Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Эй, атте турă... Эй, ывăл турă... Эй, çветтуй сывлăш турă... Çырлахăр, ан пăрахăр мана. Çылăхăма каçарсамăрах...
Стена çумĕнчи киреллĕ сехет çапни Лукарьене тăна кĕртрĕ. Выльăх-чĕрлĕхне, чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне пăхнине, сĕт-çу тунине сăнама вăхăт. Японипе çапăçнă чухне выльăх-чĕрлĕх йышне ӳстерни, ăна çар ведомствине тăратни Миххана питех пысăк тупăш панăччĕ. Тĕнче вăрçи аш-какайне, сĕт-çу таврашне тĕпсĕр хуран пекех çăтать. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, Миххан выльăх-чĕрлĕх йышĕ, тупăшĕ темиçе хут ытларах ӳснĕ.
Лукарье чĕркуççи çинчен сиксе тăчĕ. Питне-куçне шывпа çуса уçăлтарчĕ, пĕр курка сăра тултарса ĕçрĕ.
Кил хушшинче Лукарье хăйне кĕтсе тăракан тыткăнри салтакпа тĕл пулчĕ те кăмăлĕ уçăлчĕ. Ку салтак уншăн тăлмач çеç мар, еркĕнĕ те. Лукарье ăна ыттисем еçленине астума та шанать, çавăншăн йăл кулса чĕнчĕ:
— Мĕнле унта?
— Аванах, Лукерья Семеновна.
— Ĕнесене суса пĕтернĕ-и?
— Пĕтернĕ, Лукерья Семеновна. Сĕтне те сепаратор витĕр кăларнă. Халь çу çапаççĕ,
— Апла тесен, атя-ха, курар, мĕнле ĕçлеççĕ вĕсем. Пысăк та аслă пӳртре темиçе каткапа çу çапаççĕ.
Кăштах шăнтса хытарсан, кĕрепенкке-кĕрепенккен тайтарса, хутпа чĕркеççĕ те ешĕке вырнаçтараççĕ. Кунне хĕрĕх-аллă пăт çу тăваççĕ. Хальтерех пăруланă ĕнесем нумай пирки вĕсене кун каçиччен виçĕ хут суса, тăватă-пилĕк пин витре сĕт илеççĕ. Сепаратор витĕр кăларнă сĕте сыснасемпе пăрусене çитереççĕ.
Тыткăнри салтаксем Лукарьене пуç тайса, унăн кашни сăмахнех тума хатĕррĕн кĕтсе илчĕç. Чăннипех те хисепленĕрен çапла тăваççĕ тесе шухăшлакансем çеç йăнăшĕччĕç. Тыткăнри салтаксем хушшинче рабочисем, хресченсем, интеллигентсем пур. Вĕсем хăйсен çĕршывĕнче те капиталистсемпе улпутсен тарçи кăна пулнипе нушана мăй таранах тӳснĕ. Çавăншăн Лукарьепе упăшкине кураймаççĕ. Анчах хысна ирĕкĕнче ĕçлекенсем выçли-тутлине пĕлни, кунта ытлашшиех хĕсĕрлеменни татă апат-çимĕç енчен аптрамаллах марри, çиллентерсен хăваласа ярасран хăрани ирĕксĕрех парăнтарнă, йăпăлтатма хистенĕ.
Лукарье салтак-тарçăсене пуç тунинчен пăхса сӳрĕккĕн саламларĕ, кам мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕ, чĕрре кĕме сăлтав тупаймарĕ.
Тăлмачпа иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усракан кил хушшине кĕчĕç. Пур çĕрте те йĕркелĕх. Çĕршер сысна самăртма хупнă. Кĕçех аш хакланĕ те, вĕсене пуса-пуса хуласене ăсатĕç е чĕрĕллех çар ведомствине тăратеç.
Çапла пур çĕрте те пăхса çаврăнсан, Лукарье тăлмачне:
— Атя, пĕрер курка сăра ĕçтерем, — терĕ.
