Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Вара тепĕр куннех Миххапа уполномоченнăйсен киревсĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларакан сăмахсем, ял-ял тăрăх сарăлса, пишсем патне те çитрĕç. Тата пĕр-икĕ кунтан икĕ общинăри пур ялсенче те сăмах çавăн çинчен çеç пычĕ. Чылайăшĕ Миххапа уполномоченнăйĕсене сивлесе калаçрĕç. Пухăва халăха çывăх çынсене суйласа яма чĕнекенсем те тупăнчĕç.
Суд пулса иртнĕ хыççăн иккĕмĕш эрнинче, тунтикун, Касмухха пур уполномоченнăйсене те Тĕмшер ялĕнче ыран мар тепĕр кунне община пухăвĕ пухăнасси çинчен пĕлтерчĕ, пухăва кашни вунă килтен пĕр çын суйласа ямарĕ. Халиччен, община пухăвне кайма çынсем суйланă чухне, ялти уполномоченнăйсем: «Мужиксем, пирĕн ялта пухăва çӳресе курнă çынсем пур. Вĕсем ĕç йĕркине аван пĕлеççĕ. Паян та çавсенех суйлăпăр!» — тесе сĕнекенччĕ те, халăх килĕшсе, пуху çакăнпа вĕçленекенччĕ. Халĕ ченсем уполномоченнăй сĕннипе килĕшмерĕç, урăх çынсене суйлама тăрăшрĕç.
Çапла вара, вăхăт çитсен, Тĕмшер чиркĕвĕн хуралçă пӳртне сакăр ялтан суйласа янă çынсем пухăнчĕç. Касмухха пухăва çӳрекен çынсенчен нумайăшĕ çуккине, вĕсен вырăнне палланă-палламан çынсем килнине астурĕ пулсан та чĕри хускалмарĕ. Суйласа янă çынсем пурте килсе çитнине пĕлсен, вăл Миххана сĕтел хушшине кĕрсе ларма чĕнчĕ.
Михха, мăнаçлăн утса пырса, чи хисеплĕ вырăна, турăш кĕтесне кĕрсе ларчĕ.
Касмухха йывăç çу сĕрнĕ çӳçĕпе чăл-чал сухалне ывăç тупанĕпе якатса илчĕ те:
— Мужиксем! — терĕ евĕклĕ сассипе, — паян эпĕ сире Окружной суд мĕн йышăнни çинчен пĕлтерме пухрăм. Кĕскен каласан, суд пулмарĕ. Пирĕн ĕçе тепĕр чухне пăхса тухас тесе йышăнчĕ. Утравăн планĕ çук. Плансăр суд тума юрамасть терĕç. Шантарсах калатăп сире: утрав пирĕн пулать! Пирĕн вакката судья хăй çапла каларĕ тет! — Касмухха каллех чарăнса халăх çине тĕпчевлĕн пăхрĕ те, лешсем шавламасăр итленипе хавхаланса, ĕçлĕ сасă çине куçрĕ: — Мужиксем! Утрав планне ӳкерес тесен, мишавая чĕнсе килмелле. Паллах ĕнтĕ, мишавай укçасăр килес çук. Утрава план çине ӳкерсен, тепĕр хут суда каятпăр. Каллех укçа кирлĕ. Анчах общинăн пĕр пус та укçа çук. Сутмалли çĕрсене тахçанах сутса пĕтернĕ. Тара памалли çĕрсене ―парса пĕтернĕ. Юрать-ха, иртнинче суда кайма тата ваккат тытма укçа Михаил Петрович пачĕ. Йывăр самантра пулăшу панăшăн тавтапуç ăна! — Касмухха çавăнтах Михха еннелле çаврăнса пуç тайрĕ. — Çапла ĕнтĕ, укçа ăçтан тупма май пурри çинчен хăвăр сӳтсе явăр!
Касмухха шухăшне вĕçлеме ĕлкĕрчĕ çеç — халăх хушшинче, йышлăнах мар пулсан та, харăслатса кăшкăрнă сасăсем илтĕнсе кайрĕç:
— Утрава тара парас!
