Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
XII
Ятман Липа районтан килессине савăнса, анчах кăшт шикленерех кĕтрĕ. Паян ĕнтĕ ăна татса каласа памалла — ун тулли колхозĕпе акма юрать-и, юрамасть-и? Кам пĕлет, тен вăрлăха пăрахăçласа тăкнă, — сахал сăлтав тупма пулать-и ăна тиркес енне кайсассăн? Пĕри министерствăран ыйтмалла, эпир хамăр тĕллĕн ирĕк пама пултараймастпăр, тейĕ, тепри туллăн кăлтăкĕсене шырама тытăнĕ — вутпуççи ерет, сивĕрех çул ытла кая юлса пулать тата тем те пĕр.
Ятман хăй те ăна ытти колхозсенче акасшăн мар-ха, Левентее вăл ыйтсан та памарĕ, анчах хăйĕн колхозĕнче çак сорта акмашкăн хăрама кирлĕ мар тесе шутлать, Зейнаб, ав, урăх вăрлăх пирки калаçмасть те, манăн хам акса ӳстернĕ тулă пур, тет. Ытти бригадирсем те ку тулă çине хăйсене тивĕçмен япала çине пăхнă пек ăмсанса пăхаççĕ. Ятман пĕлмест, мĕншĕн йышăнмалла мар икĕ çул акса тĕрĕсленĕ сорта?
Липа алăкран сĕлкĕш сăнпа кĕчĕ, кăна кура вара, председатель унран ним çинчен те ыйтмарĕ — агрономран ырă хыпар кĕтмелли çук.
— Акма ирĕк памаççĕ, — хыпарларĕ Липа, тулă пакетне ун умне лартса.
— Мĕншĕн?
— Темиçе тĕрлĕ вăрлăх акма юрамасть, теççĕ. Пирĕн государствăн сортсем енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çирĕплетсе панă тулă пур, теççĕ.
Председатель ку сăмахсенче суялăх пуррине туйрĕ, агронома куçран сăнарах пăхрĕ те хыттăн кулса ячĕ:
— Ĕненместĕп, Олимпиада Осиповна. Ун пек каламан сана! Эсĕ халĕ райзо агрономĕсен шухăшне мар, хăвăн шухăшна калатăн!
— Эпĕ çавăн пек шухăшлас пулсан, эсĕ ăна хисепе илмен пулăттăн-и вара? — терĕ Липа, сассине çемçетсе. — Эпĕ сирĕн участокри агроном вĕт...
— Итлемен пулăттăм, — хăйне çĕнĕ вăрлăх илсе килсе панă пек, тулла сĕтел çине тăкрĕ Ятман. — Эс ку тулăшăн мана кӳрайманнине тахçанах пĕлĕтĕп. Уншăн эпĕ санран нумай усал сăмах илтрĕм.
— Кăçал мана пăртак памасан, тата илтме лекет.
— Тӳсес пулать ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн...
— Тепĕр çул миçе пăт илме пулать, эппин? — куçа кĕчĕ Липа.
— Мĕн чухлĕ илес тетĕн, çавăн чухлĕ. Çитес çул, райзо чармасан, атăлкассене те пĕтĕм участок валли тиеттерсе яма пултаратпăр. Кăçал Зейнаб кăна акса тутăр-ха, пур-çук япалана сапалас мар, Олимпиада Осиповна, çакăнпа килĕшер, э?
— Ӳкĕте кĕмен çын эсĕ, Ятман, — кăмăлсăррăн тавăрчĕ Липа. — Левентее хăйĕншĕн кăна тăрăшать тесе хурлатăн, ху унран мĕнпе уйрăлса тăратăн вара? Ху та çавах вĕт...
— Тăхта, çитес çул кӳршĕсене чи лайăх тулă вăрлăхĕ паратăп, акăр, ĕрчетĕр, пуйăр, — трибуна çинчи пек хăлаçланса хыттăн каларĕ Ятман. — Ку кӳршĕсемшĕн тă-рăшни мар-и вара? Шансах тăратăп, Левентейрен вăл вăрлăха тепĕр виç çултан та илеймен пулăттăр.