Салтак турткаланса тăмарĕ.
Трифуна урхамах кӳлсе хатĕрлеме хушрĕ те Михха хăма çуракан завод еннелле утрĕ. Полицейскисен станĕ пулнă çурт тĕлне çитсен пăшăрханса ӳкрĕ. Темиçе кун кайрах çеç кунта станувуй, уретник тата стражниксем хуçаччĕ. Вĕсем Михха мулне, пурнăçне упратчĕç, уншăн такама тем туса пăрахма хатĕрччĕ. Халь пурте тарнă. Юлашки сăмах та пулин каласа хăварман. Ак ĕнтĕ вăл пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Ун хутне кĕмелли çын никам çук. «Мĕн курмалăхне сиксе тухрĕ ку самана? Кам çине тайăнмалла ĕнтĕ?»
Завод патнерех çывхарнă май вăл малтан хăма йăтакан-купалакансем патне пырса пăхма шутларĕ. Куни пĕтĕмпех украин, белорус хĕрарăмĕсем, хĕрупраçĕсем, салтака илме çул çитмен арçын ачасем е салтака юрăхсăр арçынсем ĕçлеççĕ. Вĕсене хаяр вăрçă çийĕнче мĕн пуррипе килĕсенчен, çуралнă çĕршывĕсенчен хăваласа кăларнă, Чăн та, чăваш ĕççыннисем беженецсене шеллесе те кăмăллăн йышăннă, мĕн пуррине çурмаран туса, вĕсен йывăр ăраскалĕсене çăмăллатма тăрăшнă, çапах, хăйсем те чухăн пурăннипе, кирлĕ таран пулăшайман. Михха çакна лайăх пĕлнĕ, вара ял-ялне хăйĕн çыннисене ярса беженецсене илĕртнĕ. Ĕçлейменнисене те шутласан, Атăлкассине пин çынна яхăн пухăннă. Вĕсем заводра, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте, çуркуннерен пуçласа кĕрчченех пусăра, йĕтем çинче ĕçленĕ. Михха вĕсен ĕнсине хырса мул пухнипе çеç çырлахман. Беженецсем пуррипе усă курса, чăвашсене еç паман. Çапла майпа вăл хăйне пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулта кăшт çеç тĕп туманшăн тавăрнă.
Хăма купалакансем тĕлĕнче Михха чарăнчĕ. Украинкăсем хурлăхлă юрă юрлаççĕ иккен:
Та нема гiрш нiкому, як тiй сиротинi.
Нiхто не пригорне при лихiй годинi.
Не пригорне батько, не пригорне мати,
Хiба той пригорне, що думае взяти...
Та налетали гуси з далекого краю,
Замутили воду в тихому Дунаю.
Та бодай сiрi гуси з пiрячком пропали,
Що нас разлучили, як голубив пару...
Ав, леререх, белоруссем юрласа ячĕç:
Ой, орел, ты, орел!
Ты летаешь высоко,
Ты бываешь далеко!
Ты бывал ли, орел,
На моей сторонке?
Ты слыхал ли, орел,
Разговор обо мне?
Кто кручинится,
Кто печалится,
Кто там ждет меня,
Дожидается?..
Михха хура чунлă та, украинецсен, белоруссен юрри яланах килентернĕ ăна. Хĕллехи вăрăм каçсенче юрăçсене, пуринчен ытла хĕрупраçсене, хăй патне йыхăрса илсе, сăйла-сăйлах юрлаттарнă вăл. Çăмăлтарах ăслисене парăнтарса намăс тунă. Халь те унăн хĕрарăмсемпе выляс, вĕсене ахăртас килчĕ. Анчах çывăрса тăнă чухнех сехĕрленни ниепле те иртейменнипе аскăн шухăш сирĕлчĕ. Çитменинне, ун умне Кĕтерук, иртни-пулнисем тухса тăчĕс…
Хĕрсе тырă выратчĕç ун чух. Михха пусса персе çитре. Сасартăк завод вăраххăн та çуйлăн кăшкартрĕ. Çавсамантрах Прахăр хĕрĕ Кĕтерук хĕрарăмсене йыхăрчĕ:
— Э-эй! Тусăмсем!.. Вырма пăрахăр! Вырма пăрахă-ăр!