— Кам илĕ ăна! Кама кирлĕ вăл?! — айваннăн пуçне сулкалиш турĕ Касмухха.
— Михха илет пулĕ!
— Миххана парас! — шавларĕç малтанхи сасăсемех.
— Михаил Петрович, илтрĕн-и, суйланă çынсем мĕн калаççĕ? Эсĕ, чăн та, утрава тара илме кăмăл тумăн-ши? Унран уссине курас çук та-ха... Халăха шеллес пулать. Унсăрăн ăçта кайса кĕрĕ вăл!
Халăх Михха сăмахне кĕтрĕ. Лешĕ, вĕçсе каяс пекех савăнчĕ пулсан та, хăйне яланхи пекех кăмăлсăррăн тыткаларĕ. Савăнмалăх сăлтавĕ те пур. Тырăпа тата йывăçпа сутă тăвас ĕç çав-çавах ăнса пырать. Укçа та нумай. Çĕр сахалли çеç ун кăмăлне вĕчĕрхентерет. Вăл Атăлкассинчи улпутран нумай теçеттин çĕр тытма, шутласа кăларайми выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме ĕмĕтленет-çке. Ку ĕмĕт туласси те инçех мар ĕнтĕ. Икĕ общинăн утравне илме сĕнеççĕ. Хĕр-ачин менелникĕ пынă вăхăтра Лаврскипе тата Огуречниковпа калаçса татăлнă хыççăн икĕ общинăна тавлаштарса яни сая пулмарĕ. Анчах кăмăл-шухăшĕнче мĕн пуррине труках уçса ларасшăн мар, кутăнлашам пекки турĕ.
— Ашĕ пулсан кукăль тăвăттăм та, ашĕ çукки пĕтерет тенĕ ваттисем. Ман хамăн та çавах. Утрава тара илсе сире укçа парасчĕ. Анчах ман кашни пусĕ шутра, кашни пуçĕ ĕçре. Сире парсан, хама сиен кӳретĕп. Петĕр пичче калашлех, хăвапа йăмрана касса пĕтернĕ хыççăн утрав ним хака та тăмасть. Тунката сутса укçа тăваймăн.
— Пулăшу кирлĕ пире, Михха, инкекрен çăлсам!
— Утрава эпир нумай çуллăха та тара пама пултаратпăр! — сĕрлеме тытăнчĕç Касмухха майлисем.
— Мужиксем, ан шавлăр-ха! Ĕçе шавламасăрах тума пулать! Кунта хăшпĕрисем тĕрĕсех кăтартса пачĕç, вĕсемпе эпĕ те килĕшетĕп, утрава сахал çуллăха никам та илмĕ. Апла миçе çуллăха тара парасси çинчен калаçса татăлар! Вара Михаил Петровичран пулăшу ыйтма та хăюллăрах. Миçе çула тара пама килĕшетпĕр?
— Вуникĕ çула! — шавларĕç малтанхи сасăсемех. Касмухха аллипе сулса лăпланма хушрĕ. Вара Михха еннелле çаврăнса пуç тайрĕ.
— Михаил Петрович, илтрĕн-и, суйланă çынсем мĕн калаççĕ? Утрава вуникĕ çула тара парас теççĕ. Пăркаланса ан тăр ĕнтĕ. Халăха хисеплесе те пулин килĕш!
— Килĕш, Михха! Инкекрен хăтар!
Михха юлашкинчен ура çине тăчĕ. Хăйне сиввĕн те ĕçченле тыткаласа:
— Мĕн тăвас тен... Ельпох, ман кăмăлĕ çавнашкал. Халăх нушине тивĕçтермесĕр тӳсейместĕп. Хам та мужик те, сирĕн нушана аван ăнланатăп. Атя ĕнтĕ, çын кăмăлне ытараймана хăйне йывăр килнĕ теççĕ пулсан та, килĕ-шĕп! — терĕ.
— Михаил Петрович, пĕтĕм халăх ячĕпе тав тăватăп.
Вилĕмрен хăтарнă пекех пулчĕ ку! — Аял пуç тайрĕ Касмухха.
