Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Михха, ывăл ача пулать тенине илтсен, чунтан хавасланса:
— Ырă сăмахсемшĕн тавтапуç, Ваçухха аппа. Ĕнтĕ аслă пӳлĕме тухар та сĕтел хушшине лар. Манăн хисеплĕ хăна пул! — терĕ.
III
Анук çăмăлланнă хыççăн пĕрремĕш вырсарникун çитрĕ. Ирпе ирех Микулапа арăмĕ сарлака сак çинче калаçса ларчĕç. Вĕсен умĕнче такана çине чĕркесе вырттарнă ывăлĕ, амăшĕн кăкăрне ĕмнĕ чухнехи пек тутине сиктеркелесе çывăрать.
— Телейлĕ пулĕ-ши ку пирĕн ача? — ассăн сывласа сăмах хушрĕ Анук. — Ытла та йывăр кун — юнкун çуралчĕ.
— Анук... чунăм.., Ан кулян, вăл телейлĕ пулать, — терĕ Микула, арăмне пилĕкĕнчен ыталаса.
Пӳрте Çтаппан кĕчĕ. Анук Микулана хăй çумĕнчен тĕксе уйăрчĕ.
— Кай, ытла та эсĕ... Яланах мана хĕрелмелле тăватăн. Кинĕ ача çуратнăранпа Çтаппан канăçлăхне çухатрĕ.
Хăй пăхмасан чир-чĕр ересрен хăраса, килтен ниçта хăпса каймасăр пурăнчĕ. Мăнукĕ çывăрнă хушăра çеç çывăрчĕ.
Çĕрле, тем тĕлте пулсан та, мăнукĕ йăшăлтатсанах ыйхăран вăранса, Анука вăратрĕ. Ачине лайăх пăхма кирли, макăртма юраманни çинчен астутарчĕ. Акă халь те вăл чĕрне вĕççĕн утса мăнукĕ патне пычĕ. Лешĕ канлĕн çывăрнине курсан:
— Çывăрать... Ан тив, çывăртăр... Çывăракан ача хăвăрт ӳсет теççĕ, — терĕ çепĕççĕн.
Анук ку килте ытла та телейлĕ. Хуняшшĕпе упăшки ăна чунтан хисеплеççĕ. Ытти хĕрарăмсем çăмăллансан тепĕр куннех килти ĕçе хутшăнаççĕ. Шыв кӳме каякансем те пур. Çавна пула чăваш хĕрарăмĕсенчен нумайăшĕ айăпланса юлнă е çамрăклах ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Анука вара ача пекех пăхса усраççĕ. Ăна ĕç тутарма мар, вĕрĕлесрен хăранипе вучах çывăхне те пыртармаççĕ.
Микула шыв кӳме яланах хăй анни хĕрарăмсене тĕлĕнтерет те, кĕвĕçтерет те.
— Микула, эсĕ мĕн, Анука турăш вырăнне кĕлтуса пурăнма усратăн-и? — теççĕ вĕсем тепĕр чух. Арçынсем те кулма пăхаççĕ унран. Кулмасăр мĕнле тусен! Хĕрарăм тени, çăмăлланни тăватă кун çитсе те, шыв кӳменнине кам курни пур. Хĕне кайнă пулĕ вăл текен хыпар та сарăлчĕ ял хушшинче Анук пирки. Ку сăмах Наçтик хăлхине те пырса кĕчĕ. Хĕрне ытла ачашлантарса янăшăн кĕрӳшĕпе хăтине ӳпкелерĕ. Çак сăмахсем хыççăн, арăмĕ çине тăрсах ыйтнине пула, Микула ăна килти ĕçе хутшăнма тата шыв кӳме ирĕк пама шутларĕ. Çтаппан çине тăрсах хирĕçлерĕ. Хăйĕн арăмĕ вăхăтсăр вилни ăна паян кун та асаплантарчĕ. Тăлăха юлсан, каллĕ-маллĕ шухăшласа пăхнă хыççăн, арăмĕ вăхăтсăр вилни Михха айăпĕпе çеç мар, унăн сывлăхне упрама пĕлменнинчен килнине те тавçăрчĕ. Çтаппан çакна нихçан та манаймарĕ: пĕррехинче Татьяна çăмăллансан тепĕр куннех тырă вырма тухрĕ те нумай хушă сывмарланса пурăнчĕ. Кинĕ те Татьяна пек пуласран хăранипе, унăн сывлăхне упрама тăрăшса:
— Эпир улпутсем мар, — терĕ вăл ывăлне. — Шыв кӳме эсĕ те каятăн. Пӳлĕхçĕ ĕçчене юратать. Ан тив, кин сывалтăр. — Вара Анук енне çаврăнчĕ: — Эсĕ, кин, ĕçлейменшĕн ан пăшăрхан. Çынсен сăмахне итлеме эпир вĕсемпе пурăнмастпăр. Сывлăха сутăн илме çук. Уралансан, акă, кирек мĕнле ĕç те тума пултаратăн...