Хĕрарăмсем Кĕтерука сыранса илчĕç. Михха ăна тăна кĕртме хăтлансан, хирĕç мĕн хуравланăччĕ-ха? «Ан ман, хуçа... Енчен эпир мĕн ыйтнине памасан, тырруна пачах вырмастпăр!..» — тенĕччĕ. Михха çапма алă çĕклесен, çурлипе хăмсарса çапла юнанăччĕ: «Майперех пул, хуçа! Халь эп татăк çăкăршăн, çинĕ-çимен, çĕрне-кунне, канăçне-менне пĕлмесĕр сан вараланчăкна тасатакан чура мар!» Вара Михха пурнăçне пуçхĕрлех тӳнтерме тапăннă забастовка пуçланчĕ.
Сехмет çанçурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Халь ĕçлекен беженецсем хушшинче те Кĕтерук пек хĕрарăмсем çук тесе кам шантарĕ? Пăхма вĕсем яланхи евĕрех парăннă та васкаса çаврăнкалаççĕ пек. Чĕрисенче мĕн пуррине, вĕсем мĕн шутланине ăçтан пĕлейĕн? Çын ăшĕ сĕм вăрман тесе ахальтен каламан-тăр. Татах инкек килсе тухасран упранма пĕр май çеç, тарçисене тĕк май шăлмалла. Михха çĕлĕкне кăшт çĕклесе саламларĕ: — Чиперккесене ырă ир сунатăп!
— Хăвăра та çавнах сунатпăр!
Хĕрарăмсем хушшинчен килентерекен сăмах илтĕнни Миххана рехетлентерчĕ. Татах хăй май илĕртесшĕн:
— Тавтапуç, чиперккесем!.. Мĕнле пурăнатăр? — терĕ.
—Пыл та çу çинче ишетпĕр!
— Хуçи лайăх... Ма начар пурăнас?!
Ан тив, мăшăррăн ĕçлекен икĕ çамрăк хĕрарăм хавасланса хуравларĕ те, вĕсен сăмахĕсем ăш кăмалран маррине, теме систернине ăнланчĕ Михха. Чунĕ кӳтрĕ. Анчах мĕн шутпа çӳренине асран яманнипе хăйне хăй часах алла илчĕ. Çав-çавах евĕклĕн курăнма хăтланчĕ:
— Ман кăмăл пирки йăнăшман эсир. Тăрăшса ĕçлекенсене мăнкун валли пĕрер кĕпелĕх парне парăр!
— Тусăмсем, илтрĕр-и?!
— Илтрĕмĕр! Кĕпелĕх паратăп тере!
— Кĕпелĕх парсан, ма тапаланас мар!
«Мĕн хыпар пур?» — тесе ыйтасшăнччĕ Михха, канăçсăрланнине ытла уççăн палăртасран хăранипе чĕнеймесĕрех пăрăнса кайрĕ.
Хуçа куçран çухалсан, беженецсем тепĕр хут шăкăлтатса илчĕç.
— Сехмет ытла та кăмăллă-çке паян!
— Мухмăрĕ уçăлнă-и, тен!
— Арăксене тытсах ларăр, парнелет!
— Ан парнелетĕр! Хамăр ĕçленипе илсе тăхăнатпăр!
— Ĕç укçине кăна хуштăрччĕ!
— Кĕтсех тăрăр, хуса çитсе ĕнсерен парĕ!