Тепĕр кунне вĕсем Зейнаб бригадинче тулă акнă çĕрте те пулчĕç. Пурте пырса курассине пĕлнĕ пекех, Зейнаб участока тип-тикĕс сухаласа çемçетнĕ, çиелте пĕр муклашка та çук, сӳрепе сӳреленисĕр пуçне тата креплесе те якатнă тейĕн. Вăрлăхне, Липа сĕннĕ пекех, сеялкăпа хĕреслесе акаççĕ. Сисет Липа, хăш-пĕр колхозниксем ку меслет тĕрĕссине шанмасăр пуçĕсене сулаççĕ.
— Курман халиччен тулăпа ыраша хĕресле акнине, усси те пур вара унăн? — илтет вăл Кави старик сассине.
— Ун пек ытла çăра шăтать пулĕ? — тет тепри.
— Кĕçеленсе ӳсет-тĕр ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем вăрлăха та шеллесе илеççĕ.
— Ытла нумай пĕтет вăрлăх — гектар пуçне вунпилĕк пăт!
— Да, ку сахал мар. Унпа эпир ĕлĕк икĕ гектар акнă.
Çул хĕрринче Садыков комсомолец ку участок камăн пулнине кăтартакан хăма çакать. Тĕрĕссипе, хăмине çакнă ĕнтĕ вăл, ун çине мĕн çырмаллине пĕлмест. Участок пысăкăшне кăтартнă, хăçан акнине кăтартнă, бригадир ятне асăннă, тулă сортне мĕнле каламалла?
— Зейнаб, мĕнле сорт тулă акнă эсĕ? — кăшкăрать вăл, кăранташĕпе сывлăшра çырам пек туса.
Бригадир аллине çеç сулать:
— Пĕлместĕп!
— Ара, ху акнине ху епле пĕлместĕн?
— Çыр унта Ятман сорчĕ тесе! — кулать бригадир. Ку калаçăва илтнĕ Липа та Ятманпа тулă сорчĕ пирки сăмах хускатать.
— Чăнах, туллăн сорчĕ мĕнле? Ку мана та кирлĕ пулать, — тет вăл.
— Вот, ăна ĕнтĕ халĕ пирĕн ял хуçалăх академийĕ урлă шыраса тупмалла пулать, ку йывăр задача, — шăл йĕрет Ятман. — Анчах ăна эпир халех пĕлес çук. Вăхăтлăха ятне хамăрăн хумалла пулать. — Вăл хăйсен çывăхĕнче бригада ĕçленĕ çĕрелле пăхса тăракан Зейнаба чĕнет: — Зейнаб, ятне хурса пар çав туллăнне, унсăрăн вăл ытти тулă хушшинче çухалса каять.
— Фронтовая, — тет Зейнаб ытла шухăшласа тăмасăр. — Эсĕ ăна фронтран илсе килнĕ тетĕн вĕт, ячĕ те çавăн пек пултăр.
— Çук, ун пек ан хур, — тет Липа, хăй те ят шыраса. — Тулă фронтра ӳсекен япала мар, ăна лăпкă çеçен хир кирлĕ...
— «Победа»! — тет Зейнаб хыттăн, хăйне кăмăла каякан ят тупнăран вăл пит-куçран та çуталса илет. — Пулас çĕнтерӳ ячĕпе «Победа» ятлă хуратпăр!
— Ку хитре, — ырлать ăна Ятман. — Мана килĕшет.
— Çыр, Садыков, — кăшкăрать Зейнаб. — Сорт «Победа»!
— Есть «Победа»! — тет лешĕ, сорт ятне çырмашкăн хăма патне пĕшкĕнсе.
