Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Çтаппан чĕри çурăлса тухас пек ыратрĕ. Касмуххана пурпĕрех çилленмерĕ: вăл тĕрĕссине каларĕ вĕт. Лаша, ĕне, сурăх çук çын, çĕрĕ пулсан та, мĕн хресченĕ! Энĕшкассисем хисеплесе пăхнăран çеç хăй чухăнне асăрхаман пекчĕ вăл. Халĕ Касмухха унăн чухăнлăхне, çаппа-çарамас хăварнă пекех, уçса кăтартрĕ.
Пурте малтанхи пекех шăп тăчĕç. Çакна хăйпе килĕшнĕ пек йышăнса, Касмухха малалла тата хăюллăрах каларĕ:
— Энĕшкассисем! Эпĕ аслă уполномоченнăя Платуна суйлама сĕнетĕп! Вăл сирĕн староста, ăна эсир лайăх пĕлетĕр. Вăл пурлăх енчен те аптрасах каймасть! — Хресченсем çав-çавах чĕнмерĕç. Касмухха кĕткелесе пăхрĕ те ĕçе вĕçлес шутпа: — Халăх, килĕшрĕмĕр! — тесе кăшкăрчĕ.
— Çук, килĕшместпĕр!
Ку пĕччен сасă çеç пулсан та, пушар чанĕ çапнă пекех янласа, халăх шăплăхне хускатрĕ. Унăн халне çĕклерĕ.
— Уполномоченнăя Çтаппанах хăварăр!
— Çтаппанах! — янăраса кайрĕ çĕршер сасă. Касмуххапа Платун тĕлĕнмелĕхне, чи малтан энĕшкассисем мар, ытти ялăн хресченĕсем Çтаппан хутне кĕчĕç. Кайран тин тăн илнĕ пек, энĕшкассисем те кăшкăраша пуçларĕç.
— Платун кирлĕ мар пире!
— Староста пулса та аван лартать!
— Касмуххана хăйне кăларас!
— Вăл пирĕн çĕре сутса сахал пуйман!
— Çтаппана аслă уполномоченнăй тăвас!
— Çтаппана!
Касмуххан чунĕ ура тупанне анчĕ. Михха хушнă пек, Çтаппан вырăнне Платуна суйламаннине те тӳсме çук. Аслă уполномоченнăйран тухса ӳкесси тата хăрушăрах. Кам та пулин пуху варрине тухса вĕçлекен сăмах каламалли çеç юлчĕ. Вара Касмухха вырăнне аслă уполномоченнăй Çтаппан пулĕ. Утравшăн тапраннă тавлашура нихçанхинчен нумай тупăш курасси те пĕтсе ларĕ. Анчах халăх шавланине пула, пуху варрине тухса вĕçлекен сăмах калас кăмăлли никам та тупăнмарĕ.
Пĕтĕм Ĕнел халăхĕ хута кĕни Çтаппан кăмăлне ыррăн çемçетрĕ, икĕ куçĕнчен куççуль кăларчĕ.
Халăх щавĕ вăйсăрланса пычĕ, юлашкинчен пачах лăпланчĕ. Вара каллех Касмухха сăмах илчĕ. Ĕнтĕ пуçсăрланма пултаракан çын пек мар, пĕтĕмпех чиркӳ старости пек курăнма тăрăшрĕ:
— Халăх, хам сăмаха каялла илетĕп. Энĕшкассисен уполномоченнăйĕ Çтаппанах пултăр!
— Эсĕ сĕнни кирлĕ мар пире! Хăвна кăларас!
Халăх тепĕр хут шавласа кайрĕ те пуху варрине Çтаппан тухнине курсанах лăпланчĕ.
Çтаппан, хăйне хăй алла илме ĕлкĕрнĕскер, ним хумханмасăр çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ:
— Халăх, шанса хисеп кăтартнăшăн тавтапуç. Куна эпĕ ĕмĕрне те манассăм çук. Анчах Касмуххапа Платун ахалех тăрăшаççĕ. Эпĕ хам та текех уполномоченнăй пуласшăн мар...