Çук, Михха мĕнле сăлтава пула çемĕçнине беженецсем тавçăраймарĕç. Патшана вырăнтан кăларнă тенĕ хыпар вĕсен хăлхине таçта илтĕннĕн пырса кĕнĕ те, ĕнентерекенсем тупăнмарĕç. Çакăн пирки ун çинчен калаçма мар, шухăшлама та хăймарĕç.
Хăма çуракан цех патнелле çитеспе Михха чĕрĕленчĕ. Кунта пĕтĕмпех тыткăна лекнĕ çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Раççей патшин ăраскалĕ кăсăклантарманнине шанать вăл. Кирек мĕн пулсан та вăрçă пĕтиччен ниçта та хускалаймĕç. Вĕсем хушшинче ăста çынсем пурри питех савăнта-рать. Пĕтĕм машина таврашĕнче çавсем. Электрица çути туса пачĕç —Миххан мĕнпур именинче çĕрле те кăнтăрлахи пекех çап-çутă. Тыткăнри салтаксем заводра çеç мар, ялхуçалăхĕнче те ĕçлеççĕ. Чăваш ĕнси машинăран йӳнĕрех те, машинăсем кирлĕ мар тени Михха пуçĕнчен тахçанах сирĕлнĕ. Халь унăн трактор, сеялка, молотилка тата ытти хатĕрсем кĕрлеттерсе лараççĕ. Тыткăнрисем хушшинче агроном та пур. Вăл Миххан управляющи вырăнĕнче. Ан тив, вĕсене илсе килме нумай тăкакланнă та, тупăшĕ темиçе хут пысăкрах.
Цех çывăхĕнче Михха тăлмачпа тĕл пулчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Иоганнс?
— Сирĕн кăмăла пула питĕ аван, господин Янашов. Хăвăра ырлăх та сывлăх сунатăп! — хуçан мăнаçлăхне тивертесшĕн йăпăлтатрĕ лешĕ.
Михха çак нимĕç салтакне пуринчен ытларах шанать, Çавăнпа пĕр-пĕрне саламласанах ыйтрĕ:
— Ну, ыттисем мĕнле унта? Мĕн шухăшлаççĕ?
— Вĕсен пуçĕнче яланах пĕр ĕмĕт: çемйисем патне таврăнасшăн.
Ку халапа Михха кашни кунах илтнĕрен йӳпсемерĕ, малалла тĕпчерĕ:
— Раççейри лару-тăру пирки мĕн калаçаççĕ? Кунашкал ыйтăва пуçламăш хут илтнĕрен тăлмач сасартăках ним те хуравлаймарĕ.
— Ма шарламастăн? — тепĕр хут астутарчĕ Михха.
— Господин Янашов, тархасшăн, каçарăр, Эпир ниçта та тухса çӳременнипе, никампа çыхăну тытманнипе Раççейри лару-тăру çинчен нимĕн пĕлмесĕр пурăнатпăр.
Михха вăлтасшăн:
— Пирĕн Николай патшана вырăнтан кăларнă! — терĕ те шăтарас пек пăхрĕ.
Тăлмач хĕпĕртерĕ. Патшана сирпĕтнĕ пулсан, вăрçă та кĕçех пĕтĕ, вĕсем киле таврăнĕç. Анчах хăй ăçтине, кунта мĕн амакшăн килсе лекнине манманран кутăна печĕ:
— Господин Янашов, ан тĕлĕнтерĕр! Вырăссен патшине тивме кам хăйнă?
Патшана трон çинчен тӳнтернине тыткăнрисем чăн та пĕлмеççĕ-и, тен. Ун çинчен çăвар уçнăшăн Михха хайне хăй ятларĕ. Влаçăн тăтăрхи çук чухне тыткăнрисем те пăлханасран хăрушă.. Çапах пĕр каланă сăмаха çирĕплетме лекет.
— Ун йышши çынсем тупăннă. Ĕнтĕ Раççейре патша мар, Вăхăтлăх правительство.
— Вăрçă чарăнас пирки мĕн хыпар? —хăвăрт ыйтрĕ тăлмач.