XIII
Нумай çулсем иртĕç, пирĕн мăнуксем пулĕç, чылайăшĕн кăкăрĕсене шурă сухал илемлетĕ, эпир ку куна манмăпăр. Пурăнан пурнăçра сăваплă ĕçсем татах та сахал мар пулĕç (пирĕнни пек чаплă ĕмĕрте вĕсем пулмаллах), эпир хурлăх мĕн иккенне кĕнекесем тăрăх çеç пĕлĕпĕр, чĕресенче савăнăç тата ытларах сарăлса шăранĕ, çапах та ку кун савăнни нихçан та асран тухмĕ. Тĕрĕс каларĕ Кăтра Михала хĕрарăмсене: вăт, ĕнтĕ халь макăрăр, эп сирĕн савăнăç куççульне курма хавас, терĕ. Çавăнтах, пĕрремĕш хĕрарăмне ытакласанах, хăйĕн икĕ куçĕнчен те куççуль шăпăртатса анчĕ. Мĕн каласси пур, пĕчĕк ача пек савăнчĕ Михала çак кун, хăй каларăш, майăн тăххăрмĕшĕнче вăл тата вунçичĕ çуллăха çамрăкланса юлчĕ. Анчах Атăлкассинче çĕнтерӳ кунне чи малтан Михала та мар, никам та мар, Кĕтерне пуçларĕ, çавăнпа сăмаха унран тапратсан тĕрĕсрех пулĕ.
Ун чухне тул тин çеç çутăлса килетчĕ-ха, ял çурхи кĕске ыйхăран тин çеç вăранма пикеннĕччĕ. Кĕтерне, акана каякансем валли апат пĕçермешкĕн васкаса, фермăран килне таврăнатчĕ. Халиччен ирхине ирех ăна çул çинче никамах та тĕл пулакан марччĕ, паян правлени умĕнче пĕр юланут хăваласа çитрĕ. Кĕтерне тинкеререх пăхрĕ — çӳрен лаша çинче Липа маттурăн ларса пырать. Вăл, ялан беретпа çӳрекенекер, пуçне хĕрлĕ тутăр çыхнă, çавăнпа ăна аякран палласа та илейрес çук.
— Ăçта эс капла? — чарăнсах ыйтрĕ Кĕтерне унран.
— Кӳршĕсем патне каймалла-ха, — аллинчи хуллине туй каччи пек вылятрĕ лешĕ.
— Ытла ир тухатăн-çке?
— Ара, ир тăнă çерçи тутă пулнă, тет.
Çапла каларĕ те Липа, челпĕрне карт туртса, утне юртăпа малалла хăваларĕ. Кĕтерне, хăй васканине манса кайса, юланута йăмрасем хушшинче курăнми пуличченех пăхса тăчĕ. Ăшĕнче Липăна ырласа та илчĕ: «Хĕр темерĕн, юланутпа арçынран кая мар çӳрет. Ав, мĕнле вĕçтерчĕ, Укахви ун пек пултараяс çук».
Тата çур сехетрен Кĕтерне Липăна кĕтмен çĕртен тепре курчĕ. Вăл килтисене ирхи апат çитерсе ĕçе кăларса янă хыççăн пахча вĕçне кӳлĕрен шыв ăсма аннăччĕ. Тулли витресемпе тăвалла хăпарнă чухне хыçалта Тутаркас енчен каллех сиккипе юланут килни илтĕнсе кайрĕ. Кĕтерне çаврăнса пăхмасăрах сисрĕ — Липа. Вăл куннинче кăмăлсăр та пулчĕ: ялтан яла мĕн сиккипе çӳремелли пур, Акатуйне кайман вĕт вăл. Анчах çав хушăра хăлхана хĕрарăм кăшкăрнă сасă килсе кĕчĕ. Кĕтерне тăпах чарăнчĕ — тем тесен те, пĕр-пĕр хыпар ĕнтĕ. Кĕтерне чарăнчĕ те витрисене çĕре лартмасăрах юланутçăна кĕтме тытăнчĕ. Чăнах та, Липа тем кăшкăрать, вăл пуçри хĕрлĕ тутăрне сӳсе илнĕ те унпа енчен-енне сулкалать. Акă вăл Кĕтернене те асăрхарĕ пулас, тата хытăрах кăшкăрса ячĕ:
— Çĕнтерӳ, юлташсем, çĕнтерӳ!
— Мĕнле çĕнтерӳ?! — ăнланмарĕ Кĕтерне, пĕр вырăнтах хытса тăрса. Липа, лаши çинчен вăльт! çеç сиксе анчĕ те, карта урлă каçса, Кĕтерне патне чупрĕ.
