Хура çăкăр :: XV. Ухмаха ури канăç памасть
— Атя, халех атя, сана паçăртанпах уретник господин кĕтет!
Кукуç хĕсĕнерех пăхакан куçне чалăрткаласа илчĕ. «Уретник? Мĕншĕн кирлĕ-ши эпĕ ăна?» Ваçилей сĕтĕрнĕ май, вăл хурал пӳртне танкăлтатса кĕрсе кайрĕ. Хăй тĕллĕн пулсан, вăл унта ниепле те кĕрес çукчĕ. Палланă çынсем курасран унăн чунĕ ури тупанне çитрĕ.
Шала кĕрсенех, Ваçилей уретнике кунта мĕнле май çав пĕренесене тупни çинчен каласа пĕлтерчĕ. Кĕтесре пуçне чикнĕ Пикмăрса тăратчĕ, çак хушăра ăна Кукуç та, Ваçилей те асăрхамарĕ. Вĕсем иккĕшĕ те уретникрен куç илмерĕç. «Ялтан вăрман вăрлама кайнисене çак пĕчĕк çын пĕтĕмпе пĕлетĕп тесе пĕлтерчĕ», — евитлерĕ Ваçилей.
Анчах пĕчĕк çын та темĕн пĕлсех каймасть иккен, вăл Пикмăрса пахчинче вăрман пушатнине кăна пĕлет. Вăрмана кам кайнине, хăçан кайнине тĕплĕн пĕлеймест вăл. Пикмăрса пахчинче çĕнĕ пĕрене купаласа хунине, чăн та, хăй кайса курнă. «Çакăн çинчен сан начальникне пĕлтертĕм те», — тесе, Ваçилей енне алă тăсса каларĕ вăл.
— Мĕнле ман начальнике? Исправнике-и? — шарт сикнĕ пек пулчĕ уретник.
— Çак çынна эппин, — хăйпе юнашар тăракан Шыçмак Ваçилей енне кăтартрĕ Кукуç.
— Ха! Начальни-и-и-ик!.. — йĕрĕнсе кулса ячĕ уретник. Унтан каллех Пикмăрсана тинкерсе пăхрĕ.
— Апла эс те вăрман вăррисене пĕлместĕн?
— Çук, урăх пĕлместĕп.
— Шăрттан кайнă терĕç, çавна пĕлетне?
— Кайнă пуль, кайнă пуль...
— Ху кайман-и унта?
— Ăçта? Вăрмана-и?.. И-и, кайнă пулсан, амитке, сире пĕтĕмпех каласа панă пулăттăм.
— Кăларса яр çак хăртăка, вăл нимĕн те пĕлмест! — тарăхса кăшкăрчĕ уретник страшнике.
— Чим-ха, аслă чиновник, — тухса каймасăр кутăнлашса тăчĕ пĕчĕк Кукуç. — Сан начальникӳ ĕнер мана укçа парăп тесе шантарнăччĕ, паян памасть ав...
Унпа кунта урăх никам та калаçасшан пулмарĕ, пĕчĕк страшник ăна сĕтĕрсех кăларчĕ.
Вăрман вăррисене ялта урăх пĕр çын та тупайманшăн уретник калама çук тарăхрĕ. Утламăша килсе, хăйсен ирĕкĕпе вăрман касакансене ушкăнĕпех тытăп та, вĕсем мĕншĕн пĕтĕм вулăс халăхне хĕтĕртсе ячĕç тесе айăплăп, çавăншăн мана исправникрен чыс та хисеп пулĕ тесе шутланăччĕ вăл. Капла вара...
— Ăçта ыттисем? — каллех кăшкăрса пăрахрĕ уретник. — Вунпилĕк вăрă тенĕрен ушкăнпа хăпса килтĕмĕр — аран пĕр çын тытса каятпăр. Тĕнче мăшкăлĕ!
— Урăх пĕрне те тупаймарăмăр, — терĕ Элюккапа пĕрле кайса килнĕ страшник.
— Акă мĕн, — терĕ вара уретник. — Ыттисене тытса пĕтериччен эс çак ялта юлатăн... Кăна, — Пикмăрса енне тăсса кăтартрĕ вăл, — хамăрпа арестлесе каятпăр. Итле, старăстă, каснă вăрмана уппăç туса сутмалла, укçине хам пата илсе пыратăн, вăрман касакансене штраф тӳлеттермелле. Кайрăмăр! Текех кунта чакаланма вăхăт çук пирĕн! — чӳречерен енчен енне пăхса илчĕ вăл.