Карма çăварсем Касмухха хутне кĕрсе шавлăн кăшкăрса ячĕç:
— Тавтапуç, Михха! Эсĕ пире вилĕмрен çăлтăн!
Хирĕç калакан каллех тупăнмарĕ.
— Мужиксем! — кăшкăрчĕ Касмухха халăх килĕшнине çирĕплетес шутпа. — Çапла ĕнтĕ...
— Касмухха, тăхта-ха! Ман ыйтса пĕлмелли пур! Халăх хушшинчен чĕнни Касмухха шухăшне вĕçлеме памарĕ. Вăл ирĕксĕрех сасă еннелле çаврăнчĕ:
— Кам унта?..
— Эпĕ энĕшкассисем... — Маларах тухса хуравларĕ Макçăм. — Эпĕ санран çакна ыйтса пĕлесшĕнччĕ...
— Мĕн тата?..
— Эсĕ Тĕмшер ялĕн уполномоченнăйĕ çеç мар, пĕтĕм Ĕнел общинин уполномоченнăйĕ-çке-ха?
— Вара мĕн тет?
— Вара-и? Çав çеç... Эсĕ, Ĕнел халăхĕн аслă уполномоченнăйĕ пулса, утравăн планĕ çуккипе суд пулмарĕ терĕн-ха. Апла çакна каласа парасчĕ: суда кайиччен план кирлине пĕлмен вакката мĕн тесе пилĕкçĕр тенкĕ тӳлесе тытнă эсир? Ăна та чухламан ваккат ―мĕн ваккачĕ вăл?
Макçăм уççăнах тăрăхласа калаçнине илтсе, халăх хушшинчен кулнă сасăсем илтĕнчĕç.
— Мĕн кулатăр?! Уçса тăракан çук вĕт кунта? — шăртлана пуçларĕ Касмухха.
— Эсĕ Макçăм сăмахĕ çине хуравла!
— План кирли çинчен малтанах пĕлмен ваккат — мĕн ваккачĕ вăл! ―илтĕне пуçларĕç Касмуххана хирĕçле сасăсем.
— Ваккатпа мĕн ĕç пур сирĕн?
— Ун ĕçĕнче мĕн ăнланатăр эсир?! — Касмухха майлисем, харăс кăшкăрса, хирĕçле сасăсене путарса лартрĕç.
Касмухха Макçăм ыйтăвĕ çине хуравлаймарĕ. Куна кĕтменччĕ иккен. Çĕнĕ шухăша нихçан та тăруках тавçăрса илме пултарайман вăл.
— Сисетĕп, пирĕн кунта ăслă этемсем тупăнчĕç. Вĕсем, утрава пишсене парса, пире шăхăртса хăварасшăн. Ку этемсемпе эпир кайран калаçăпăр. Халĕ тытăннă ĕçе вĕçлесе пăрахар. Çапла ĕнтĕ, мужиксем, утрава вуникĕ çула тара пама килĕшрĕмер!
— Килĕшместпĕр! — пухăва хускатса янăрарĕ сасă.
— Килĕшместпĕр! Утрава тара памастпăр!
— Çитет, халь те нумай улталанă пире! — илтĕне пуçларĕç хирĕçле сасăсем,
— Халăх, чарăнăр! — сĕтеле чышса сасси тухнă таран кăшкăрчĕ Касмухха.
— Халăхăн тăвăллă хумĕсем Михха çинелле куçса пынине туйсан, Микула чĕри савăнăçлăн варкăшма тытăнчĕ. Пухура пурте малтан шутласа хунă пек, вырăс çынни кăтартса янă пек пулса пырать. Çавăншăн Михха тилĕрсе кайрĕ. Пĕтĕм ĕç пĕтсе ларма пултарасса туйса сиксе тăчĕ те вăл тискер куçĕсемпе хирĕç кăшкăракансем çине тинкерчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — пуху лăпланнăçемĕн лăпланса пычĕ, юлашкинчен пуçĕпех шăпланчĕ. Вара Миххан хаяр сасси çиеле тухрĕ:
— Çапла иккен, сăрнайсем! Эпĕ пулăшни кирлĕ пулман сире? Эпĕ сире хам мула парса улталанă иккен?! Ырă сăмахшăн тавтапуç! Пин тенкĕ кивçен панине каялла тавăрăр та, сирĕнпе сăмах та пĕттĕр! Ĕçе малалла тăсма ырă кăмăллă çын урăх тупăр!