— Çентерӳ, Кĕтерне инке, çĕнтерӳ!
Кĕтерне вара ку сăмахсем мĕне пĕлтернине тинех тавçăрса илчĕ, хăй сисмен çĕртенех пĕтĕм тăлпăвĕпе малалла туртăнчĕ. Ун хулпуççийĕ çинчи кĕвенти вĕçерĕнсе кайрĕ, витресем шăнкăртатса çĕре персе ӳкрĕç, Кĕтерне ăна-кăна асăрхамасăр тӳрех Липăна хирĕç ыткăнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин патне темĕн чухлĕ чупса халтан кайнă çынсем пек пырса тăрăнчĕç, аллисене хулпуççисем çине хурса хĕрарăмла сассăр макăрса ячĕç. Кĕтерне темиçе хутчен нăшăклатса та илчĕ.
— Апла Алексей таврăнать иккен, — терĕ вăл, саппун аркипе куççулне шăлкаласа.
— Таврăнать ĕнтĕ... Пурте таврăнаççĕ.
— Ăçтан пĕлтĕн-ха эс ку хыпара? Радио калаçмастчĕ-çке?
— Çавăнпа вĕçтерсе килтĕм те. Кусен паян радио ĕçлемест-ха, пĕлмеççĕ те пулĕ, терĕм. — Липа, карта урлă каялла каçса, каллех лаши çине утланса ларчĕ, ăна урисемпе тапса çĕнĕрен кăшкăрса ячĕ:
— Çĕнтерӳ, юлташсем, çĕнтерӳ!..
Кĕтерне пĕççине шартах çапрĕ: ара, ку хыпара вăл чи малтан илтрĕ-çке-ха, ăна ялта урăх никам та пĕлмест. Вăл хăй те хыттăн кăшкăрса ярасшăн пулчĕ, анчах сасси тухмарĕ, вара вăл, пушă витресемпе чăнкăртаттарса, урамалла чупрĕ.
Липа ялта икĕ çĕрте çеç чарăнса тăчĕ — колхоз правленийĕнче тата промартель правленийĕнче. Унта Левентейпе Куçма Иванча çĕнтерӳ ячĕпе саламларĕ те лашине хирелле юрттарчĕ. Укăлча хапхи тĕлĕнче ăна юланутпа Левентей хăваласа çитрĕ, пĕрремĕш бригадăна вара вĕсем иккĕн кайрĕç. Юланутпа сиккипе килекенсене çынсем аякранах асăрхарĕç, вĕсем ăçта чарăнассине пĕлсе, Маринепе Ятман патне пуçтарăнарах тăчĕç. Малтанхи сăмаха илтсенех хир тăрăх «урра!» янраса кайрĕ, пĕлĕтелле таçта инçете картуссем ыткăнчĕç. Левентейпе Липăна лашисене чарнă-чарман утсем çинчен сĕтĕрсе антарчĕç те умлăн-хыçлăн чуптума пикенчĕç. Çынсем пĕр-пĕрне алă тытаççĕ, ытаклаççĕ, кам мĕн каланине вара никам та итлемест. Мĕн вăл халь сăмахла калани! Çак вăхăтра кашни çын чĕререн капланса тухакан савăнăçпа пурăнать. Липа сăнран хăмач пек пулса кайнă — ăна пурте питçăмартинченех, тутаранах, чуптăваççĕ.
— Лайăхрах, лайăхрах! — терĕ Марине, Липа Ятман ытамне лекнине курсан, хăй каллех Ятман патне пычĕ. — Кӳр, хам та тепре чуптăвам. Паян Липа кĕвĕçеймест!
Липа Ятманран хăтăлса Левентей патне пычĕ, ăна аллинчен туртрĕ:
— Кайрăмăр малалла, асту, пирĕн ытти бригадăсене те пĕлтермелле!
— Тĕрĕс, тĕрĕс, пĕтĕм хирĕпе çаврăнăр, — терĕ Ятман та.