Уретник урăх сăмахласа тăмарĕ, аллипе кăна сулчĕ. Страшниксенчен пĕри аптраса ӳкнĕ Пикмăрсана çавăтса тухрĕ. Урамра халăх çаплах сирĕле пĕлмест. Çынсем тем шухăшлаççĕ, тем мăкартатаççĕ, Çап-çутă хĕçĕсене сулкалакан страшниксем тăрантас иртмелĕх çул тăваççĕ. Хĕрарăмсем ятлаçаççĕ, макăраççĕ.
— Ярăр ман старике!..
— Пикмăрсана ăçта илсе каятăр!
— Мĕн тарăхтаратăр айăпсăр çынна?..
— Ай, тупата!..
Пикмăрса юнланнă пит-куçне шăлкаласа тасатрĕ. Ун çумĕпе Кукуç йăпшăнса иртрĕ. Пикмăрса ăна çийĕнчех асăрхарĕ.
— Тавтапуç сана, Кукуç. Ĕнтĕ эп сана мансан та, ял-йыш манас çук. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест, ачам...
Кукуç хăй евĕр ăнланчĕ ун сăмахне.
— Итле-ха, Пикмăрса тете, кам-кам пулчĕ санпа пĕрле вăрманта? — чăрсăррăн ыйтрĕ вăл.
— Вăрман хăлхаллă, хир куçлă, кайса ыйтах çавсенчен.
— Ан палкаса тăнă пултăр, ут ху çулăпа! — тăрантас патнелле тĕксе ячĕ Пикмăрсана страшник.
— Атте!..
Уття иккен.
— Ан хурлан, хĕрĕм, ан макăр... — куççулĕ шăпăртатса анчĕ Пикмăрсан хăйĕн те. — Сыв пул, ялйышăм. Мĕн ырри ялта юлтăр, пĕтĕм инкекĕме илсе кайса хăварам! — Пикмăрса, пуçне çĕклесе, енчен енне пăхкаларĕ.
Такам пĕри страшниксен енне тăпра муклашкипе печĕ. Тăпра муклашки çĕре ӳксе тĕпренчĕ.
— Кам перет унта? Кам перет? Халех касса туратăн! — хĕçпе сулкаларĕ страшниксенчен пĕри.
Уретник тарантас çине хăпарса ларчĕ. Пикмăрсана страшниксемпе пĕрле лартрĕç. Вулăсран килнĕ çынсем пуçтарăнса тăнă халăха таптаса каяс пек лашисене вырăнтан хускатрĕç те ял хĕрринелле вĕçтере пачĕç. Халăх шапăлтатма тытăнчĕ:
— Шуйттан хăраххисем...
— Рычакпаччĕ вĕсене!..
— Чимĕр-ха, часах вăхăт çитет!
— Ан пăшăрханăр, Пикмăрса тетене часах хăтарăпăр...
— Кам туса хучĕ çак киревсĕр ĕçе?
— Кукуç...
— Çта Кукуç?..
Кукуç тахăш вăхăтра пăрăнма ĕлкĕрнĕ.
— Тăван ялйышсем, итлĕр-ха, тăван ялйышсем!
Тухтар сасси.
Çынсем шавлама чарăнчĕç. Тухтар мĕн каласса итлеççĕ.
— Пурсăмăр та, пĕр çын пулса, эпĕр Пикмăрса тете хутне кĕрĕпĕр. Шăнма памăпăр эпĕр унăн килйышне. Илтетре?.. Хамăр çын вăл, никама нихçан инкек кăтартман!
— Тĕрĕс!..
— Тăвансем! Текех çапла шăп пулса, хамăра таптасса кĕтĕпĕр-и?.. Паян Пикмăрса тетене лартеа кайрĕç, ыран хамăра хăваласа каясса кĕтер-и? Тавра çĕкленнĕ, пирĕн мĕн пăхса тăрасси пур?.. Чи малтан хамăр таврари киревсĕр тăшмансен шăпине тултарар!..
— Тĕп тăвар вĕсене!
— Тĕп тăвар!
Ян каять сасă, Тухтар сăмахĕпе хăват илсе. Вăл сасă пур енчен те илтĕне пуçларĕ.
Çĕрлехи сĕм-тĕттĕм каçа Кукуçăн хăлтăр-халтăр çурчĕ хăйне кура самай çутă çутатрĕ. Ун çути Утламăшсене кăна мар, ытти ялсене те курăнчĕ. Вутне кам тĕртнине пĕлмерĕç. Утламăшсем сӳнтермешкĕн те тухмарĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...