Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай
Кунта калаçнисĕр пуçне вĕсен тăван хули çинчен фронтран та çыраççĕ. Куçма хĕрачи, Санюк, шăп кăна Украинăра çапăçать, хăйсен килĕнче украинкăсем пурăннине пĕлекенскер, вăл унчченхинчен час-часах çырусем ярать. Малтан вĕсем пурте ашшĕ ячĕпе килетчĕç, акă юлашки икĕ çырăвĕ Петренкосен ячĕпех килнĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç Санюкăн кĕске çырăвĕсенче Людмилăпа амăшĕшĕн! Мĕн тери хĕпĕртет Куçма вĕсене курсан! Санюкран е Петренко ывăлĕнчен, Владимиртан, çыру килсен вара, çурчĕпе уяв — пурте ун çинчен кăна калаçаççĕ.
Килен-каян тĕпелте, икĕ чӳрече хушшинче, Людмила карттипе юнашар çар тумĕ тăхăннă хĕрпе каччă ӳкерчĕкĕсене курать. Вĕсене кĕлĕнче айне пĕр рамка ăшнех вырнаçтарнă, арăмĕпе упăшкине е аппăшĕпе шăллĕне пĕрле кăтартасшăн пулнă тейĕн.
Хĕрĕ сăнне хĕлле ӳкерттернĕ пулас — çĕлĕкпе. Çĕлĕк айĕнчен унăн хура çӳç пайăркисем кăпăшкаланса тухса тăраççĕ. Тен, çӳçĕ хура та мар пулĕ, ӳкерчĕк çинче çеç вĕсем çапла курăнаççĕ. Куçĕсем «паллатăр-и мана ку тумтирпе?» тенĕ пек пăхаççĕ.
Каччи картус тăхăннă, пысăк та тăрă куçлă, кăшт айккинерех тинкерсе пăхать. Пичĕ Людмилăнни пекех, унăнни пек пысăк куçхарши, тӳрĕ сăмса, çаврака питçăмарти. Кулса ярсанах питçăмарти çинче хĕрачан евĕр путăк пулса ларассăн туйăнать. Хăюллă çын сăнĕ! Кун пек сăнсем пĕрре пăхса аса манăçми кĕрсе юлаççĕ. Владимир паян çак яла килсе кĕрес пулсан, ăна сăнӳкерчĕкне курнă çынсем хăй каламасăрах палласа илнĕ пулĕччĕç.
Украинăна каялла каясси çинчен сăмах хускатсанах Анна Ивановна Санюка аса илет.
— Манăн çавна курмасăр каяс марччĕ, çавăн çине хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ, — тет вăл.
— Эс ан васка, вăл вăрçă пĕтсенех таврăнать, — йăпатать ăна Куçма пичче.
— Часах таврăнмĕ çав, манăн ăна хам хĕре савнă пек ытакласа чăмăртамасăрах тухса каймалла пулĕ.
— Эп ăна ним те мар килсе куратăп! — тет Людмила.
— Эс килсен, хăйне те илсе пыратпăр-ха ăна.
Анна Ивановна килтен тухсах çӳремест, вăл хуçалăхри ĕçсемпе ытларах аппаланать, Людмила вара каçкӳлĕм яланах клубра. Мускав приказ вулас умĕнхи йыхрав паллисене пама тытăнсан, радио патне чи малтан Людмила чупса çитет, çынсем ăна аякранах çул параççĕ.
Çапах та Винницăна илни çинчен вăл нумай çынтан кая юлса пĕлчĕ. Вăл кун ăна бригадир лавпа район центрне янăччĕ, яла хĕрача çĕрле пулсан тин çитрĕ.
Приказ вуланă чухне клуба халăх темĕн чухлĕ пуçтарăннăччĕ. Правлени çуртĕнчен Левентейпе Кăтра Михала та чупса пычĕç.
— Мĕнле хула-ши? — терĕ вулама пуçласса тем пекех кĕтекен Укахви.