Чан сасси илтĕнсе кайрĕ, Çтаппан канăçсăрланчĕ:
— Пуçтарăнма вăхăт мар-и? Ирхи кĕлле кĕме чан çапрĕ. Кăнтăрлахи кĕлле кĕриччен, çитсе, ача ятне çыртармалла.
— Каятпăр та-ха... Эпĕ Миххаран укçа кайса илем.
— Ят хунăшăн тӳлеме тата çурта илмелĕх укçа пур-çке пирĕн. Хĕресне хреснашшĕпе амăшĕ илĕç.
— Ку тĕрĕсех те, атте... анчах эпир, пĕчĕк менелник пекки туса, кумасемпе çывăхрах паллашасшăнччĕ, хамăрăн Упана та чĕнсен аванччĕ.
Упа тесе вĕсем шӳтлесе Сантăра чĕнчĕç. Микулапа харкашнă хыççăн, Сантăр хĕрĕн туйне туса ирттерчĕ пулсан та, кăмăлĕ йăлтах çаврăнса çитмерĕ. Касмухха вырăнне Çтаппанпа хăталлă пулни ытла кӳренмелле пек туйăнчĕ ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ туй иртни вунă уйăх çитсе те кĕрӳшĕ патне пырса кĕмерĕ. Хăй патне пырсан та сиввĕн йышăнчĕ. Хĕрĕ ывăл ача çуратни савăнтарчĕ пулсан та ют-шăнма пăрахаймарĕ.
Çтаппан килĕшрĕ:
— Апла кайса кил эппин. Ытлашши ан тăр.
— Хреснашшĕпе хреснамăш киличчен таврăнатăп! — терĕ те Микула тухса кайрĕ.
Вăл савăнăçне ниçта шăнăçтарма пĕлеймерĕ. Ачи ятне хурса менелник тăвасси хĕпĕртеттерчĕ ăна. Ку менелнике хуньăшне чĕнĕç, унпала йăлтах мирлешĕç, вара вĕсен телейĕ татах пысăкланĕ. Микула, çынсем илтсен куласран та именсе тăмасăр, сасăпах юрласа ячĕ:
Инке, терĕм, мĕн терĕм,
Çырла татма пыр терĕм...
Микула хаваслă кăмăлпах Миххан кайри пӳртне пырса кĕчĕ те малти пӳртрен кам та пулин тухасса лăпкăн кĕтсе тăчĕ. Никам тухманнине кура, алăка шаккарĕ. Юлашкинчен Михха тухрĕ. Микулана курсан, никама парăнман мăнаçлă бурлак хĕрача çуралнă ятпа саламлама килнĕ пек сунса, унăн кăмăлĕ рехетленчĕ:
— Эсĕ килнĕ-çке? Ир çӳрекене килĕштеретĕп эпĕ. Хам ир çӳреме юрататăп! Хĕрача чыслăхĕшĕн шкалькăлăх та пама хатĕр!
— «На чай» ыйтма килмен эпĕ! — хирĕç тавăрса каларĕ Микула.
Михха кăмăлĕ пăсăлчĕ, сасси те улшăнчĕ:
— «На чай» ыйтма мар пулсан, мĕн шырама килтĕн? Михха кăмăлĕ улшăнни Микула чĕринчи хаваслăха та сивĕтрĕ.
