
— Вăхăтра таврăнайманшăн ан çилленĕр, Михаил Петрович. Еç-пуçсем тытса чарчĕç... — Клавьене асăрхасан, куçне-пуçне вылянтарса илчĕ: — Ха, эсир те çитнĕ-çке?
— Салам, Константин Сергеевич!
Лаврский хĕр аллине тытса чăмăртарĕ:
— Мĕн çăмăлпа?
«Нумай пĕлсен час ватăлатăн», — ăшĕнче тăрăхласа кулчĕ Клавье. Ашшĕ хисеплесен те, вăл килĕштермест ăна. Çавăнпа шутлесерех татса хучĕ:
— Килти мунчара çăвăнас килчĕ!
Хĕр ăшшăн хуравламаннине сисрĕ Лаврский. Шарламасăр ирттерни аван маррипе кăна:
— Ырлатăп. Хам та килти мунчара çапăнăттăм!-»текелерĕ.
— Кăмăлăр пулсан, тархасшăн, Константин Сергеевич, мунча хатĕр! — сĕнчĕ Лукарье.
— Константин Сергеевичпа иксĕмĕр кайран кĕрĕпĕр. Унччен кайса тутлантарăр-ха! — хушрĕ Михха пысăк ĕç çинчен хĕрарăмсен умĕнче калаçма юраманнипе.
Лукарьепе Клавье самантрах пуçтарăнса тухрĕç.
— Ну, мĕн хыпар унта? Савăнмалла-и е хурланмалла? — канăç паман ыйтăвне хускатрĕ Михха.
Лаврский хĕрĕх çиччĕсенче ĕнтĕ. Çӳçĕ тĕл-тĕл кăвакарнипе пуçĕ ула курăнать. Пĕвĕ-сийĕ ĕлĕкхинчен те ырхан. Мăйĕ тата тăсмакрах.
— Хыпарсем çавнашкал, Михаил Петрович... Патшана вырăнтан кăларнине илтнĕ ĕнтĕ... Вăхăтлăх правнтельство туса хунине те...
— Пĕлменнине каласа пар эсĕ! Сăмахран: Вахăтлăх правительствăра камсем лараççĕ? — васкатрĕ Михха.
— Хам та çавна хыпарласшăн. Вăхăтлăх правительство пуçлăхĕ — çĕр улпучĕ.
Михха куçĕсем хаваслăн йăлкăшса илчĕç.
— Апла тесен хамăр çын. Ку пит аван. Малалла мĕн тума шутлать вăл?
— Чи малтанах политика тата тĕн пирки айăпланса тĕрмене лекнисене ирĕке кăларнă. Кам мĕн пĕлет, çавна пичетлеме, пухусем ирттерме пултарать. Халех Учредиловка пухма йышăннă.
Учредиловка тени Михха чĕрине хускатмарĕ. Политика тĕлĕшпе айăпланнисене тĕрмерен кăларни вара хăратса пăрахрĕ.
— Пăлхавçăсене ирĕк паракан çын улпут мар, сăрнай!
— Пĕр енчен пăхсан, сирĕнпе килĕшмелле. Пурнăçăн тепĕр енĕ пурри хуплать. Тĕрме алăкне уçмасан, кĕнеке-хаçат кăларма ирĕк памасан, рабочйсем Вăхăтлăх правительствăна та сирпĕтĕччĕç.
— Апла тесен, Энĕшкасси пӳтсĕрĕ те таврăнĕ-и?
— Сывă пулсан... Анчах ку суя, Жандармсем вĕсен йышши çынсене мĕнле пĕтермелине лайăх вĕренсе çитнĕ. Таврăнсан та хăрамалли çук. Николай патшана вырăнтан сирпĕтнипе савăннă хура халăх Вăхăтлăх правительствăна йышăннă. Ăна социал-революцнонерсем те, меньшевиксем те хӳтĕлеççĕ. Ют çĕршывсенчи союзниксем те Вăхăтлăх правительствăна çирĕплетме тăрăшаççе. Патша вĕсемпе тунă килĕшусем вăйра юлаççĕ. Ку вара вăрçă малалла тăсăласса, сирĕн ĕçĕрсем те ăнса пырасса палăртать. Вăхăтлăх правнтельство ураланса вăй илтĕр-ха акă, большевиксене тĕпрен кăкласа тăкĕ.
Михха кăмăлĕ уçăлчĕ. Суту-илӳ ĕçĕ ăнса пынă чухнехилле рехетленсе аллисене сăтăркаларĕ.
— Кĕпĕрнатăр мĕн хăтланать-ши тата?
— Ăна та кăларса сирпĕтнĕ.
— Сăрная çав чухă! — савнăçне пытармарĕ Михха. — Мана чут çеç пĕтермерĕ!
— Вăт çапла, Михаил Петрович, кĕпĕрнатăра та çăва патне чикелентернĕ. Халь ун вырăнче Вăхăтлăх правительство комиссарĕ ĕçлет. Уесри власть ман ирĕкре. Комиссара мана лартрĕç. Эпĕ сире усал тумасса хăвăрах чухламалла.