— Кирек мĕнле хула пулсан та, хамăр хула, совет хули! — савăнăçлăн каларĕ ашшĕ.
— Çапах та... Винница мар пулĕ те?
Радиопа çынсем тахçанах паллакан сас, сулмаклă та вăйлă сас янтраса кайрĕ: «Пирĕн çарсем Винница хулине илнĕ!» Диктор чарăниччен никам та хускалмарĕ-ха, анчах вăл вуласа пĕтерсен, пурте Людмила кунта пур-ши тесе çаврăнса пăхрĕç.
— Ăçта вăл пирĕн, Винница хĕрĕ?
— Петренкона шыраса тупăр! Людмила района кайнă! — терĕ Укахви.
Тахăшĕ ăс пама пĕлчĕ:
Килне кайса калас пулать, савăнччăр!
— Тĕрĕс, — терĕ Левентей. — Пĕлтерес пулать. Кайса кил, Укахви.
— Çук, ун пек мар, — чарчĕ ăна Кăтра Михала. — Петренко патне ушкăнпа кайăпăр. Пушăраххисем, айтăр кайса савăнтаратпăр! Хамăр бригадир вĕт!
Темиçе минутран Кăтра Михалапа пĕр ушкăн колхозник — пуринчен ытла çамрăксем — Петренко патне пырса та кĕчĕç. Анна Ивановна алăкран кĕпĕрленсе кĕрекен çынсем çине тĕлĕнсе пăхрĕ, мĕн те пулин инкек сиксе тухман-ши тесе шикленсе тăчĕ пулмалла.
— Винница! — Пĕр сăмах çеç каларĕ Михала. Анна Ивановна çынсен куçĕ умĕнчех сăнран улшăнса кайрĕ. «Чăнах-и?» тесе Михала патнелле пĕр утăм турĕ те ашшĕпе юнашар тăракан Укахвие тулли аллисемпе çупăрласа илчĕ, унтан питçăмартинчен хыттăн чуптурĕ.
— Сирĕн хулана илнĕ ятпа саламлатпăр, — алă тытрĕ Михала. Ун хыççăн вара ăна кашниех алă пачĕ.
— Тавах, юлташсем, тавах, — терĕ Анна Ивановна. Çавăнтах вăл хăйĕн хĕрне асне илчĕ: — Ну, ăçта манăн Люда? Пĕлчĕ-ши ĕнтĕ вăл, пĕлеймерĕ-ши? Винницăна илнĕ, пăхăр-ха, пирĕн тăван хула вĕт...
Çынсем тухса кайсан та вăл часах лăпланаймарĕ, текех пӳртре кускаласа çӳрерĕ. Промартель правленинчен ун патне ку хыпара пĕлтерме Куçма Иванч та чупса пычĕ. Пӳрте кĕчĕ те питрен пăхсах курчĕ — Петренко приказ çинчен пĕлет иккен.
— Каларĕç-и? — терĕ унран кая мар савăннă Куçма пичче.
— Каларĕç, Куçма Иванч, ушкăнпах килсе каларĕç. Акă ĕнтĕ хĕпĕртенипе лара-тăра та пĕлместĕп... Кĕтнĕ кун çитрĕ иккен, ĕнтĕ пĕтĕм çĕршыва нимĕçрен тасатса пĕтереççĕ. Нумай мар ĕнтĕ... Ах, Винница, Винница...
Людмилăна çĕнĕ хыпара колхоз картишĕнче Симун пĕлтерчĕ. Тăван хула ятне илтсенех хĕрача лаша тăварассине кĕтмесĕрех пĕтĕм вăйран килне чупрĕ. Шăнса кайнăскер, ăна наччасах ăшă пулчĕ, самай инçе чупнăран вăл халтан та кайрĕ, анчах çапах та канма чарăнмарĕ. Ĕнтĕркенĕ пĕчĕк ача пăрлă кăçаттисемпе шакăртаттарса киле васкаса кĕнĕ пек, пӳрте кĕчĕ, амăшĕ пĕр сăмах калама ĕлкĕриччен ун кăкăрĕ çине ӳкрĕ...