Ытти бригадăсем вĕсемсĕрех пĕлнĕ ĕнтĕ, хирте унта та кунта «урра» кăшкăрни илтĕнет. Арçынсем бригадирсенчен ирĕк ыйтса лавкана эрех илме чупрĕç, часах темиçе çĕрте виççĕн-тăваттăн е çиччĕн-саккăрăн черккесем йăтни курăнса кайрĕ. Марине бригадинче эрех илме каяканĕ шăп кăна Сехре Иванĕ пулчĕ. Çынсем ăна пĕлсе уйăрчĕç: Иван халь хире пĕр чĕрес тăварланă панулми йăтса килет.
— Вăл пулатех, унсăр мĕнле вара? — терĕ Сехре Иванĕ, пĕр ват çынни панулми пирки астутарсан.
Сехре утма та тăнăччĕ ĕнтĕ, çул çине тухса урисене тăпраран тасатма пикеннĕччĕ, çав вăхăтра ун патне Марине кулакан питпе пырса тăчĕ.
— Иван, асту, ман пата илсе пынă кĕленчене ан хăвар. Ларать-и вăл сан шкапра?
— Ларать-çке, — çемçен тавăрчĕ Иван.
— Илсе кил ăна та. Ĕçер пĕреххут...
Сехре Иванĕ тек нимĕн те шарламарĕ, тута айĕн кулса илчĕ те çăмăллăн çеç ялалла чупрĕ. Марине вăл чупса çӳренине пачах курманччĕ-ха.
Кĕтерне, фермăра ĕçлекенсем патне çитсе килме ĕлкĕрнĕскер, халь хăйĕн савăнăçне нимрен малтан Михалана пĕлтересшĕн пулчĕ. Вăл ăна шыраса таçта та çитрĕ, анчах упăшки ниçта та çук.
Михала правленире мар-и тесе, вăл унта кĕрсе тухрĕ, унта та курăнмасть. Правлени алăкĕ янках уçă, унта никам та юлман. Упăшкине Кĕтерне урамра, хăйсен килĕнчен инçе мар, тĕл пулчĕ. Михала «Ăçта çавă? Манăн çавна курасчĕ» тесе хыттăн утса пырать.
— Кама курасшăн çак эсĕ? — йăмра хыçĕнчен ăнсăртран сиксе тухрĕ арăмĕ, хăй çавăнтах упăшкине — аллинчен ярса тытрĕ.
— Ара, Липăна. Çав шуйхантарнă вĕт-ха халăха! Ман ăна тытса чуптăвас килет...
— Эпĕ ватсупнăна ял тăрăх шыраса çӳретĕп, — тутине уснă пек пулчĕ арăмĕ. — Вăл та мана шырать пулĕ-ха, тетĕп. Шырать вăл сана... Ăна Липа кирлĕ...
— Ах, ку эсĕ-çке, ман карчăк! — юриех хыттăн кулса ярса ăна икĕ ăллипе ыталарĕ Кăтра Михала. — Кил, эппин, çĕнтерӳ ячĕпе чуптăвам.
Вăл çапла каларĕ те арăмне виçĕ хутчен чуптуса илчĕ, çавăнтах тата ăна ыйту пачĕ:
— Хĕрсем пĕлеççĕ-и?
— Пĕлеççĕ пулĕ, — терĕ арăмĕ. Михала хыпăнса ӳкне пек пулчĕ, хăвăрттăн каласа хучĕ:
— Эс хире кайман-и? Пĕлтерес пулать, часрах пĕлтерес пулать... Ну, эппин, ывăлна кĕт, карчăкăм. Паянччен вилмерĕ пулсан, таврăнать. Эпĕ хире кайрăм...
Вăл арăмĕ мĕн калассине кĕтмесĕрех айккинелле пăрăнчĕ, шлепкине тӳрлете-тӳрлете хирелле утрĕ. Кĕтерне те килне кайма тумарĕ. Çук, вăл халь пĕр-пĕччен , килте ларма пултараймĕ. Ăна чĕрери савăнăçа уçса пама çынсем кирлĕ, ун халь кампа та пулин калаçмаллах.