Халăх хушшинче ирĕксĕртен ассăн сывлани илтĕнчĕ. Миххаран кивçен илнĕ укçа килсерен пĕрер тенкĕ тивессе пурте пĕлеççĕ. Никамăн та кĕсйинчен кăларса парас килмерĕ. «Çăва патне кайтăр утрав тени. Ĕмĕр тăршшĕпе усă курман унпала, халь те кирлĕ мар!» — илтĕнчĕç сасăсем. Касмухха майлисем, халăх çухалса кайнипе усă курса, çĕнĕ вăйпа шавлама тытăнчĕç:
— Михха, ан итле вĕсене!
— Пăлхатакансене пухуран хăвалас!
Ĕнтĕ Микулан чĕри кăртах турĕ. Унăн умне пĕтĕм ĕç путланас хăрушлăх сиксе тухрĕ. Анчах вăл парăнасшăн пулмарĕ. Сыхланма кирлине те манса, халăх хушшинчен хĕсĕнкелесе сĕтел умне тухрĕ те:
— Мана сăмах парăр-ха! — терĕ Касмуххана хăюллăн.
— Мĕн калаçнипе çитĕ!
— Вĕçлеме вăхăт! — шавларĕç Касмухха майлисем. Микула вутлăн-хĕмлĕн пулса тăчĕ. Ку таранччен вăл, халăх умĕнче тухса калама мар, пухура та пулсах курман. Анчах вырăс çыннине, вăл ăс парса янисене аса илнипе хăйне алла илме вăй çитерсе, карма çăварсем шавлама чарăнасса кĕтсе илчĕ те, Касмухха юлашки сăмахне каласа яма ĕлкĕриччен:
— Халăх, ытла та тĕлĕнмелле! Хăвăр мана уполномоченнăй туса суда ятăр, халь итлесшĕн те мар! — терĕ.
Микула тимлесе сăмах каласшăнни çынсене ирĕксĕрех парăнтарчĕ. Вĕсем, ăна уполномоченнăя суйланине аса илсе, вăл çĕнĕ хыпар пĕлтерессе шанчĕç.
Микула, никам та чăрмантараканни çуккине кура, малалла каларĕ:
— Халăх, утрава тара паратăр-и е сутатăр-н, ку сирĕн ирĕкре. Хам енчен эпĕ çакна çеç астутарасшăн: илтрĕр пулĕ, Михха кунта хăй ырă кăмăллипе пире пулăшни çинчен каласа пачĕ. Касмухха пире уншăн Михха умне чĕркуçленсе çурта лартма хушать.
Миххапа Касмухха та Микула çине тĕлĕнсе пăхрĕç.
Анчах, вăл мĕн калассине тавçăрайман пирки, нимĕн те шарламарĕç.
Микула хумханнипе хăй тавра мĕн пулса пынине курмасăр, мĕн калаçнисене итлемесĕр малалла каларĕ:
— Мĕнле çурта лартмастăн пулĕ! Утравра тункатаран урăх нимĕн те çук, вăл ним çукшăн пире укçа парать. Анчах Миххапа Касмухха ахалех халăха ухмах вырăнне хураççĕ. Турă ырлăхне пула эпир пĕррепе иккĕне чухлатпăрах ĕнтĕ. Пуринчен ытла çарана мĕнле тасатса утă тумаллине аван чухлатпăр. Эпир хамăр алăсемпе, нумай теçеттин çĕр çинчи хăвана тасатса, икĕ çултан лайăх тухăçлă утă паракан çаран туса курнă. Утравра икçĕр аллă теçеттинрен кая мар çĕр. Унта пĕр çултах çич-сакăр пин купа утă пулĕ. Купине икшер тенкĕ çеç шутласан та, вунтăватă-вунултă пин тенкĕлĕх утă. Вуникĕ çул хушшинче вăл икçĕр пин тенкĕрен кая мар тупăш парĕ. Кун хыççăн Миххана епле пуççапмăн! Мĕнле çурта лартмăн! Ас панăшăн Касмухха умĕнче мĕнле пуç таймăн.