— Куратăн-и, авă эсĕ те мĕнле хĕпĕртенĕ, — терĕ амăшĕ, хĕрне пуçран ачашласа. — Паян пирĕн уяв. Çапах та санпа эпир кĕтсе илтĕмĕр çак куна. Малалла ĕнтĕ пурнăç хаваслăрах каять...
VII
Ирхи хĕвел куçа ытлашши шартарнăран Левентей чӳречене хаçатпа хуплать. Хаçатне çӳлерех тирсе хурсан, çутă ун айĕнчен кĕрет, аяларах тирсен, çӳлтен пĕтĕм пӳлĕме хĕвел ури ӳкет. Чылайччен асапланнă хыççăн председатель сĕтел çинчен тепĕр хаçат илет. Çав вăхăтра хыçалтан ун патне Ашмарина пырса тăрать, — хăш вăхăтра кĕнĕ вăл, председатель ăна туйман та.
— Леонтий Петрович, ун пекех ан тăрăш, çуркуннерен чӳречене хаçатпа карса хăтăлаймастăн, — юриех хĕвел çути ӳкнĕ çĕре ларать агроном.
— Хăйне йышăнманнине кура пăртак та пулин тăхтамĕ-и тетĕп-çке!
— Çуракине хатĕр мар та, тăхтаттарас килет апла?
— Хатĕр мар, Олимпиада Осиповна, хатĕр мар, — тет Левентей, хăй сĕтел çинче арпашăнса выртакан япаласене тирпейлет.
— Эп сан патна килне кĕтĕм, эсĕ, хăвăн пӳлĕмне такам йăтса каяс пек, кунтан туха та пĕлместĕн иккен. Мана машина кирлĕ... Турикас валли имçам турттарса килесшĕн.
— Эсĕ унта халĕ колхоз председателĕ мар пулĕ вĕт? — тăрăхласа ыйтать Левентей.
— Председатель мар, анчах уншăн чупма лекет, Этемми çавăн пек вĕт, çынран йĕппе çип те ыйтса илеймест.
— Япалана çынран илме кирлĕ мар, пĕтĕмпех хăвăн пулмалла.
— Пурте сан пек пуян мар çав, — кăмăлсăррăн калать Олимпиада Осиповна, — санăн авă машина пур, çынсен çук, ирĕксĕрех пуççапма лекет.
— Машина пушах, — гараж вырăнне туса лартнă сарай еннелле кăтартать Левентей. — Ларăр та кĕрлеттерĕр çеç.
Ашмарина ун сăмахĕсенче каллех хăйне тăрăхласа каланине туять — машина е ирех таçта тухса кайнă ĕнтĕ е çĕмрĕк ларать.
— Вăл сирĕн çĕмĕрĕлнĕ тенине илтнĕччĕ эпĕ, юсарăр-и? — чееленет агроном.
— Ăçтан юсан-ха ăна? Запаслă пай илме хулана каяс пулать. Шофер кайса килчĕ, хулара та нимĕн те тупайман.
— Шаннă йăвара кайăк çук, — кайма тесе ура çине тăрать Олимпиада Осиповна. — Эпĕ, маларах ĕлкĕресшĕн пулса, хĕвелпе пĕрле вĕçтерсе килтĕм, весем пĕртен-пĕр машинине те ватса пăрахнă. Çук ĕнтĕ, кăçал Катрам Иванĕнчен имçам турттарса килесси пулмасть. Пĕркунах каларăм, лашусем ерĕçмеççĕ пулсан, Петровран машина кайса ыйт, терĕм. Нимпе те килмест. Çынна тархасласа çӳриччен эпĕ хам çуна туртса каятăп, тет.
— Маттур вăл, сан Катраму, — алăкран тухса тăнă агронома тĕлĕнтерсе каласа хурать Левентей, — Эпĕ хам кӳршĕ çине шанса пурăнман председательсене юрататăп. Начар пултăр, анчах япала хăвăн пултăр, çук-тăк — ун пирки сăмах та çук.