Çтаппан шухăшне вĕçлеме памарĕç. Халăх хушшинчен тапса тухнă сасăсем ăна пӳлчĕç:
— Ун çинчен сăмах хускатма та кирлĕ мар!
— Санран урăх никама та суйламастпăр!
— Эсĕ яланах пирĕн уполномоченнăй пулнă, малалла та пулăн!
— Халăх! — шава лăплантарма тăрăшса, сассине хăпартарах чĕнчĕ Çтаппан. — Эсир малтан эпĕ мĕн калани-ие итлĕр-ха. Вара кама суйлас пирки калаçăр!
— Ан шавлăр! Çынна каласа пĕтерме парăр! — Пĕр-пĕрне чарса шăпланчĕ халăх.
— Халăх, эпĕ мĕншĕн уполномоченнăй пуласшăн маррине каласа парсан, эсир те килĕшĕр. Пӳлĕхçем çырлахтăр, Касмухха тĕрĕс каларĕ, эпĕ, чăн та, чухăн çын ĕнтĕ... ― Халăх хушшинче çĕнĕрен шав çĕкленме тытăнсан, Çтаппан сассине хăпартрĕ. — Тăхтăр-ха, каласа пĕтерме парăр мана! Эпĕ, чăн та, чухăн. Мана никам та шанса укçа памĕ. Анчах ку пысăк инкекех мар. Укçа кирлипе кивçене кайма тивсен, Касмуххапа Платуна шанса мар, сире, Ĕнел орщинине шанса парĕччĕç. Кунта Касмухха пуянлăхĕ ниме те пĕлтермест!
— Тĕрĕс! Çтаппан, тĕрĕс!
— Ку çеç те мар-ха. Укçапа нумай япала сутăн илме пулать, ăстăнпа куçа çеç сутăн илме çук. Ухмаха ăстăнлă пуç, суккăра куракан куç лартса параймăн! Касмухха та Платун пекех сĕм-суккăр!
Касмухха тӳсеймерĕ, йăпăлти чиркӳ старостинчен кашкăр пулса, шăлне шăтăртаттарчĕ:
— Ăçтан суккăр эпĕ? Мана хур кӳме мĕнле хăятăн?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Касмухха... — сассине улăштарчĕ Çтаппан. — Эпĕ сана хур кӳрес тесе шухăшламан та. Эсĕ çеç мар, эпир сакăр уполномоченнăйĕ те сĕм-суккăрсем. Хамăр хушăра çĕр валеçнĕ, халăх çĕрне сутса е тара парса ĕçнĕ чухне хут пĕлни кирлех марччĕ. Халĕ халăх пире çав тери пысăк ĕç шанса парать... Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, халăх! Эсир пире хут пĕлекен çынсемпе явăçмалли ĕç шанса паратăр. Эпир, сакăр суккăр, мĕн тума пултарăпăр? Пире кашни утăмрах улталама пултараççĕ. Çа-вăнпа ман вырăна хут пĕлекентерех çынна суйлăр. Вăл ытти уполномоченнăйсене те ăнлантарса парĕ, — шухăшне вĕçлесе çĕлĕкне тăхăнчĕ те Çтаппан Макçăмпа юнашар пырса тăчĕ.
Çтаппан сăмахĕсем халăх чĕрине тиврĕç. Анчах хут пĕлекен çынна ăçтан тупас? Энĕшкассинче Михха пур та, вăл халăх ĕçĕпе çыхланас çук. Тата кам пулма пултарĕ?
— Халăх! Пирĕн ялта хут пĕлекен Миххасăр пуçне те пур! — терĕ вара Макçăм, пуху варрине тухса. — Вăл вулăс тиекĕнчен кая пĕлмест!
— Кам вăл хут пĕлекен?
— Микула! — хавхаланса хуравларĕ Макçăм,
— Тĕрĕс! Микула хут пĕлет! — терĕç энĕшкассисем. Çавăнтах хирĕç калакансем тупăнчĕç:
— Çамрăк-ха вăл!
— Ана суйлама юрамасть!