Микула шӳтле сасăпа каларĕ пулсан та, кулакан тупăнмарĕ. Халăх ăна халиччен курман çынна итленĕ пек тимлесе итлерĕ. Ку тарана çитсе Миххана куçа-куçăн питлекен никам та пулман. Михха мĕн таран пысăк мул туртса илме шутланине те никам тавçăрайман. Кулас вырăнне ассăн сывлани, тĕлĕнсе пупленĕ сасăсем илтĕнчĕç: «Акă мĕнле ырă кăмăллă этем иккен вăл? Çулталăкра çичĕ-сакăр пин купа утă!»
Михха хăй çинелле пысăк чул ывăтнине сисрĕ пулсан та, Микула сăмахĕсем ăна интереслентерчĕç. Утрав пысăк тупăш парассине кунччен те пĕлнĕ Михха. Анчах Микула пекех татăклăн шутласа пăхман. «Вуникĕ çул хушшинче чĕрĕк миллион тенкĕ тупăш!» — ĕмĕтленсе шухăшларĕ вăл.
Микула малалла каларĕ:
— Михха пĕрре те айван ăслă этем мар. Утрава пирĕнтен тара илни çур ĕç çеç иккенне аван пĕлет. Е пиш-сем хирĕç тăрсан, вара мĕн тумалла! Михха, куна та малтанах шута илсе, пишсене те пулашнă. Утрава тара илме вĕсене пин тенкĕ кивçен панă. Малашне татах сутлашас тесен, пирĕн, икĕ общинин те, Миххана çулталăкне килĕрен виçшер-тăватшар купа утă е ултă-сакăр тенкĕ укçан тӳлемелле. Çапла ĕнтĕ, эпир пишсемпе сумран тухиччен судлашăпăр, çав вăхăтра Михха утравпа усă курĕ. Тепĕр вун-икĕ çултан е маларах та Касмухха пире утрава пуçĕпех сутма сĕнĕ. Акă мĕнле ырă этемсем вĕсем!
Микулан юлашки сăмахĕсем Миххана йăлтах тăна кĕртрĕç. Пĕтĕм халăх умĕнче унăн йăрăсла ĕмĕт-шухăшĕсене тăрă шыв çине кăлараççĕ. Михха куçне тилĕрне юн тулчĕ. Пӳрнисем чăмăрланчĕç. Анчах вăл, Микула сăмахĕсенче темле вăй-хăват пуррине туйса, пĕр сăмах калаймарĕ. Касмухха та ним тума аптраса куçĕсене мăч-мăч хупса çеç ларчĕ.
Ентĕ халăх та хăйсене хумхатнă çĕнĕ хыпар ăçтан тухнине тавçăрса илчĕ те, Микула вĕсен куçне паттăрла курăна пуçларĕ.
Микула хăй шухăшне малалла каларĕ:
— Çак ырă кăмăллă этем утрава хăй аллине çавăрса илесшĕн, Касмуххапа Платун тата ытти уполномоченнăйсем пулăшнипе пире пишсемпе çапăçтарса янă. Вĕсемех, план çукки çине йăвантарса, суда тепĕр вăхăта хăварттарчĕç. Малашне вĕсем урăх сăлтав тупĕç. Çапла эпир утрав пуçĕпех Михха аллине куçиччен судлашăпăр... Халăх! Ниушлĕ эпир хамăр мула çынна парса ларăпăр? Ниушлĕ эпир çав тери ăссăр этемсем?! Пĕтĕм утравне çухатиччен, пишсемпе килĕшсе, çуррипе те пулин усă курсан авантарах пулмĕ-ши? Шухăшлăр, халăх! Ку сирĕн ирĕкре!.. — тесе вĕçлерĕ те шухăшне çынсем хушшине кĕрсе çухалчĕ.
— Çук, памастпăр!