— Эпĕ ача ятне хуртарма кайма пуçтарăннăччĕ... Михха ахăрса кулса ячĕ:
— Ельпох тĕлĕнтеретĕн эсĕ, Микула! Ача ятне хума эпĕ пачăшкă мар вĕт! Арăму вилсен, кĕлтума пыма та хушăн эсĕ!
— Эсĕ пачăшка пултарсан, кĕлтума та килсе чĕнĕттĕм. Анчах эсĕ пачăшкă мар, çавăнпа чĕнессĕм те çук! — терĕ Микула çилĕллĕн.
Микула сăмахĕсем Миххана савăнтарчĕç, вăл ахăрма чарăнчĕ, тарçисемпе калаçакан сасă çине куçрĕ:
— Апла мĕн шырама килнĕ эсĕ?
— Пилĕк тенкĕ укçа пар-ха мана. Ача ятне хуртарма кирлĕ.
— Мĕн ача çуралнă? — ăнсăртран аса илнĕ пек ыйтрĕ Михха.
— Ывăл! — мăнкăмăллăн хуравларĕ Микула. «Ывăл...» Михха чĕрине çĕçĕ пек пырса тиврĕ. Унчченехт канăç паман шухăшĕсем çĕнĕ вăйпа хускалчĕç. «Мĕншĕн ман ывăл ача çуралмарĕ? Çак мĕскĕнĕн мĕншĕн ывăл ача çуралнă?» Михха йывăррăн сывла пуçларĕ. Çут тĕнчене су-тăн илме май пулсан, хĕвеле те хăй çине çеç пăхтарĕччĕ вăл... Уйăх çине хăпарса, каç сулхăнĕпе тӳпере хăй çеç ярăнса çӳрĕччĕ. Тĕнчери мĕнпур ӳсентăран, чĕрчунтан кĕвенте авса пасара тухса сутĕччĕ. Çук, тĕнчери пур вăй-хăвата та укçапа сутăн илеймĕн. Çапах Михха парăнас шутлă этем мар. Темрен вăл: «Чухăнăн кĕсри хăмламан, пуянăн ăйăрĕ хăмланă» текен халапа аса илчĕ те, унăн пуçне труках чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. «Тĕнчен пур вăй-хăватне те сутăн илме май çук пулсан, сутăн илме май пуррине алăран вĕçертес мар. Юрать-ха укçа ыйтма килнĕ, ыран татах килĕ!»
— Ывăл çурални аван... ӳссен бурлак пулать. Пулас бурлакшăн укçа та шел марччĕ. Анчах укçи ытла та хытă çĕрте-çке... Ĕçлемесĕр никам та памасть ăна...
Михха кунашкал калаçнине Энĕшкасси çыннисем кашниех илтнĕ. Кун хыççăн пушă алăпа тухса кайнисем те сахал пулман. Çакна Микула та лайăх пĕлет. Çавăнпа та вăл хуçа хăйĕн юлашки «çук» сăмахне калама ĕлкĕриччен:
— Ĕçлеме ӳркенместĕп эпĕ. Ана эсĕ ху та пĕлетĕн! Халь мана пилĕк тенкĕ кирлĕччĕ, ― терĕ васкавлăн.
— Паян пилĕк тенкĕ... Ыран пилĕк тенкĕ... Яланах çавнашкал эсир, яланах ман сире укçа памалла... Ельпох калатăп: ман хамăн та укçа çумăр пек çуса тăмасть. ―Михха Микула çине тĕпчевлĕн пăхрĕ. — Ху килĕшсен, эсĕ те укçаллă пулма пултаратăн.
— Мĕнпе килĕшсен?
— Мĕнпе-и? — Микула çине тĕпчевлĕн пăхрĕ Михха: — Эпĕ сĕннипе килĕшсен!
— Пархатарлă сĕнӳ пулсан, ма килĕшес мар!
— Эпĕ пархатарсăр ĕç çинчен калаçса çăвар пылакне те сая ямастăп.
— Апла тесен кала!
Михха, ухăпа тĕл пеме хирлӳне хытă карăнтарнă пек, Микула çине шăтарасла пăхрĕ те:
— Ачун ятне сут мана, Çирĕм пилĕк тенкĕ паратăп! Никам илтмен хак! — терĕ.