Анчах Микула хутне кĕрекен сасăсем йышлăрах та хăватлăрах илтĕне пуçларĕç.
Çтаппан каллех пуху варрине тухрĕ те çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ. Халăх каллех шăпланчĕ.
— Халăх! — паçăрхи пекех тӳлеккĕн чĕмчĕ Çтаппан. — Темиçе май сӳтсе явсан та пирĕн ялта хут пĕлекенсем икĕ çын çеç: пĕри Михха, тепри — ман ывăл. Паллах, Михха пирĕн ĕçпе çыхланас çук. Эпĕ уполномоченнăйран хăтарма ыйтнă чухне хам ывăла асра тытрăм, хамăн сĕнме аван маррипе çеç шарламарăм. Хăвăрах тавçăрасса шантăм. Ним иккĕленмесĕрех суйлама пултаратăр ăна.
Халăх, пĕр сасăллă пулса, Микулана уполномоченнăя суйларĕ.
VII
Микулана чăвашсен йăлине пăссах уполномоченнăя суйланине пула энĕшкассисем самай хушă çавăн çинчен çеç калаçрĕç. Яланхи пекех, пĕрисем, Микула ĕçĕ ăнса пытăр тесе, чĕререн ырă сунчĕç. Теприсем, кĕвĕçнипе хаяр сунса, Микула ĕçĕ путлантăр тесе кĕлтурĕç.
Микулана уполномоченнăя суйланипе Çтаппан ăна хутла вĕрентнĕшĕн, халь ун уссине курма тивнишĕн хĕпĕртерĕ. Ывăлĕшĕн намăса кĕмелле пулмассине шанчĕ.
Пуринчен ытла Анук савăнчĕ. Ун упăшки прихутри шутлă этемсен ретне кĕчĕ, хисепе тивĕç пулчĕ. Урама е кӳршелле тухсан, ялти хĕрарăмсем Анукпа та калаçа пуçларĕç, хăшпĕрисем ăна юрама та тăрăшрĕç. Çăл патне тухсан, черет урлă шыв ăсма ирĕк пама хăтланчĕç.
Уполномоченнăя суйланăшăн Микула хăй савăнма мар, кăмăлсăрланчĕ. Ашшĕ шантарса сăмах пани, община хресченĕсен умĕнчи ответлăха туйни ăна питех канăçсăрлантарчĕ. Е Ĕнел халăхĕ шаннине тӳрре кăлараймасан, утрава пишсене памалла тусан? Пуринчен ытла унăн ашшĕ намăса кĕрĕ! Кунсăр пуçне ăна уполномоченнăйсем шута хуманни тарăхтарчĕ. Вĕсем час-часах пĕр çĕре пуçтарăнса тем сӳтсе явнине, Миххаран пин тенкĕ кивçен илнине, пилĕкçĕр тенкĕ парса Лаврские вакката тытнине те çынсем урлă çеç пĕлчĕ. Пĕррехинче Микула Касмуххана тĕл пулчĕ те хăйне ĕçе хутшăнтарманни çинчен ӳпкелесе каларĕ. Лешĕ вара:
— Халлĕхе пире хут пĕлекен кирлĕ мар. Кирлĕ пулсан хутшăнтарăпăр. Çĕр ĕçĕнче эсĕ пурпĕрех нимĕн те чухлас çук! — терĕ тăрăхларах.
Микула кӳреннипе çавăн чухнех пуху пухтарса уполномоченнăйран тухасшăнччĕ. Ашшĕ çеç тытса чарчĕ: «Халь чăнах та хутла пĕлекен çын кирлĕ мар-и, тен? Судра пур-пĕрех кирлĕ пулатăн».
Ыран суда каймалла тенĕ чухне Çтаппансем патне Касмухха пырса кĕчĕ те, ӳрĕк-сӳрĕккĕн саламланă хыççăн, Микулана çирĕм тенкĕ кăларса тыттарчĕ.
— Ку сана Хусана кайма пултăр!
Микула, укçа хакне аван пĕлекенскер, — вĕсем баржа çинче çирĕм тенкĕшĕн икĕ уйăха яхăн ĕçленĕ вĕт, — тĕлĕнсе кайрĕ.