Алăк кĕтессинче илтĕннĕ çак хăюллă сасă, краççын пичкине шăрпăк тивертсе пăрахнă пекех, халăх чĕрине вут тивертрĕ.
— Памастпăр! Çитет!
— Пишсемпе килĕшӳ тăвас! Утрава икĕ пая уйăрас! Касмухха майлисем хирĕç кăшкăрма хăтланчĕç. Анчах вĕсен сассисем, халăхăн хăватлă шавĕ айне пулса, пăчланчĕç.
— Касмуххана кăларас!
— Пишсем патне Микулана суйласа ярас!
Михха юлашкинчен ухмаха ернĕ пек сиксе тăчĕ те тискеррĕн кăшкăрса ячĕ.
— Çапла иккен эсир, сăрнайсем! Эпĕ сире улталанă иккен! Эпĕ сире ку таранччен мĕн пулăшни пĕтĕмпех ултав иккен... Юрĕ... Ĕнтĕ сире Микула пулăшĕ. Ман пата пĕри те ура ярса ан пуснă пултăр!
Пуху тăруках шăпланчĕ. Михха юнавĕ пурне те хăратса пăрахрĕ. Кам парăмлă мар ăна! Çуркунне çитсен, кам утмĕ ун патне кивçене!
Халăх шăпланнипе усă курса, Касмухха майлисем шавласа кайрĕç:
— Вăт сире, Микула! Тăхтăр-ха, макрăр та!
— Курăпăр, Михха патне пушă хутаçпа мĕнле пырса кĕрĕр!
Халăх карма çăварсене парăнасшăн пулмарĕ. Çав вăхăтрах Миххана хирĕç кайма та хăранипе пĕрин хыççăн тепри туха-туха кайса, темиçе минут хушшинче хуралçăсен пӳрчĕ йăлтах пушанса юлчĕ.
Ыттисемпе пĕрле Микула та тухрĕ. Ыран пишсем патне кайма татăклах шутласа хучĕ вăл.
Халăх татăклă ним те йышăнмасăрах саланчĕ пулсан та, пухуран Михха ăншăрт çапса хуçнă пек вăйсăрланса таврăнчĕ. Вăл, никама та çын вырăнне шутламан, хăйĕнчен хăватли çук пек суннăскер, паян пуçласа халăхра ăнланмалла мар вăй пуррине сисрĕ те самантлăха ĕрĕшех кайрĕ. Анчах кам хускатрĕ-ха ку вăя? Çтаппан ывăлĕ, Микула! Вĕсене пĕтерме миçе хут тапăнмарĕ вăл, лешсем çаплах пурăнаççĕ. Çук, пурăнаççĕ çеç мар, хирĕç кĕрешеççĕ. Тепĕр чухне тавăрса хытах та çапаççĕ. Çтаппан вăйĕнчен хăранăччĕ, ывăлĕ унран вăйлăрах пек туйăнчĕ. «Пĕтерес пулать ăна. Пуçĕпех пĕтерес пулать!» Пĕтĕм хуйхи-суйхине мантарса çĕнĕ хал илсе килнĕ пек пулчĕ Миххана. «Анчах мĕнле майпа пĕтерес?Хĕлипе хушас-и? Хальхинче унпа усă курма юрамĕ. Халăх тӳрех тавçăрĕ. Çĕпĕре ямалла ăна!» Юлашкинчен шут тытрĕ те вăл Трифуна чи лайăх урхамахне кӳлме хушрĕ:
— Халех Кăрмăша вĕçтер, урхамаха ан шелле. Уретнике çĕр тĕпĕнчен шыраса туп та çак хута пар. Питĕ нумай пулсан та тепĕр сехет çурăран эсĕ таврăнасса кĕтетĕп. Атя, вĕçтер!
Трифун хапхаран тухса çухалсан, Михха пӳрте кĕчĕ. Чунĕ тарăхнипе, кăмăлĕ-шухăшĕнче мĕн пуррине арăмне каласа парса кăштах та пулин йăпанасшăнччĕ, анчах Лукарье яланхи пекех пĕр сăмах чĕнмесĕр кĕтсе илни ун шухăшне сӳнтерчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...