Тем усала кĕтнĕ пулсан та, ку сăмаха илтессе сунманччĕ Микула. Ăна пĕрремеш ывăлĕн ятне сутма сĕнеççĕ. Вăл, ним каласа яраймасăр, Миххана куçран чăр! пăхрĕ.
— Ну, килĕшетĕн-и? ―кăшт тăхтасан татах ыйтрĕ Михха. Микула çав-çавах хăй çине шарламасăр пăхса тăнипе канăçсăрлана пуçларĕ. Куç хывнă парни алăран вĕçерĕнессĕн туйăнчĕ ăна ―Сахал тетĕн-и? Юрĕ! Аллă тенкĕ пара-тăп! Татах сахал тетĕн-и? Çĕр тенкĕ паратăп! Çĕр аллă!..
Микулана карланкăран тытса пăвнă пекех туйăнчĕ. Сывлăшĕ çитеймен пирки ним хуравламасăрах урама вирхĕнсе тухрĕ, пыр çыххине вăтăрчĕ. «Ылхавлă çĕрĕ!» Ыратнине тӳçеймесĕр йынăшса янă пек, хăй тĕллĕнех калаçса илчĕ вал. Çĕре каялла илнĕ хыççăн вĕсен тата çирĕм тенкĕ укçа юлнăччĕ. Ку укçа туй тума та çитеймерĕ. Тепĕр çирĕм тенкĕ Макçăмран кивçен илме тиврĕ. Тата хĕл каçмалла пулчĕ. Çуркуннепе акса хăварма вăрлăх туянма лекрĕ. Микуласем çĕре тепĕр хут сутас патнех çитрĕç. Михха кивçен пани кăна пулăшрĕ. Микула Миххан йывăçне юхтарнă çĕрте ĕçлеме юлчĕ. Ăна кура Ваçли те Атăл çине каймарĕ. Ытти хресченсем те лăпланчĕç. Михха, хăй сăмахĕ çине тăрса, Микулана кунне аллă пус тӳлерĕ. Пуçтарăннă укçапа вĕсем парăмсене парса татрĕç, çĕрне те шуратса хăварчĕç. Анчах малалла пурăнма кирлине хатĕрлесе хăвараймарĕç. «Çĕре каялла илмен пулсан, туй тунă хыççăн та укçа хĕл каçмалăх юлатчĕ, Анук валли те çитетчĕ. Хамăр çуркунне Атăл çине каяттăмăр. Ылхавлă çĕрĕ пĕтерчĕ!» — тесе шухăшларĕ Микула чунĕпе тарăхса.
Микула çакнашкал сӳлтĕркесе таврăннă çĕре пӳртре Ваçлипе Кĕтерук лараççĕ. Вĕсем Микулапа Анук ачин хреснашшĕпе хреснамăшĕ пулма килнĕ.
Кĕтерука вăрласа кайнă хыççăн вĕсем кунашкал çывăхран пуçламăш хут тĕл пулчĕç. Якурсен килне тытса пырсан, пурнăçри улшăнусем Кĕтерук асаилĕвĕнчен Ваçлие вăхăтлăха сирчĕç. Тепĕр чухне килсе тухсан, ăна ашшĕ ытла та пысăк хур кӳнине аса илсе хăвалама тăрăшрĕ. Анчах çамрăк чĕри Кĕтерука парăнасшăн пулмарĕ. Пурнăç йывăрланса пынăçемĕн сӳнми юрату суранĕ çивĕчлене пуçларĕ. Çав каç Якур вăрласа кайман пулсан, вăл Ваçли мăшăрĕ пулатчĕ вĕт. Макçăм тепĕр куннех ывăлне Кĕтерука качча илсе пама килĕшнине пурте пĕлеççĕ. Ваçли те паян кунчченех хăйне юратса пурăнни Кĕтерука паллă. Ахальтен-им Ваçли, иккĕшне ирĕксĕр уйăрнăран вара, улаха тухма пăрахрĕ, çамрăксен вăййи-куллине хутшăнмарĕ. Кĕтерук пурпĕрех Ваçлипе тĕл пуласран хăраса пурăнчĕ. Унпала çывăхран тĕл пулни хăйĕн арлă-арăмлăх тивĕçне çĕре ӳкернĕ пек, йăмăкĕсене намăслантарнă пек туйăнчĕ. Анчах паян Ваçлипе тĕл пуласран пăрăнаймарĕ. Анукпа Кĕтерук пĕр-пĕринпе кумаллă пуласси пирки хĕр чухнех сăмах татнă. Ак мĕншĕн Кĕтерукпа Ваçли тĕл пулчĕç те ĕнтĕ паян.