— Ма çавăн чухлех паратăн?
— Хулара тем вăхăт пурăнма тивет-ха! Çул çинче мĕскĕне персе çӳреме пирĕн община çăпатапа сутă тумасть, — хуравларĕ Касмухха. Хăйсем хушшинче вăтăршар тенкĕ валеçни çинчен çеç нимĕн те шарламарĕ.
Тепĕр кунне ирех Анук пештĕре çĕрулми кукăлĕпе çур çăкăр чиксе хатĕрлерĕ. Микула ăна хулпуççи урлă çакрĕ, сăпкара выртакан ачин пĕчĕк пӳрнисене тытса вылякаларĕ те çамкинчен чуптурĕ. Вара Анукпа иккĕшĕ пӳртрен тухрĕç. Çенĕкре вĕсем чарăнса тăчĕç. Нумай вăхăтлăха мар пулсан та, Микула килтен кайни вĕсемшĕн пуçламăш хут уйрăлни пулчĕ. Анук чĕри салхуланчĕ, вăл пуçне упăшки кăкăрĕ çине ачашшăн хучĕ те, аллипе пиншак тӳмисене хыпашласа, пăшăлтатрĕ:
— Микула... Чипер çӳреме тăрăш... унта хула. Тем курса ларăн?
— Ан хăра, чунăм... Нимех те пулас çук... Эсĕ Ванюша лайăхрах пăхма тăрăш...
Микула арăмне ыталаса чуптурĕ. Вĕсем уйрăлчĕç.
Станцăра Микула ытти уполномоченнăйсемпе тĕл пулаймарĕ. Вĕсем, лашапа маларах ĕлкĕрсе, ирхи пуйăспах ларса кайнă. Микула каçхи пуйăс çине çеç ĕлкĕрчĕ.
Хусана çитес умĕнхи юлашки станцăра вакуна пĕр уш-кăн йĕкĕт кĕчĕç те, ларма вырăн шыраса, Микула тĕлне çитрĕç. Вăл çăм тăлапа çăпата сырнинчен, çурăм хыçне пештĕр çакнинчен чăвашне палласа кулма тытăнчĕç:
— Василь Ваныч! Миленкий трушка!
— Пот кустом сишу, трупкăм курю!
Пĕри тата пештĕр кантринчен ярса тытрĕ те, Микулана вырăнтан туртса кăларма шутласа:
— Ну, Василь Ваныч, марш кунтан! — терĕ. Микула, чăвашран мăшкăлланине тӳсме пултарайманскер, тилĕрсе ура çине тăчĕ. Çулăмлă куçĕсемпе йĕкĕт çине шăтарасла пăхса:
— Сирĕл ман патăмран, путсĕр! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ.
Харкашса каясса кĕтсе ларакансем вĕскĕртме тапратрĕç:
— Эсир, мĕн, пĕр чăваша вырăнтан хăвалаймастăр-и?
— Василь Ваныч, маххă ан пар!
Микула йĕкĕте тыттарса яма чышкине чăмăрланăччĕ кăна — чугун çул çинче ĕçлекенсен тумне тăхăннă, вăтăр пилĕк çулалла çитнĕ арçын Микулан пештĕр кантрине тытнă йĕкĕт патне пычĕ те:
— Путсĕр этем! Чипер ларакан çын çумне ма çыпçăнатăн?! Сирĕл ун патĕнчен! — терĕ.
Йĕкĕт хăйне чаракан çын çине çаврăнса пăхрĕ. Лешĕн çивĕч те паттăрла пăхакан куçĕсемпе тĕл пулсан пăрăнчĕ, пештĕр кантрине вĕçертсе, каялла чакрĕ. Чугун çул çинче ĕçлекенсен тумне тăхăннă çын вĕслетсе ларакансем еннелле çаврăнчĕ:
— Намăс мар-и сире? Пăхма хăвăр çуллă çынсем пек курăнатăр, ăсусем ачасеннипе пĕрех. Çак путсĕрсене чарас вырăнне эсир йытăсене вĕслетнĕ пек вĕслететĕр!