Михха яштах сиксе тăчĕ. Аллине сĕтел урлах Лаврский еннелле тăсрĕ.
— Хаклă тус-йышăм... Чун-чĕререн ырă сунатăп!
— Тавтапуç, Михаил Петрович! Эсир шаннине тӳрре кăларма тăрăшăп!
— Эсĕ каларăшле пултăр тесе пĕрер черкке йăвантарар-ха! — тултарнă черккене Лаврский аллинчипе шаккарĕ Михха — Çĕр пирки мĕн калаçаççĕ тата?
— Çĕрпе халичченхи пекех усă курмалла. Анчах алла усса ларма юрамасть. Вулăссенче халех çĕнĕ власть туса хумалла. Халăх милицийĕ валли шанăçлă çынсем пухмалла. Хир качакилле пăхса çӳрекенсене те Вăхăтлăх правительствăна пăхăнтармалла. Пытармастăп, Михаил Петрович, сирĕн пурнăç тăнăçлă пуласси хăвăртан нумай килет. Халăх шанăçне кĕме, кăмăлне юрама тăрăшмалла… Вĕсен хăшпĕр ыйтăвĕсене çырлахтарсан та ытлашши мар.
— Чухлатăп, Константин Сергеевич. Çавăншăн бурлаксен апатне лайăхлатма, çуккисене пахилкке пама хушрăм.
— Пит аван, Михаил Петрович. Тата çакна каласшăн: текех сирĕн ĕçпе чăрманаймастăп. Хамăн та мăй таран. Тепĕр чухне сире ятлама лекĕ. Йывăра ан илĕр.
— Ăнланатăп, Константин Сергеевич...
— Ăнланни паха, Михаил Петрович. Ман ыранах Тĕмшер чиркĕвне кайса сăмах калас шухăш пур. Ĕнел прихутĕнчи халăх ĕлĕк пăлхава хутшăннине хăвăр курнă. Пĕлесчĕ, патшана вырăнтан кăларнă пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши вĕсем халь? Вара хамăра хирĕçлисене путарма май тупăттăмăр. Аташакансене юсама тăрăшăттăмăр. Çакна асра тытмалла: Ĕнел халăхĕн чапĕ вулăсра çеç мар, уесĕпех сарăлнă. Вĕсем Вăхăтлăх правительствăна ырланине илтсен, ытти хресченсене çавăрма çăмăлрах. Анчах эпĕ çеç калаçни пуриншĕн те витĕмлĕ пулаймĕ, Вăхăтлăх правительство хутне кĕрсе калаçакансене татах тупса хатĕрлесчĕ. Вулăсра ĕçлеме камсене суйламалли çинчен сăмах хускатма та вăхăт. Çавăнпа хамăр майлисене кĕçĕрех пухасчĕ.
— Тархасшăн, хам пата пухăр!
— Сирĕн патăрта юрамасть, Михаил Петрович. Вулăс кантурне чĕнтерĕпĕр. Урхамахăра ан хĕрхенĕр. Кантур лавĕ ĕлкĕреймĕ.
— Хаваспах, Константин Сергеевич!
— Тавтапуç, Михаил Петрович. Иксĕмĕр çеç чухне ак çакăн çинчен сӳтсе явар-ха тата. Халех милици кирлĕ. Вăхăтлăх правительствăшăн ĕçлекенсене шалу тӳлемелле. Хысна çӳпçи çап-çутах. Эсир пулăшмасан, нушаран тухаймастпăр. Вăт, шухăшласа пăхăр, Михаил Петрович... Хăвăр ырлăхшăн мĕн чул пама килĕшетĕр?
Михха сĕтел хушшинчен тухса каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Вăхăтлăх правительствăна ырласси нимех те марччĕ. Кĕсъерен укçа кăлармаллине илтсен, ĕнсене хыçас килчĕ. Пурпĕр хатăлма май çуккипе:
— Сан шутпа, мĕн чухлĕ памалла пек? —терĕ.
— Ман шутпа, Михаил Петрович... Сахалтан та икçĕрĕшне хуратăрах!
Михха шур куçне кăларчĕ. Лаврский хуçин йăлисене вĕренсе çитнĕ, ăна хăй май çавăрма васкарĕ:
— Туятăп, эсир нумай тесшĕн. Эпĕ вара сирĕн чăпа ӳстересшĕн: паян-ыранах чăваш пуянĕсене пухăп та пуринчен малтан сире сăмах парăп. Ан тив, Ехремпе Эсливан хуçасем сирĕнпе тавлашса пăхчăр.
— Юрĕ! — аллине сулчĕ Михха. — Унта курăпăр, Ехремсем мĕн хăтланĕç. Эп вĕсенчен кая юлмăп!
— Апла мар, Михаил Петрович, — Михха парăнма хатĕррине сиссе, çине тăчĕ Лаврский, — малтанхи сăмах сирĕн пулать!
Калаçса татăлнă хыççăн Михха татах эрех тултарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...