— Эс — хыткукар, ăна эпĕ тахçанах пĕлетĕп, — каялла çаврăнса калать агроном.
Машина пĕр эрне хушши ĕçсĕр ларни Левентейшĕн алсăр юлнă пекех пулчĕ. Машинăпа турттармалли япалана пĕтĕмпех лавпа турттарас пулать, пĕр кун хушшинче кайса килмелли çула ик-виçĕ кун çӳреме тивет. Пăхма та йывăр: çураки валли канма тăратнă лашасем каллех туртана кӳлĕнчĕç. Çитменнине, çуна çулĕ кунсерен хуралса пырать, Лашасем çăмăл лавах пӳлĕнсе туртаççĕ.
Туртăм вăйĕ çинчен калаçма тытăнсан, кирек мĕнле ĕçре те çĕнни шухăшласа кăларакан Кăтра Михала та пуçне çеç кăтăр-катăр хыçса илет.
— Ĕлĕк лашасем çăмарта пекчĕ, ши! шăхăраттăмăр та çын пĕрре чĕлĕм туртнă çĕре пристане персе çитеттĕмĕр. Пирĕн колхозăнни пек лашасем таврара та пулман. Ак вăрçă мĕн туса хучĕ. Çитмест лаша, нимĕн те тăваймастăн! Çыннăн ун ăсĕ пур. Колхознике ăна «Икĕ çыншăн ĕçле» тетĕн те, вăл икĕ çыншăн ĕçлет. «Виçĕ çыншăн ĕçле» тетĕн те, виçĕ çыншăн ĕçлет. Лаша — лашах, вăл аллă пăт тиенĕ лава туртмасть...
— Çыннисем те çитмеççĕ-çке, Михаил Михалч, — тет Левентей.
— Çитмеççĕ-ха та, çапах та çын çитмен пирки çураки тумасăр юлас çук вĕт, лашасем туртмасан, çур хире акмасăр хăварăпăр.
— Акма акатпăр, — сĕтел çинчен хăйĕн блокнотне илет Левентей, — анчах ĕç питĕ вăраха каять. Ак эпĕ шутласа пăхрăм…
Вĕсем нумайччен кашни лашапа мĕн чухлĕ сухалассине, мĕн чухлĕ сӳрелессине хисеплесе лараççĕ, пĕр цифра çумне тепĕр цифра хушаççĕ, нормăсене пĕрре ӳстерсе, тепре чакарса пăхаççĕ.
— Çĕрулми лартассине шутламасан та, ĕç ик эрнелĕхе çитет. Тата лавпа унта-кунта каймалли пулать, трактор бригади ĕçĕнче инкек сиксе тухма пултарать.
— Эс вăрлăх турттарассине ан кĕрт. — тет Михала пичче. — Вăрлăха йăлтах вăкăрпа турттаратпăр.
Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче Левентей чăтаймасăр лаша витине тепре кайса килчĕ. Вăл ĕнтĕ юлашки вăхăтра унта кашни кунах пулать. Симун ăна валашка патне илсе çӳрет, лашисене кăтартать, хĕрарăмсене вăрçса илет:
— Пĕлмеççĕ вĕсем лаша тытма. Утсене хăмăт тăхăнтартнă чухнех асаплантарса пĕтереççĕ. Пама та шел. Куран, миçе лашана хăмăт тивнĕ?
Левентей пăхать, савăнмалли чăнах та çук: лашасем ырхан, çураки тăвас тесен, вĕсене пĕр уйăх кантарас пулать. Çуркунне çитрĕ темелле ĕнтĕ.
— Тен, сĕлĕ сахал паратпăр пуль? —тет председатель.
— Норма тăрăх ĕнтĕ. Ӳстерсе парăр, вара ытларах çитеретпĕр.
— Ӳстермелле те пулать. Кун пек эпир хире тухаймастпăр.