Те именнипе, те кĕтнĕ çапăçу пулмасăрах иртнĕшĕн кăмăлсăрланнипе, Микуларан кулакансем лăпланчĕç, айккинелле пăрăнчĕç. Чугун çул çинче ĕçлекенсен тумĕ тăханнă çын Микула çине ăшшăн пăхрĕ те:
— Эсир те, çамрăк çын, уссăрах чĕрре кĕме хăтланатăр! Ухмахпа çапăçмаççĕ. Ухмахран кулаççĕ кăна. Тата чăваш тенишĕн те хурланма кирлĕ мар. Национальноçĕнчен вăтанакан хăйне çын тесе шутламасть. Эсир çын вĕт! — терĕ.
Палламан çын хăйпе çакнашкал кăмăллăн калаçни Микула чĕрине çемçетрĕ. Вăл пуçламăш хут хăй чăвашĕнчен вăтаннăшăн хăйне ӳпкелесе илчĕ. «Чăнах, чăваш тенĕшĕн ма пăшăрханмалла-ха! Эпир те çынах вĕт!» Микула палламан çынна тав туса ăшă сăмах каласшăнччĕ, тивĕç сăмахне тупаймарĕ. Вара, ырă кăмăлне палăртасшăн, хĕсĕнерех ларса вырăн турĕ те:
— Ларăр! — терĕ.
Палламан çын ларчĕ. Кăштах шарламасăр пынă хыççăн:
— Ăçтисем эсир? — тесе ыйтрĕ.
— Шупашкар уездĕнчен, — хуравларĕ Микула.
— Хăш вулăсран?
— Атăлкасси вулăсĕнчен.
— Ăçталла çул тытатăр?
— Хусана.
— Мĕн ĕçпе?
— Окружной суда.
— Интереслĕ...
— Утравшăн тавлашатпăр та суда тăма каятăп.
— Апла тесен çĕр ĕçпе килтĕр курăнать?
— Çапла.
Малалла калаçма пулмарĕ. Пуйăс Хусана çитсе чарăнчĕ. Вĕсем анчĕç. Ытти уполномоченнăйсем ăçтине пĕлмен пирки, Микула утса пынă çĕртех шухăша кăйрĕ: «Паян каç пулчĕ, вĕсене тупас çук ĕнтĕ, хам тĕллĕнех çĕр каçма тивет. Хваттер ăçтан тупас-ши?» Инçех мар хăна çурчĕ пулма кирлĕ. Анчах унта хаклăрах тӳлеме лекет. Микулан пĕр пусне те уссăр тăкаклас килмерĕ. Йӳнĕрехе яракан хваттер тупсан аванрахчĕ.
Хулана кĕреспе Микула каллех чугун çул çинче ĕçлекенсен тумне тăхăннă çынна тĕл пулчĕ.
— Ĕнтĕ ăçталла кайма шутлатăр? — терĕ лешĕ.
— Хваттер кирлĕччĕ те... Эсир пĕлместĕр-и, ăçта тупма пулать-ши?
— Кăмăл тусан, атя хам пата! — Микула иккĕленнине туйсан, кăмăллăн кулса ячĕ. — Ан хăрăр... Эпир иксĕмĕр пĕр йышши этемсем пулмалла. Эпĕ рабочи... Эсĕ хресчен...
— Çук, эпĕ пĕрре те хăрамастăп, хам та бурлак...
— Пит аван... Паллашар... Мана Леонид Сергеевич теççĕ. Хушаматăм Кузнецов.
— Николай Степанович, — терĕ Микула, аллине тăсса,
— Пит аван... Ĕнтĕ ман патăма кайрăмăр! Микула, сăмахсăрах килĕшсе, Кузнецов хыççăн утрĕ. Часах вĕсем хула хĕррине тухрĕç. Микула сасартăк иккĕлене пуçларĕ. «Кам ку çын? Ăçта ертсе каять вăл мана? Мĕншĕн ун хушамачĕ Кузнецов? Мĕншĕн Сидоров е тата урăхла мар?» Усал шутлă çынсем айвансене, улах вырăналла илĕртсе кайса, çаппа-çарамас тăратса хăвараççĕ тенине аса илчĕ те Микула, ирĕксĕрех хăрама пуçласа, кĕсйинчи вунă тенкине хыпашласа пăхрĕ. Палламан çынпа ермĕшнĕшĕн хăйне хăй ятларĕ, анчах уйрăлса юлма хăю çитереймерĕ.