Кĕтерук чылаях ырханланнă пулин те, Ваçли унăн салхуллă куçĕсенче чунне тыткăнра усракан ăшпиллĕхпе çепĕçлĕх сӳнменнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. Кĕтерук ăна нихçанхинчен те илемлĕрех те юратмалларах пек туйăнчĕ.
Микула килсе кĕни вĕсен шухăшĕсене татрĕ. Пуринчен малтан Акук хăраса сăмах чĕнчĕ:
— Микула, мĕн пулчĕ сана?
— Çĕр çăттăр! — хаяррăн каларĕ Микула.
— Кампа ятлаçатăн? — тавçăраймасăр ыйтрĕ Ваçли.
— Сехметпе ятлаçатăп! Вăл манăн пурнăçа, манăн пĕрремĕш ывăл ятне туртса илесшĕн.
Кĕтмен хыпар лăпкă та килĕшӳллĕ пурăнакан киле тă-вăллă çавраçил пек кĕрсе хускатрĕ.
— Вăспăти, тем курса ларăн... — ачине, такам туртса илесрен хăранă пек, кăкăрĕ çумне чăмăртаса тытрĕ Анук.
— Выçă кашкăр темерĕн!
— Сехметех çав! — тарăхса сăмах хушрĕ Кĕтерук,
— Нихçан та шăпи тулмĕ-ши? Ĕмĕр сакки сарлака текенччĕ ваттисем. Ашшĕ те çавнашкалах асса пурăнчĕ те, шăпи тулчĕ-тулчех, ырă вилĕмпе вилеймерĕ... ― мăкăртатрĕ Çтаппан.
— Мĕнпур инкеке çĕр пирки куратпăр. Çĕре каяла илмен пулсан, эпир парăма кĕрес çукчĕ... Çуркунне иксĕмĕр те Атăл çине кайса ĕçлес... Ним шухăшсăр, никама пăхăнмасăр пурăнăттăмăр. Халь йăлмак тăхăнтарса янă пекех, пăркаланма çук! — тӳсеймерĕ Микула, чунне ыраттарнă шухăшне каласа ячĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, — салхуллă сасăпа хуравларĕ Çтаппан. — Çакнашкал пултăр тесе çĕре каялла илес теменччĕ. Çук... Çĕр акас та пурнăçа сыпăнтарас тенĕччĕ. Ĕмĕтленни килсе тухмарĕ. Телейсем çав таран пулĕ...
«Телей, телей... Ку сăмах хăлхана йĕрентерсе çитерчĕ ĕнтĕ!» — каллех хирĕçле хуравлас шухăш пырса кĕнĕчче Микулана, анчах ашшĕ салхулланнине сиссе, чĕлхи çине килнĕ сăмахсене çăтрĕ.
— Атте, тархасăшн, ан çиллен... Сана кӳрентерес теменччĕ эпĕ, Чунăм ытла хытă тулашнипе тӳсеймерĕм...
Ывăлĕ каçару ыйтни Çтаппан кăмăлне çемçетрĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл, пурнăçри мĕнпур хуйхă-суйхă хăйĕнчен килнĕ пек ăнланса, хăйне хăй ачисен умĕнче айăплă шутларĕ.
— Çук, эпĕ çилленмен, ачам... Мĕн тесе çилленес ман... Эсĕ чăннине каларăн-и, тен?.. Анчах паянхи кун уншăнах кăмăла пăсас мар. Ан тив, Михха пуян пултăр, унран пуянни татах пур. Тем чул пуян пулсан та, пӳлĕхçĕ паманнине укçа парса илеймĕ. Эпир, мĕнле те пулин укçа тупса, ача мĕнелникне тăватпăрах.