XIV
Сехре Иванĕн шухăшĕ час-часах пĕр япала пиркиех икĕ терлĕ пулать. Екки кайнă хушăра хăй тĕллĕн тĕшмĕртсе ларать-ларать те вара, малтан чипер кăмăла кайнă ĕçех тиркесе тăкать е, пачах урăхла, ĕнер юратман япаларах паян темĕн чухлĕ лайăх енĕсем тупать.
Акă вăкăра хăваланă май вăл шухăшпа хăйĕн пурнăçĕ патне тĕрлĕ енчен пыра-пыра пăхрĕ. Çапла тейĕпĕр, манăн сад пур тейĕпĕр, — вĕçрĕ пуçра шухăш-урхамах. — Чипер виçсе пăхсан, паян ман вăрлăх турттарма тухмалла марччĕ, панулми йывăççисене шуратса хăвармаллаччĕ. Тем тесен те, манăнни пек сад ялĕпе те пĕрре-иккĕ анчах. Панулми пулнă çул унăн уссине сахал мар курнă ĕнтĕ. Кăçал та, хам шутланă тăрăх, панулми начар пулмалла мар пек, — ĕçлени харама каяс çук. Тепĕр енчен тата, сад манăнне çăвĕпе тинкене кăларать: ăна пăхас пулать, панулмине сыхламалла, сутма тăрсан, лав шыраса хăшкăлмалла. Иртнĕ çул панулмине пула шăп хĕру вăхăтра колхозри ĕçе пăрахма тĕл килчĕ, ун пирки миçе ĕç кунĕ сая кайрĕ. Пуйма кайнă — пĕтсе килнĕ тенĕ пек, Урала кайни те пăтăрмахлă пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, иртнĕ çул сад — мана сиен кăна турĕ — тырă та сахал илтĕм, ята та ярса пĕтертĕм. Халĕ çынсем ялан Урала кайни пирки тĕртсе калаçаççĕ.
Иван качаки пирки те çавăн пекех шутларĕ. Выльăхсăр пурăнни мар ĕнтĕ, сĕт-çăва укçалла илни мар. Ирхине тăратăн та ăшă сĕт ĕçетĕн, каçхи апат валли те сĕтел çинче пĕр курка сĕт ларать. Утă-улăм пасартан илсе курман — килхуçалăхра пĕр чĕрчуна çитермелĕх апат тупăнатех. Тата, пĕр качака çеç пулсан та, ячĕ пур, Иван пичче выльăх усрать, теççĕ. Анчах, пуçпа тĕплĕрех ăсласан, пĕр пĕччен çынна ăна тытса усрама та йывăр. Çăткăн выльăх вăл, качака, апат парса та ĕлкĕрмелле мар. Çавна тăрантарма час-час киле чупнăшăнах конюхран тухмалла пулчĕ. Кăçал çулла миçе хутчен ĕçрен юлнă тата! Мĕн тумалла ĕнтĕ çав путсĕр качакапа — сутмалла-и ăна, сутмалла мар-и — Иван пичче пĕлмест.
Ку çеç мар, юлашки вăхăтра Сехре Иванĕ ялти çынсем тĕлĕшĕнчен те иккĕленме тытăнчĕ. Хăш таран ĕненмелле çынсен сăмахне, хăш таран ĕненмесĕр тăмалла? Акă, сăмахран, Ятмана ĕнтĕ вăл ĕмĕрлĕхех тăшман тесе шутланă — миçе çул вĕсем патне кайса кĕмен, миçе çул ăна сăмах чĕнмен, урамра курсан та айккинерех пăрăнса утма тăрăшнă, хăйне уй хуралçинчен кăларттарнăранпа кашни утăмра ăна усал ятпа кăна асăннă. Нумай пулмасть кĕтмен-туман çĕртен Ятман хăй кĕчĕ те нихçан урлă пулман çын пекех калаçса ларчĕ. Пурин çинчен те ыйтать: пĕччен пурăнма кичем мар-и, ĕçкунĕ миçе тунă, сивĕре садри йывăçсем шăнса пăсăлман-и? Вăрçма мар, тăрăхласа та пĕр сăмах каламарĕ. Ирĕксĕрех вара пуçра иккĕленӳ çуралчĕ: тен, чăнах та Ятман вăл шутланă пек усал мар пулĕ?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...