Правление çитсен, ун патне палтьо çинчен плащ-накидка тăхăннă çын — «Сельэлектро» представителĕ кĕрсе тухрĕ. Мĕн çинчен мăкăртатрĕ вăл — Левентей ăна чипер илтмерĕ те. Представитель темле электростанци пирки, гидротурбина пирки юмахларĕ, пачах урăххи çинчен шухăшласа ларакан Левентей ăна ăнланса та пĕтермерĕ — ăçти электростанци, мĕнле турбина? Кирлĕ мар вĕсене нимле турбина та. Левентее халĕ лашасем кирлĕ, машина кирлĕ.
Каçхине Левентей бригадирсене, ферма пуçлăхĕпе конюхсене кĕске канашлăва хăйĕн пӳлĕмне пуçтарчĕ. Вĕсене вăл çĕнни нимĕн те пелтермерĕ, колхозра туртăм вăйĕ тĕлĕшĕнчен ĕç начарланса çитни çинчен çеç каларĕ:
— Хăвăрах куратăр ĕнтĕ пирĕн лашасем мĕнле иккенне, — терĕ вăл . — Вĕсене кăшт та пулин самăрлатмасан, çураки ирттерейместпĕр. Çакна ăнланса илĕр: пĕтĕм ĕç халь сирĕнтен килет. Правлени апат нормине ӳстерсе парпть, анчах ĕç кунта сĕлĕ норминче çеç мар, Лашасене канлĕх парас пулать, кирлĕ-кирлĕ мар ĕçшĕн лаша кӳлме чарас пулать. Астăвăр, бригадир хут çырса памасăр паянтан пĕр лашана та кӳлме юрамасть...
Лашасене тыткаласси çинчен калама Левентей Симуна сăмах пачĕ —калатăр хытăрах, вăл кам йĕнерчĕк хума тата урхалăх çыхма пĕлменнине кашни кунах курать. Симун чăнах та нумай çынна вăрçрĕ. Пуринчен ытла бригадирсене хăтарчĕ.
— Пирĕн бригадирсем мĕнле шутлаççĕ? — шавлăн калаçрĕ вăл. —Хăйсене çирĕплетсе панă çĕрпе ĕç хатĕрĕшĕн ответ тытмалла, лашасемшĕн конюхсем ответ тытчăр. Кам та пулин ĕçе каяс пулсан, пырать те лаша илет. «Кам хушрĕ?» «Бригадир хушрĕ». Бригадирĕ хут та çырса памасть —те ĕненмелле çын каланине, те ĕненмелле мар. Хăш-пĕрисем тата лашана мĕнле хăвалаççĕ тетĕр эсир? Мĕн те пулин тиеççĕ те чуптараççĕ вара — часрах çитсе пултăр, лаша пирки шутламаççĕ те, вăл хуть тăрăнса ӳктĕр. Акă, сăмахран, Марине бригадинчи Уçăпа илĕр. Вăл чипер юртакан лашанах вĕçĕмсĕр хулăпа хĕртсе пырать, пĕр çухрăм хушшинче пĕр хулă пĕтерет. Лаша вăл, тăрантарсан, туртать, ута пушăпа мар, сĕлĕпе хăваламалла, тенĕ ваттисем. Пирĕн халь апат начар мар, анчах выльăх çине выльăхла пăхни пĕтĕм ĕçе хупласа хурать. Бригадăри лашасен хуçи — бригадир. Халĕ эсир вĕсене пире шанса панă та нимĕн те курмастăр...
Бригадирсем тавлашса тăмарĕç. Чăнах та вĕсем лашасем пиркии ытла шутласах кайман, çуракине хатĕрленнĕ чухне те нимрен ытла вăрлăхшăн чупнă, плугсене тĕрĕсленĕ, кам туртать вăл плугсене — ăна аса илмен.