— Тĕрĕс, Çтаппан пичче! — сăмах хушрĕ Ваçли.
— Эпĕ те килĕшетĕп, атте! — терĕ хавхаланса Микула, васкавлăн тумланса, ачине тирпейлĕн йăтрĕ.
Вĕсем Тĕмшер ялне çитнĕ çĕре чан çапса ячĕ.
— Илтрĕр-и, ирхи кĕлĕрен тухрĕç. Кĕçех ачасене шыва кĕртме тытăнаççĕ. Унччен ятне çыртарма ĕлкĕрмелле, — васкатрĕ Çтаппан.
Чиркӳ картишĕнче халăх лăк-тулли. Çтаппан чиркӳ алăкĕ умĕнче чарăнчĕ те:
— Кин, ачана хăв аллуна ил-ха, — терĕ. Анук ачине упăшки аллинчен илсен, хушса хучĕ: — Халĕ хуралçăсен пӳртне кайса ларăр. Микулапа ача ятне кĕрсе çыртарар.
Çтаппанпа Микула кĕнĕ çĕре Касмуххапа чиркӳ хуралçисĕм тенкел çине пăхăр хуран пырса лартрĕç. Аслă уяв чухнехи пекех, пăрăсран çакăнса тăракан утмăлтурата çутса хатĕрлеме тытăнчĕç. Клирос çинче кĕлĕ юррисем шăранаççĕ.
Чиркӳре çав тери чаплă та хавхалануллăн кĕлтума хатĕрленнине курсан, Çтаппанпа Микула тĕлĕнсе алăк çумĕнчех чарăнса тăчĕç. Иккĕшĕ те сăхсăхса илчĕç. Самай вăхăт ним шарламасăр тăнă хыççăн:
— Михха хĕрне ят хума хатĕрленеççĕ курăнать! — тавçăрса сăмах хушрĕ Микула.
— Ара, пирĕн те çыртарасчĕ-çке!
Çав вăхăтра клирос çинче юрлама чарăнчĕç.
— Аван тухать. Кунашкал юрласан, паян кучченеç пулатех. Ĕнтĕ кăшт канăр та ят хума вăхăт çитсен пухăнăр! ― илтĕнчĕ клирос çинчи тиечук сасси.
— Намăса кĕмелле тумастпăр, Лаврентий Кириллович!
— Михха савăнсах тав тăвĕ!
— Аминь! — вĕçлерĕ тиечук,
Юрлакансем, клирос çинчен васкавлăн анса, чиркӳрен тухса кайрĕç. Тиечук шкапран метрик кĕнекине тата çырмалли хатĕрĕсене кăларса сĕтел çине хучĕ. Çав вăхăтра Çтаппанпа Микула клирос умне пырса тăчĕç, тиечук вĕсене астумарĕ пулсан та, аял пуç тайрĕç.
— Лаврентий Кириллович! — ырă суннăн чĕнчĕ Çтаппан.
Тиечук çаврăнса пăхрĕ те Çтаппанпа ывăлне палласа илчĕ.
— Степан Иванович, мĕн калас тетĕр?
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Лаврентий Кириллович, мăнука ят хуртарма илсе килтĕм!
Çтаппан хăй çеç мар, унăн телейĕшĕн тиечук та савăнсах мăнук ятне çырса хумалла пек туйăнчĕ. Лешĕ, çырма тытăнас вырăнне таçталла, айккинелле пăхкаласа, шĕвĕркке сухалне хыçкаласа тăчĕ. Вара тин:
— Степан Иванович эсĕ мăнукăн ятне тепĕр вырсарникун хума кăмăл тумăн-ши? — терĕ.
— Мĕншĕн апла, Лаврентий Кириллович? Мĕншĕн паян хумалла мар?
— Мĕншĕн-и?.. — шĕвĕркке сухалне малтанхи пекех хыçкалам пекки турĕ тиечук. — Паян ят хума хаклăрах пулать. Сирĕн укçа çитмесрен хăратăп.
— Мĕншĕн хаклăрах тата, Лаврентий Кириллович? — тĕлĕнчĕ Çтаппан. — Ят хума виçĕ тенкĕ пулмаллаччĕ-çке? Ун чухлех пур пирĕн...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...