Михха тăвăлса кайрĕ. «Ав мĕне кĕтеççĕ, сарнайсем! Пăрахса каясшăн та мана йӳн ĕç вăйĕсĕр тăратса хăварасшăн, ахăрса кĕрекен тупăша пĕтересшĕн!»
— Вăрçă нимĕçсене Раççей çĕршывĕнчен хăваласа яричченех пырĕ. Унччен эсир кунтах упаленĕр! — хыттăн тавăрса хучĕ вăл. Анчах капла айкашни аван маррине хăех тавçăрчĕ. Тăлмача, ун урлă ыттисене те çиллентерес килмест Миххан, çавăнпа сассине улăштарчĕ: — Сана çакна та астутарасшăн: эпĕ каланисем хамăр хушăра пулччăр. Те тĕрĕс, те тĕрĕс мар хыпара сарса, çынсен чĕрине ан хускат!
Тăлмач хуçа кăмăлне юрама васкарĕ:
— Уншăн тесен нимĕн те ан иккĕленĕр, господин Янашов. Чĕлхене каснă пекех шарламăп.
— Шанатăп... Эсĕ сăнакалама тăрăш-ха. Пирĕннисем, хăма йăтнă-купаланă çĕрте ĕçлекĕнсем, мĕнле сывлаççĕ? Кайран мана систерĕн!
— Хаваспах, господия Янашов!
— Ну вăт, халлĕхе сывă пул!.. Эп хушнине тума ан ман! — тепĕр хут хушса хăварчĕ Михха.
Хăма завочĕ таврашĕнче ĕçлекенсем пирки çуйланмах кирлĕ маррине ăнланать-ха вăл. Бурлаксем мĕнле-ши? Унта çитсе пĕлес тесе, Трифун кĕтсе тăракан çĕре пычĕ, тăлăп тăхăнса çуна çине вырнаçрĕ.
Трифун вунсакăр çул Михха патĕнче ĕçлет. Кунта килсе кĕнĕ чухне вăл çирĕм виççĕри йĕкĕтчĕ. Халĕ хĕрĕх пĕр тултарнă. Чухăнсем хушшинче те ун пек нушаллă ӳснине тупаймăн. Унăн пулас амăшĕ çамрăклăх тăлăха тăрса юлнă. Вунçичче çитиччен ыйткаласа е çын ĕçне туса тăранкаланă. Çуллахи пĕр каç вăл Тĕмшер ял тăрăх утнине Касмуххапа юлташĕ курнă та хыççăн çырмана аннă. Хĕре çĕр мунчана сĕтĕрсе кĕнĕ, пусмăрланă. Вĕлерессипе хăратса никама калаттарман. Йывăр çын пулса пилĕке тытма пуçласан, хаяр сунман пер арăм ăна апăс карчăк патне çул кăтартса янă. Çăмăлланнă чухне юн тапнипе ывăлне ĕмĕртеймесĕрех вилсе выртнă. Трифун кунçулĕ çавăнтах вĕçленĕччĕ. Апăс карчăк ăна шеллесе хăй патне илнĕ. Кăкăр сĕчĕсĕрех ӳстернĕ. Анчах апăс карчăк та кĕçех çĕре кĕнĕ. Вуникĕ çулхи Трифун каллех тăлăха юлнă. Ял çыннисем ăна вĕлтрен ачи тенисĕр пуçне урăхла чĕнмен. Çуралнă ялĕ уншăн тăван мар амăшĕнчен те хаяртарах пулнă. Йывăрлăхра тертленсе пурăннă хыççăн вăл юлашкинчен Михха патне лекнĕ. Кунта та хырăмне тăрантарассишĕн çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме тивнĕ. Çемьеллĕ пулаймасăр, йăва çавăраймасăр çак тарана çитнĕ.