— Юрĕ, Симун, ытлашши ан вăрç. — терĕ Марине. — Ӳлĕмрен ăслăрах пулăпăр. Тĕрĕс калатăр: лашасăр халĕ эпир алăсăр пулнăпа пĕрех. Машина пирки манăн сăмахăм çапла: тем пулсан та, юсамалла ăна, унсăрăн çуракине пире йывăр килет. Машина машинах, унăн уссине пĕлетпĕр. Тата Левентейĕн МТС-а та хытăрах каламалла, сухаламалли çĕре пĕтĕмпех сухаласа паччăр, пирĕн ĕçе тытса ан тăччăр.
Колхозра шоферта çамрăк каччă, кăçал çеç курсран вĕренсе тухнă Петĕр ĕçлет. Юсанă машинăпа вăл чиперех çӳрет темелле, председатель ун пирки усаллине ним те илтмен, анчах пăсăлнă машинăна юсама пĕлмест вара, хăй юсайман пайĕ пăсăлсан, тӳрех ултă çухрăмри колхоза тепĕр шофер патне чупать.
Темиçе кун каялла Левентей ăна запаслă пай тупса килме хушса ячĕ. Петĕр таçта та çитнĕ, хăйне кирлĕ япалана тупайман.
— Ниçта та çук, — халь-халь макăрса ярас пек пĕлтерчĕ вăл таврăнсан. — Пурте: хамăр та Горькине кайса илетпĕр, теççĕ.
Пĕр ирхине Кăтра Михалана хăш-пĕр ĕçсем пиркн заданисем паркаларĕ те Левентей хулана хăй тухса кайрĕ.
Кирлĕ учрежденине шыраса тупса, вăл запаслă пайсем валеçекен начальник патне приема кĕчĕ. Ăна самаях çулланнă, сăмси çине пенсне лартса янă çын йышăнчĕ. Вăл темле хутсем тустарать, Левентейпе калаçма васкамасть.
— Мĕн ыйтасшăнччĕ? — терĕ вăл, çав-çавах хăйĕн ĕçĕнчен пушанаймасăр.
— Пирĕн машина пăсăлнă, мана первичнăй вал шестерни кирлĕ, — пĕлтерчĕ Левентей, ун çине тӳремĕн пăхса. Çук, начальник ун çине пăхмарĕ.
— Хăш колхозран?
Левентей хăш колхозран килнине каларĕ.
— Мĕнле вăл, сирĕн колхоз, пуян-и? — тин пуçне çĕклерĕ начальник.
— Пуянах мар. Вăрçăччен аптрасах каймастчĕ... — мĕншĕн ыйтнине ăнланаймасăр тавăрчĕ Левентей. Çавăнтах вăл хăй илтме хăранă ответа илтрĕ.
— Çуккă пирĕн шестерня. Пур пеккине валеçсе пĕтернĕ.
«Суять, — шухăшларĕ Левентей, — хăйсен сотрудникĕ пур терĕ, ку çук тет». Вăл кунта ним пĕлмесĕр кĕмен, малтан хăй паллакан çынпа, темиçе çул каялла вĕсем патне пырса кайнăскерпе, калаçса пăхнă Левентей начальник çине тарăхса ларчĕ, унăн ăшра çак çап-çутă куçлă çиелтен тирпейлĕ пек туйăнакан çынна хирĕçле туйăм çĕкленчĕ.
— Эпĕ ыйтса пĕлнĕ тăрăх, сирĕн шестерня пур, — терĕ вăл çирĕпленнĕ сасăпа.
— Кам каларĕ сире ăна?
— Хăвăр работникăрах каларĕ.
— Апла сирĕн унтан ыйтмаллаччĕ, мĕншĕн ман пата кĕтĕр? — тутисене чалăштарса кулам пекки турĕ начальник. — Пуррипе çуккине эпĕ унран лайăхрах пĕлетĕп пулĕ ĕнтĕ.
— Ара, пире мĕнпурĕ те пĕр шестерня çеç кирлĕ, май пулсан, пулăшăр ĕнтĕ, — кунпа вăрçса усси пулас çуккине кура, сассине йăвашлатрĕ Левентей. Анчах пурпĕрех усси пулмарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...