Кĕçех пĕр поселока çитрĕç. Урамăн икĕ айккипе икĕ хутлă, ытларах пĕр хутлă йывăç çуртсем лараççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ тĕрек панипе кăна тытăнса тăраççĕ. Инçех те мар йытă вĕрсе ячĕ. Микула яла кĕнĕ пекех туйса илчĕ. Çапла вĕсем пĕр хутлă кивĕ çурт умне пырса тăчĕç. Кузнецов шала шăнкăравларĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — шалтан хĕрарăм сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Эпĕ ку, Дуся! Уç!
Алăк уçăлчĕ. Вĕсем пӳрте кĕчĕç.
— Дуся, хаклă хăнă илсе килтĕм, йышăн! — терĕ хаваслăн Кузнецов.
— Хывăнăр! Хывăнăр та малалла ирке ларăр! ―вашаватлăн сĕнчĕ те Дуся текенни Кузнецов хыççăн кĕчĕ.
Пĕччен юлсан, Микула тата шиклене пуçлар!. Кĕçех темиçен тухса тапăнас пекех туйăнчĕ ăна. «Халĕрех тухса шăвăнсан авантарах мар-ши?» Анчах пӳртри тирпейлĕх, пур япала та хăй вырăнĕнчи ăна ирĕксĕрех чарса тăчĕç. Стенисене чечеклĕ шпалер çыпăçтарнă. Урайне сарă сăрпа сăрланă. Пальма, фикус, олеандра тата ытти чечексем, абажур витĕр шупкан эрешленнĕ электричество çути Микулана таçта, юмахри сада илсе çитерчĕç. Вăл пĕр хăранипе, пĕр ытармалла мар илемĕн тыткăнне çакланнипе, вырăнтан сикме те хăяймарĕ.
Кĕçех Дуся кĕчĕ. Хитре çитсă кĕпепе вăл, çивĕчĕсене пуç тӳпине кăшăлласа хунă. Çакна курсан, Микулана ку хĕрарăм юмахри асамлă садра вĕçсе çӳрекен лĕпĕш пек курăнса кайрĕ.
— Николай Степанович, ма хывăнмастăр? — тĕлĕнсе те çепĕççĕн каларĕ Дуся, хăни алăк патĕнчех тăнине асăрхасан. Дуся ăна хывăнма пулăшрĕ, пештĕрне илсе юнашар пӳлĕме кĕрсе çакрĕ.
Пӳртри тасалăх, йĕркелĕх кил хуçисем хисеплесе йышăнни юлашкинчен Микула чĕрине лăплантарчĕç. Хывăн-каласан Микула, тĕпелелле иртме хăяймасăр, алăк пуканĕ çине ларчĕ.
Микула урине салтса ăшă çăматă тăхăнсан, Кузнецов ăна хулĕнчен тытсах пукан çине лартрĕ.
Дуся сĕтел çине вĕресе тăракан сăмавар пырса лартрĕ, чей куркисем тата аш кукли касса хатĕрлерĕ.
Ку хушăра Кузнецов Микулан, арăмĕпе ывăлĕсĕр пуçне, ашшĕ пуррине, вĕсен ялĕ Атăлкасси пристанĕнчен çичĕ çухрăмрине ыйтса пĕлме ĕлкĕрчĕ. Юлашкинчен вĕсем апата ларчĕç. Аш яшки, ăшаланă çĕрулми çирĕç, чей ĕçрĕç.
Сĕтел хушшинчен тухсан, Кузнецов Микулана хирĕç ларчĕ те пирус туртма сĕнчĕ. Микула туртма кăмăл тумарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...