Трифун пурнăçра савăнăç та курнă. Микула ăна революцилле юхăма хутшăнтарнă. Пысăк ĕçех туман пулсан та, вăл хăй Миххаран ним чухлĕ те катăк мар çынне, вĕсем тан марри общество класлăха уйрăлса тăнинчен кăна килнине ăнланнă. Пĕрремĕш революци тапхăрĕнче сехметсене çĕнтерессе ĕмĕтленнĕччĕ. Революцие путарса лартрĕç. Микула таçта çухалчĕ. Ахăртнех пуçне тĕрмере хучĕ-и, тен. Ун хыççăн Трифун тамăкри пек çунса пурăнчĕ. Юлашкинчен те пулин кĕтнĕ шурăмпуçĕ палăрчĕ. Иртнĕ каç çеç-ха, Михха ĕçĕсене тирпейленĕ хыççăн ял тăрăх çӳренĕ чухне, патшана вырăнтан сирпĕтнине илтрĕ. Ку хыпар ун чун-чĕрине ăшă туйăм кĕртрĕ. Сивĕнме хăтланнă юнĕ тепĕр хут вĕриленчĕ. Халь те-ха, ларкăч çинче çĕтĕк аçампа ларса пынă çĕрте, ирхи сивĕ çил кастарса вĕрсен те шăннине туймарĕ. Полици тавраш Атăлкассинчен çухални ăнсăртран мар иккен. Çынсене ним вырăнне хумасăр асаплантарни ахаль иртмессе сиснĕ курăнать. Хура реакци вăхăтĕнче миçе çын пуçне çимерĕç пуль вĕсем. Кавĕрле кĕтӳçе вĕлерни халь те Трифун куçĕ умĕнчех. Казак-стражниксем ăна кил хушшине тытса кăларчĕç. Пĕтĕм тарçа-тĕрçе хăваласа пухрĕç. Малтан Кавĕрлене тус-йышĕсене сутма хушрĕç, уншăн каçарма, ырă тума сăмах пачĕç. Кавĕрле тус-йышĕсенчен пĕри Трифунччĕ. Кĕтӳç каласа парасран питех хăранăччĕ, Вăл тем чул тĕпчесен те шарламарĕ. Çак асаилӳсем Трифуна пăшăрхантарчĕç, анчах вараха пымаре. Кавĕрлесем кĕрешни кăлăх пулмарĕ. Ĕçхалăхĕшĕн те телейлĕ пурнăç килĕ...
Мари вăрманĕ вĕсене яланхи пекех лăпкăн та шăплăн кĕтсе илчĕ. Чунĕ уçăлнипе Трифун юрласа ячĕ:
Хура тур лаша шăнкăрми,
Хура тур лаша шанкăрми,
Сасси аякран илтĕнейрет.
Сасси аякран илтĕнейрет.
Атя, ямшăк, хăвала...
Михха кăтăш пулнă çĕртен шарт сиксе вăранчĕ, Бурлаксем юнаса янратакан хаяр сасă илтĕннĕн туйăнчĕ. Вăл васкаса тăлăп çухине сирчĕ.
Халиччен кучерĕ çулта юрланине илтмен пирки Михха пĕр тĕлĕнсе, пĕр тăвăлса кайрĕ: «Çак сăрнай мана вăратма хăйрĕ-и?» Ан тив, Трифун вунсакăр çул хушши сăмахран тухмасăр ĕçлет те, ĕлĕкхи самантра Михха каçармĕччĕ. Халь ирĕксĕрех çиллике шăнарма тăрăшрĕ, Кучер мĕн савăнăçшăн юрланине пĕлесшĕн пулчĕ. Патшана сирпĕтнĕ хыпар ун хăлхине кĕмен-ши? Çавăншăн савăнса юрламасть-ши? Сĕмсĕр сăрнай çеç те, усал сăмаха халăх хушшине сарасран хăрушă. Иçмасса, йывăçа Атăла хăваласа кăларсан урăх сывлăшчĕ. Унччен сăрнайсене тĕк май шăлма лекет.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...